Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Эсӗ сӳнсессӗн, тӳпене хупса лартӑп, унӑн ҫӑлтӑрӗсене тӗттӗмлетӗп, хӗвеле пӗлӗтпе хупӑрлӑп, уйӑх та хӑйӗн ҫутипе ҫутатаймӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сӑнчӑрпа тӑлласа, читлӗхе лартнӑ ӑна, унтан Вавилон патши патне илсе кайнӑ, сасси Израиль тӑвӗсем ҫинче ан илтӗнтӗр тесе, ӑна кереме хупса лартнӑ.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патшана кӳрентернӗ ҫынна вӗлерме илсе кайсассӑн ун кил-ҫурчӗн алӑкне хупса лартнӑ пекех, йӗрӗх ҫурчӗсене вӑрӑ-хурах ҫаратасран апӑссем алӑксене ҫӑрапа питӗрсе, сӑлӑп ярса хуралласа тӑраҫҫӗ; 18. вӗсем валли хӑйсем валли ҫутнинчен ытларах ҫутаткӑҫ ҫутаҫҫӗ, лешӗсем вара ҫавна пӗрне те курма пултараймаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Седекиян куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, хӑйне пӑхӑр тӑлӑпа тӑллама хушнӑ; унтан Вавилон патши ӑна Вавилона илсе кайнӑ та вилӗм кунӗ ҫитичченех тӗрмене хупса лартнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хурал картишӗнче хупса усранӑ чухне Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 16. кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: халӗ Эпӗ ҫак хула ҫинчен Хам мӗн каланине вырӑна килтерӗп, анчах ырри мар, усалли лекӗ вӗсене, эсӗ ӑна ҫав кунах курӑн; 17. анчах ҫав кун Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ ху хӑракан ҫынсен аллине лекмӗн.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Седекия патша вара Иеремийӑна хурал ҫуртӗнче хупса усрама хушнӑ; унта ӑна ҫӑкӑр пӗҫерекенсен урамӗнчен хулара ҫӑкӑр пӗтсе ҫитичченех кунне пӗрер пашалу парса тӑнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иеремийӑна тарӑхса ҫитнӗ пуҫлӑхсем ӑна хӗнесе пӗтернӗ, унтан Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне, тӗрме туса хунӑскере, хупса лартнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун чухне Вавилон патшийӗн ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илнӗ пулнӑ, Иеремия пророка вара Иудея патшийӗн керменӗ ҫумӗнчи хурал картишне хупса лартнӑ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Е тата, ҫуратма вӑй парса, варне хупса хурӑп-и? тет санӑн Турру.Или, давая силу родить, заключу ли утробу? говорит Бог твой.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ырӑ вӑхӑтра илтрӗм Сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм Сана; Эпӗ Сана упрӑп, ҫӗре ҫӗнӗрен ҫӗнетмешкӗн, пушанса юлнӑ еткере еткерҫӗсене тавӑрса памашкӑн, хупса лартнисене: «тухӑр» темешкӗн, сӗмлӗхрисене: «курӑнӑр» темешкӗн халӑхшӑн халал тӑвӑп Сана.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем пӗлмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ: ан курччӑр тесе, Турӑ вӗсен куҫне тата, ан ӑнланччӑр тесе, чӗрине хупса хунӑ.18. Не знают и не разумеют они: Он закрыл глаза их, чтобы не видели, и сердца их, чтобы не разумели.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗнтӗ ку халӑха юхӑнтарнӑ, ҫаратнӑ; вӗсене пурне те ҫӗр айне ҫыхса лартнӑ, тӗрмене хупса хунӑ; вӗсем — ыттисен тупӑшӗ, хӑтаракан ҫук; вӗсене ҫаратнӑ, никам та: «каялла парӑр!» темест.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара тӗрме ҫыннисене пуҫтарнӑ пек, пурне те шӑтӑка пуҫтарӗҫ, тӗттӗм шӑтӑка хупса хурӗҫ, чылай кунран вӗсене хаса парӗҫ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пушанса юлнӑ хулана аркатнӑ, ҫурчӗсене пурне те хупса лартнӑ — кӗрейместӗн.10. Разрушен опустевший город, все домы заперты, нельзя войти.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл вӗсем ҫине выҫлӑх ҫитернӗ, Турӑшӑн ҫирӗп тӑрса, вӗсен йышне чакарнӑ; 3. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗпе вӑл тӳпене хупса лартнӑ, виҫӗ хутчен вут-ҫулӑм кӑларнӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ лешӗсене ҫутӑсӑр хӑварни, сӗмлӗхе хупса хуни тӗрӗс пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Санӑн ывӑлусене тӗрмере тытнӑ, шӑпах ҫав ывӑлусем урлӑ Эсӗ тӗнчене нихӑҫан кивелми саккун ҫути панӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ; 13. эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем, 14. нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк; 15. пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Манран пӗлӗшӗмсене сивӗтрӗн, вӗсене манран йӗрӗнмелле турӑн; мана хупса лартнӑ — ӗнтӗ тухаймастӑп.9. Ты удалил от меня знакомых моих, сделал меня отвратительным для них; я заключен, и не могу выйти.
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран 15. юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ; 16. шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.