Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки the word is in our database.
пирки (тĕпĕ: пирки) more information about the word form can be found here.
«Сергей 40 ҫула та ҫитмен-ха, авланасси пирки шарламасть-и?» — кӑсӑклантӑм Мария Ананьевнӑран.

"Сергей еще не достиг 40 лет, о женитьбе не думает ли?", - поинтересовался у Марии Ананьевны.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Халӗ хӑнӑхрӑм ӗнтӗ, йывӑррине туймастӑп», — палӑртрӗ Мария Андреева, ачапа пӗр чӗлхе мӗнле тупни, пурӑнмалли вырӑна улӑштарнине хӗрача епле чӑтса ирттерни пирки шарламарӗ.

"Теперь привыкла уж, трудности не чувствую", - отметила Мария Андреевна, как с ребенком находила общий язык, как девочка терпела изменение места жительства, не говорила.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Нумаях пулмасть Ҫӗнтерӳ уявӗ иртрӗ, ҫавӑнпа Викторпа ҫак куна ҫывхартнӑ ветерансем пирки те сӑмах пуҫартӑмӑр.

Help to translate

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Марат Никитин режиссер «Нарспи» поэма тӑрӑх фильм ӳкерме пуҫласси пирки пӗлтерчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси пирки те сӑмах пычӗ.

Help to translate

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫуллахи вӑхӑтра ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелесси пирки сӑмах пуҫарнӑ май Вячеслав Оринов ашшӗ-амӑшне ҫӑмӑллӑхлӑ путевкӑсемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Help to translate

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Кунта тӑрӑшакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем тавра та калаҫрӗҫ, ытларах сӑмах сӗт хакӗ тата ҫулсем пирки пычӗ.

Help to translate

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Турри парсан вӗсем тепӗр виҫӗ ҫултан хӗр пӗрчи «шырама кайма» та хирӗҫ марри пирки пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Йӗкӗрешсене халалланӑ уява районта пурӑнакан йӗкӗреш ачаллӑ ҫемьесем килсе ҫитрӗҫ, вӗсене район ертӳҫисем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ, ҫемьере йӗкӗрешсем ҫурални икӗ хут телей пулни пирки каларӗҫ.

Help to translate

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Пепкесене садикренех пушар хӑрушлӑхӗ пирки вӗрентни усӑллӑ пуласса шанас килет.

Help to translate

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫавӑнпа пӗрлех ача сачӗсенче кашнинчех ятарлӑ стендсем, ачасене выляв формачӗпе пушар хӑрушлӑхӗ пирки вӗрентмелли кӗтессем пур.

Help to translate

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене епле пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслес, пушарсен сиенӗ пирки асӑрхаттарас тӗллевпе районти патшалӑх надзор уйрӑмӗн начальникӗ Димитрий Кузьмин, 31-мӗш пушар чаҫӗн ертӳҫи Сергей Алексеев ҫак кунсенче ача сачӗсенче пулчӗҫ.

Help to translate

Вут-ҫулӑм ан тухтӑр тесе // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Ӗҫҫи пӗтӗмлетӗвӗсем пирки паян мӗн калама пулать?» - ҫак ыйтӑва пирӗн корреспондент Михаил Игнатьева пачӗ.

Help to translate

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӑл хутра ҫут ҫанталӑк газне мотор топливи евӗр усӑ курасси пирки каланӑ.

Help to translate

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

«Хӑрнӑ йывӑҫсене те касса тирпейлемелле, ҫӳп-ҫапа пухмалла, кивӗ кӑшӑлсене илсе тухмалла – ӗҫ тем чухлех. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухма транспорт пирки те калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ, ӗҫлеме ҫынсем кӑна кирлӗ», – каласа парать ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Евгений Субботин.

Help to translate

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ялсенчи ҫырма хӗррисем пирки те манмалла мар, мӗншӗн тесен нумай ҫӗрте шӑпах вӗсем, шел те, ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2016 ҫулхи Ҫырӑвӗнче ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене тӳрӗ мар кӑмӑллӑ хуҫасенчен туртса илмелли пирки каланӑ.

Help to translate

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Граждансемпе юридици сӑпачӗсене тара панӑ е вӑхӑта палӑртмасӑр усӑ курма панӑ республика харпӑрлӑхӗнчи лаптӑксене Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ май комисси кунти 556,4 га лаптӑка арендӑна илсе фермер хуҫалӑхӗ тухӑҫлӑ усӑ курни пирки пӗтӗмлетнӗ.

Help to translate

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кунсӑр пуҫне хуласенче малтанхи сасӑлав иртмелли вырӑн пирки подъездсен умӗнче ҫырса пӗлтерӗҫ.

Help to translate

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Тӑлӑха юлнисем пирки каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ман шухӑшпа, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр патшалӑх интересӗсене хӳтӗленисен те аслӑ пӗлӳ илнӗ чухне ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма май пулмалла», – палӑртать депутат.

Help to translate

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed