Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклерӗ (тĕпĕ: ҫӗкле) more information about the word form can be found here.
Вахмистр учӗ урине кӑлтах ҫӗклерӗ, анчах та тихана тапма хӑяймарӗ, хӗрхенчӗ пулас.

Конь вахмистра вскинул задок, но ударить не решился, пожалел, видно.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, йӗри-тавра пулса иртекен хӑрушла ӑссӑрлӑхпа хӗрӳленсе кайнӑскер, хӗҫне ҫӗклерӗ.

Распаленный безумием, творившимся кругом, Григорий занес шашку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пуҫне ҫӗклерӗ: ун умӗнче, ут ҫурӑмӗпе пӗр шай сиккелесе, взводнӑй урядникӗн кӑвак шинелӗ шӑвӑнать, аякра, вырман ыраш уйӗ ӑрша вылянӑ пек ӗмӗлтетет, телеграф юпи ҫӳллӗшӗнче тӑри тӗрӗлтетсе ташласа тӑрать.

Григорий поднял голову: перед ним двигалась в такт с конской спиной серая шинель взводного урядника, сбоку млело поле с нескошенными делянами жита, с жаворонком, плясавшим на уровне телеграфного столба.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорин ҫывӑрманнипе кӳпчесе кайнӑ куҫхупаххийӗсем айне ачаш ҫутӑ шӑвӑнса кӗчӗ, — Григорий пуҫне ҫӗклерӗ те ҫав-ҫавах Прохорӑн ҫу сӗрмен урапа пек, пӗр ҫемӗллӗн хӑйӑлтатса пыракан сассине илтрӗ.

Ласковый свет заползал Григорию под набухшие от бессонницы веки; Григорий поднимал голову и слышал все тот же однообразный, как скрип арбы, голос Прохора.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вахмистр ҫавӑнтах, хурчка пек ярӑнса ҫитсе, Григорие ҫапма аллине ҫӗклерӗ.

Вахмистр налетел на него коршуном, занес руку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пристав офицер хулпуҫҫийӗ урлӑ кармашса пӑхрӗ, унтан Штокман ҫине куҫне ҫӗклерӗ.

Пристав заглянул офицеру через плечо и перевел глаза на Штокмана.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пристав, хлястикӗнчен тытса, шинеле ҫӗклерӗ, аҫлӑкне шӑршласа пӑхрӗ, ал-хапӑл кӑна тӑхисене шутласа тухрӗ; тепӗр офицерӗ, хорунжий пакунӗсем ҫакнӑскер, шалаварӑн лайӑх пуставне пӳрнисемпе йӑваларӗ; виҫҫӗмӗшӗ, сийӗнчи шинель аркийӗ ҫилпе ҫурӑмӗ ҫине таврӑнса ӳкичченех пӗшкӗнчӗ те сумкӑсене ухтарма тытӑнчӗ.

Пристав за хлястик приподнял шинель, понюхал подкладку, бегло пересчитал застежки; другой офицер, с погонами хорунжего, мял в пальцах добротное сукно шаровар; третий, нагибаясь так, что ветер на спину ему запрокидывал полы шинели, шарил по сумам.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫывӑхран иртсе пыракан пӗр адъютант хӑйӗн салхуллӑ нӳрӗ куҫӗсене Григорий ҫине ҫӗклерӗ те, лешин ҫивӗччӗн тинкерсе пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулса, ҫаврӑнса утрӗ; ун хыҫӗнчен сарӑ шӑлӗсемпе ҫӳлти тутине ҫавӑрса ҫыртнӑ, теме пула хумханса ӳкнӗ сотник ашӑпа чупнӑ пекех хыпаланса утать.

На нем остановил скучающие влажные глаза шагавший мимо адъютант и отвернулся, повстречавшись с внимательным взглядом; догоняя его, почти рысью, шел старый сотник, чем-то взволнованный, кусающий желтыми зубами верхнюю губу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич кӗсрене тӗпе-ҫилхинчен ярса тытрӗ те унӑн усӑнчӑк пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Мирон Григорьевич сжал в кулаке челку, потянул вверх опущенную голову кобылицы.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ пӗлетӗп! — сассине ҫӗклерӗ ашшӗ.

— А я знаю!.. — повысил голос отец.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, курчӗ: йӑм-йӑм хура тӗксӗмпе эреветленнӗ кайӑк, урине хуҫлатнӑ та, нимӗн сасӑсӑр вӗҫсе иртсе, ҫунаттисемпе сулласа сывпуллашать.

Он поднял голову, увидел: вороненая, в черной синеве оперенья птица, поджав ноги, в беззвучном полете прощально машет крыльями.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь портфель ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ, сухалне хырнӑ, вӗтӗ пӳрлешкеллӗ тутипе темӗн чӑмлакаласа илчӗ.

Следователь поднял голову от портфеля, пожевал выбритыми, в пупырышках, губами.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арман умне пухӑннӑ казаксем сисӗнчӗклӗнех ҫӗнӗрен пӑлханма пуҫларӗҫ, анчах та ҫак самантра вӗсем патне машина пӳлӗмӗ енчен ку вӑхӑтчен никам та асӑрхаман, хура шлепке тӑхӑннӑ этем хӑвӑрт утса пырса тӑчӗ: хытӑ хӗстерсе витӗр пӑхакан ҫивӗч куҫӗсемпе ушкӑна сӑнаса илсе, аллине ҫӗклерӗ.

Заметная суматоха вновь рябью тронула собравшихся у мельницы казаков, но в момент этот от машинной скорыми шагами подошел, никем раньше не примеченный, незнакомый, в черной шляпе человек; строгая толпу лезвиями узко сведенных остреньких глаз, поднял руку:

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, нимӗн ыйтса тӑмасӑрах, Лизӑна хӑй алли ҫине ҫӗклерӗ те ҫыран хӗрринчи йывӑҫ тӗмӗсем хушшине утса кайрӗ.

Не спрашиваясь, Митька поднял Лизу на руки и понес в кусты прибрежного боярышника.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька хӗре сулахай аллипе ыталаса тытса ҫӗклерӗ те шыв ӑшшӗн кимӗ еннелле шӑмпӑлтаттарса утса кайрӗ.

Митька левой рукой обнял ее ноги повыше колен и, легко приподняв, зашлепал по воде к баркасу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Давыдка юлашкинчен хӑйӗн вараланчӑк урисем ҫинчен куҫне ҫӗклерӗ те, вӗчӗрхенӳллӗн йӑпӑлтатса, хуҫа ывӑлне ҫапла каларӗ:

Давыдка наконец оторвал от своих грязных ног глаза и заискивающе-злобно сказал:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Никифор Коловейдин чалӑш ҫӑварне йӗрсе пӑрахрӗ, аллине ҫӗклерӗ.

Никифор Коловейдин щерил щербатую пасть, поднимал руку.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коршуновсен тачӑ мар хурӑнташӗ, сӗтел хӗрринчех ларакан ватӑ атаманец Никифор Коловейдин аллине ҫӗклерӗ те мӗкӗрсе ячӗ:

Сидевший на самом краю стола дальний родственник Коршуновых, старый атаманец Никифор Коловейдин, поднимая раскляченную руку, ревел:

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий кӑштах пуҫне ҫӗклерӗ:

Григорий приподнял голову:

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Витресем хистевлӗнех чӗриклетнине илтсе пуҫне ҫӗклерӗ, куҫхаршийӗсене сиккелентерчӗ, унтан ухмах пек кулса ячӗ.

На требовательный скрип ведер приподнял голову, дрогнул бровями и глупо улыбнулся.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed