Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуса (тĕпĕ: шу) more information about the word form can be found here.
Таткаланчӑк пӗлӗт шӑйрӑкӗнчен уйӑх шуса тухрӗ.

Из прорехи разорванной тучи вылупливается месяц.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлӗт, сиввӗн сывласа, хӗвеланӑҫӗнчен Дон тӑрӑх шуса килет.

Туча, дыша холодком, шла вдоль по Дону, с запада.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ывӑҫпала шыв ӑсса илме пӗшкӗннӗччӗ ҫеҫ, ҫав вӑхӑтра вӑлта аври, шывран ҫур аршӑн ҫӳлелле тухса тӑраканскер, вӑраххӑн сулланса илчӗ, ерипен аялалла шуса анса кайрӗ.

Нагнулся было зачерпнуть в пригоршню воды, — в это время конец удилища, торчавший на пол-аршина от воды, слабо качнулся, медленно пополз книзу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем хыҫӗнче, шуса тухаймасӑр, хӗвел тунсӑхласа тӑрать.

За чертой, не всходя, томилось солнце.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон тӑрӑх чӗвен утнӑ евӗр тӗтре шӑвӑнать, вӑл, шур чуллӑ сӑртӑн тайлӑмӗ ҫийӗн сарӑлса, пуҫсӑр кӑвак ҫӗлен пек, авӑрсене шуса анать.

Над Доном на дыбах ходил туман и, пластаясь по откосу меловой горы, сползал в яры серой безголовой гадюкой.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвеланӑҫӗнчи хӗрлӗ ҫутӑ сӳннӗ вӑхӑтра, ҫӑлтӑрсем тухса ӗлкӗреймен чух, уйӑх та ҫутатман вӑхӑт ӗнтӗ ку, ҫӗрле мар пулсан та, вӑрманта ҫӳреме хӑрушӑ; йывӑҫсем ҫинелле, туратсенчен яра-яра тытса, тӗне кӗртмесӗр вилнӗ ачасем кармашаҫҫӗ, ӗсӗклесе макӑраҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, ҫулсем ҫинче те вӗлтӗрен хушшинче тикӗл-макӑль тӑваҫҫӗ; Днепр хумӗсем хушшинчен умлӑ-хыҫлӑнах вӑхӑтсӑр шыва путса вилнӗ хӗрсем чупа-чупа тухаҫҫӗ; вӗсен симӗс пуҫӗсем ҫинчен хулпуҫҫийӗсем ҫинелле ҫӳҫесем шуса анаҫҫӗ: вӑрӑм ҫӳҫсем ҫинчен ҫӗрелле шыв шӑнкӑртатса юхать, хӗр вара, шыв витӗр, кантӑк кӗпе витӗр курӑннӑ пек, янках ҫутӑлса курӑнать; ытармалла мар кулать вӑл, питҫӑмартийӗсем хӗмленсе ҫунаҫҫӗ, куҫӗсем чуна илӗртеҫҫӗ…

В час, когда вечерняя заря тухнет, еще не являются звезды, не горит месяц, а уже страшно ходить в лесу: по деревьям царапаются и хватаются за сучья некрещеные дети, рыдают, хохочут, катятся клубом по дорогам и в широкой крапиве; из днепровских волн выбегают вереницами погубившие свои души девы; волосы льются с зеленой головы на плечи, вода, звучно журча, бежит с длинных волос на землю, и дева светится сквозь воду, как будто бы сквозь стеклянную рубашку; уста чудно усмехаются, щеки пылают, очи выманивают душу…

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кун ҫути ҫиҫсе илет, хӗвел тухать, вӑл курӑнмасть; тусем хушшинче пурӑнакан ҫынсем сайра-хутра ҫеҫ такамӑн вӑрӑм мӗлки вӗлтлетсе иртнине асӑрхаҫҫӗ, анчах тӳпе янкӑр тӑрӑ, пӗр пӗлӗт татки те шуса иртмест ун ҫийӗпе.

Блеснет день, взойдет солнце, его не видно; изредка только замечали горцы, что по горам мелькает чья-то длинная тень, а небо ясно, и тучи не пройдет по нем.

XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Дамаск хурҫи пек ҫутӑ ҫулпа та юр пек шурӑ чатӑрпа хупланӑ пекех хупларӗ вӑл Днепр шывӗн чӑнкӑ ҫыранне, тӗксӗм мӗлке вара тата аяккарах, хырлӑх чӑтлӑхнелле шуса кайрӗ.

Будто дамасскою дорогoю и белою, как снег, кисеею покрыл он гористый берег Днепра, и тень ушла еще далее в чащу сосен.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тимӗрҫӗ вӗсем хыҫҫӑн утрӗ, паркет ҫинче шуса ӳкес марччӗ тесе вӑл пӗрмаях шикленсе пырать.

Робко следовал за ними кузнец, опасаясь на каждом шагу поскользнуться на паркете.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӑр ҫинче шуса ӳктӗр вӑл, ылханлӑ антихрист!

Чтоб он подскользнулся на льду, антихрист проклятый!

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хирӗҫри стенара кӑнтӑр еннелле тухакан икӗ чӳрече, ҫавӑнпа та аманнисем, пуҫӗсене минтер ҫинчен ҫӗклемесӗрех, шоссен тепӗр енчи ҫуртсем ҫийӗпе хӗрлӗрех хӗвел питӗ аялтан шуса иртнине кураҫҫӗ.

В противоположной стене два окна, выходящих на юг, и поэтому раненые, не поднимая головы с подушек, видят, как над домами с противоположной стороны шоссе очень низко скользит красное солнце.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Гранатӑна ывӑтса ҫитерейместӗп, тикӗс вырӑнпа шуса ун патне ҫитме май ҫук.

Гранату мне не добросить, ползти вперед по чистому нельзя.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лапамра, аяккарах, салтаксем хырӑм ҫинче шуса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн юр ҫине кукӑр-макӑр тарӑн йӑрансем юлаҫҫӗ.

Вдали по ней ползла группа солдат, оставляя позади себя в снегу глубокие, извилистые борозды.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Кама переҫҫӗ-ха вӗсем?» — шухӑшласа илчӗ Андрей, ҫакӑн хыҫҫӑн тин вара лапамран парк патнелле нимӗҫсем ретӗн-ретӗн шуса килнине курчӗ.

«В кого же они стреляют?» — подумал Юргин и только после этого разглядел, что сквозь метель из низины к парку движутся немецкие цепи.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тин ҫеҫ ҫулса купаланӑ утӑ капанӗ ҫинче выртнӑ пек, ҫил вара санӑн ҫӳҫне майӗпен вӗлкӗштернӗ пек туйӑнать, тӗрлӗ курӑк шӑрши, пиҫсе ҫитнӗ ҫӗр ҫырлипе пыл шӑрши ҫапать, хӗвел, куҫа епле хупсан та, куҫ хӑрпӑкӗсем хушшинчен кӗрет, — сан умӑнтан шӑрӑх ҫутӑ тӗтре пек шуса иртет, Ҫапла, ҫакӑн пек тахҫан авал пулнӑ…

Казалось, как будто ты лежишь на стоге свежескошенного сена, а ветер потихоньку колышет твои волосы, пахнет разными травами, спелыми ягодами земли и медом, солнце, как ни закрывай глаза, лезет из-за ресниц, — перед тобой скользит как жаркий свет, да, так было когда-то давно…

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров выртрӗ те шӑпланса куҫне хупрӗ: ун куҫӗ умӗнчен теҫеткешер палланӑ сӑнарсем — полкри командирсемпе салтаксен сӑнарӗсем — шуса иртрӗҫ.

Озеров лег, затих, прикрыл глаза: перед ним замелькали десятки знакомых лиц — командиров и солдат полка.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Арҫын ҫунана, вӑл шуса ан кайтӑр тесе, ӑҫта кирлӗ унта тытма та пӗлет, хӗрарӑмсем, хаклӑ аттем, ҫакна ӑнланмаҫҫӗ: тутӑрӗсене пӗркенеҫҫӗ те ҫуна ҫинче ларса пыраҫҫӗ, е лав хыҫӗнчен утаҫҫӗ, ҫул ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

Мужик, он завсегда усмотрит, где надо поддержать сани, чтобы они не делали раскаты, а бабы этого, дорогой папаша, не понимают: закутаются в шали и сидят на санях или идут позади, а за дорогой не смотрят.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка кунта пуринчен кайран шуса ҫитрӗ.

Марийка приползла сюда позже всех.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юр тӑрӑх виҫҫӗр метр шуса тухасси ниме тӑман пек ӗнтӗ.

Казалось бы, по снегу проползти триста метров, ничего особенного.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Малтанах Марийка хӑйне отрядра вӗрентнӗ пек пластунла шурӗ, анчах ҫак майпа шума лайӑххӑн хӑнӑхса ҫитмесӗр асап тӳсни кӑна пулнине часах ӑнланса илчӗ: вӑл мӗнпур правилӑсем ҫине ал сулчӗ те хӑй пултарнӑ пек шуса кайрӗ…

Сначала Марийка ползла по-пластунски, как ее учили в отряде, но скоро поняла, что с непривычки это было одно лишь страдание: она махнула рукой на все правила и поползла как умела по-своему…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed