Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвать (тĕпĕ: ту) more information about the word form can be found here.
Тихӑн хӑйӗн шатра еркӗнне ҫав-ҫавах Сашка ҫумне, Григорий ҫумне, рабочисем ҫумне, пан ҫумне хушса кӳлешет; картишӗнчи тӑрна ҫумне те хушать вӑл Лукерйӑна, мӗншӗн тесен лешӗ хӑйӗн чӗрине шӑнӑҫайми хусах арӑмла ачашлӑхӗпе тӑрнана та чыс тӑвать.

Так же ревновал Тихон рябую свою любовницу к Сашке, рабочим, Григорию, к пану и даже к журавлю, которому уделяла Лукерья избыток переливавшейся через края вдовьей нежности.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӗҫех шӑнтса вӗлеретчӗ пуп, ниме юрӑхсӑрскер, да-с, ҫӑмарта пухакан ҫын лавӗ ҫинче кӑшкӑрса пынӑ пек мемлесе кӗл тӑвать хӑй.

— Заморил поп, никудышный служака, да-с, служит, как яишник с возом едет.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картах тӗп тӑвать ӗнтӗ: кашни каҫ карт, кашни каҫ карт.

Искоренили карты: что ни ночь, то им игра.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Агента, тенӗ сире, — машинсемпе сутӑ тӑвать.

Агента, сказано вам, — машинами торгует.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иртӗр тархасшӑн, ларӑр тархасшӑн, — кӑмӑл тӑвать кил хуҫи арӑмӗ, пуҫне тая-тая, хурталлӑ вӑрӑм юбкин аркине кирпӗчпе хӑйранӑ урай тӑрӑх сӗтӗрттерсе.

— Проходите, пожалуйста.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн тӑвать ара вӑл?

— Чего ж он?

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий кулам пекки тӑвать тата темӗн калама пикенет, анчах ҫавӑнтах туйса илет — ун пуҫӗ айӗнчи Аксинья алли темле сасартӑк лӗнчӗр-ленчӗр ҫемҫелсе кайрӗ, минтер ӑшне путса кӗчӗ, унтан чӗтренсе илчӗ те пӗр самантран каллех ҫирӗпленсе малтанхи вырӑна пырса выртрӗ.

Григорий улыбается, хочет еще что-то сказать, но чувствует: рука Аксиньи под его головой как-то вдруг дрябло мякнет, вдавливается в подушку и, дрогнув, через секунду снова твердеет, принимает первоначальное положение.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ӑҫта чумаксем? — тет асатте, пысӑк дыньӑна паллӑ туса, йӗкӗтсем ӑнсӑртран татса ҫиесрен ҫапла паллӑ тӑвать вӑл.

— Где чумаки? — сказал дед, положивши значок на большой дыне; чтобы на случай не съели хлопцы.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сухалӗ те тахҫанах шуралнӑ ӗнтӗ хӑйӗн, пичӗ те пӗркеленсе пӗтнӗ, типшӗмне те типшӗм, анчах хӑй ҫаплах-ха турра хирӗҫле ӗҫ тӑвать.

Уже и борода давно поседела, и лицо изрыто морщинами, и высох весь, а все еще творит богопротивный умысел.

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑларӑм вӗт сана, Катерина, сан аҫу ырӑ ҫын мар тесе; хамӑр тӗне ӗненекен ҫын пек мар ҫав вӑл, мӗнпурне урӑхла тӑвать».

Нет, Катерина, я говорил тебе, что отец твой недобрый человек; не так он и делал все, как православный.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шавлать, кӗрлет Киев урамӗн пӗр вӗҫӗ: Горобець есаул хӑй ывӑлӗн туйне тӑвать.

Шумит, гремит конец Киева: есаул Горобець празднует свадьбу своего сына.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Табакне вӑл кашни ҫулах икӗ йӑран акса тӑвать.

Засевалось еще каждый год две нивы табаку.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗри мӗн те пулин тӑвать пулса вара, тепри те ҫавӑн пекрех тума хӑтланать.

Все силится перенимать и передразнивать один другого.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хупах хуҫи пӗчченех хуран умӗнче ларать, вӑл патак ҫине карта-карта хурать: чумаксем миҫе чӗрӗк те миҫе шкалькӑ пушатнине паллӑ тӑвать.

Шинкарь один перед каганцом нарезывал рубцами на палочке, сколько кварт и осьмух высушили чумацкие головы.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗр-пӗр ватӑ та ӑсланса ҫитнӗ кушак ҫеҫ хӑшпӗр чухне ҫапла тӑвать: шӑшие хӑй хӳри ҫумӗнчех чупса ҫӳреме ирӗк парать; анчах хӑй ҫав вӑхӑтрах унӑн шӑтӑкне тарса кӗмелли ҫулне пӳлме хӑвӑрт план шухӑшласа кӑларать.

Так только старый, опытный кот допускает иногда неопытной мыши бегать около своего хвоста; а между тем быстро созидает план, как перерезать ей путь в свою нору.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗрмай кӗл тӑвать имӗш, вӑл каласа панӑ тӑрӑх вара ялти ҫынсем ҫав монашка Пидорка пулнине чухласа илчӗҫ; козак каланӑ тӑрӑх, вӑл никампа та сӑмах хушмасть; лаврӑна та ҫуранах пынӑ-мӗн, турамӑшне парне кӳме хӑйпе пӗрле хаклӑ та тӗрлӗ тӗслӗ чулсемпе эрешлесе пӗтернӗ чаплӑ матери илсе пынӑ, тет, ҫав чулсем ҫине пӑхсан ҫынсен куҫӗсем йӑмӑхаҫҫӗ, тет.

и беспрестанно молящуюся, в которой земляки по всем приметам узнали Пидорку; что будто еще никто не слыхал от нее ни одного слова; что пришла она пешком и принесла оклад к иконе божьей матери, исцвеченный такими яркими камнями, что все зажмуривались, на него глядя.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Амаҫури анне мӗн тӑвас килнӗ ҫавна тӑвать: эпӗ те хам мӗн тӑвас тенине тума пултараймастӑп-им?

Мачеха делает все, что ей ни вздумается; разве и я не могу делать того, что мне вздумается?

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

А вӑт ватсупнӑ Черевикӑн ҫур пуслӑх та совеҫӗ ҫук пулмалла, каланӑ сӑмахне каялла тӑвать

А вот у хрыча Черевика нет совести, видно, и на полшеляга: сказал, да и назад…

V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Арӑму вӑт — маттур, вӑл районра, Максимов вырӑнӗнче, мӗнпур шкулсене ертсе пырать, аннӳ — яланах фронт валли пельменсем тӑвать

— Жена вот — молодец, она в районе, на месте Максимова, руководит всеми школами, мать — всегда делает пельмени для фронта…

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл полкра ҫулларанпах, Озеров вара, полк командирӗ, ку тарана ҫитсе те унпа ҫывӑхрах паллашма пултарайман: тухтӑр — тухтӑр, хай ӗҫне тӑвать, анчах ҫак ҫамрӑк та илемлӗ хӗрарӑм хӑй ӗҫӗсӗр пуҫне тата мӗн тӑвать-ши, кунсерен, ҫын асапӗсемпе юнне курса, мӗн ҫинчен шухӑшлать-ши?

Она в полку с лета, а Озеров, командир полка, до сих пор не мог поближе познакомиться с ней: доктор — и доктор, делает свое дело, но что делает эта молодая и красивая женщина, кроме своего дела, и о чем думает каждый день, видя человеческие страдания и кровь?

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed