Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасшӑн the word is in our database.
тархасшӑн (тĕпĕ: тархасшӑн) more information about the word form can be found here.
— Пичче, — йӗрсе ячӗ Петя Гаврик пек ҫинҫе сасӑпа, — тархасшӑн ирттерсе ярӑр, эпир кунтан инҫех мар Александровски проспектра, пысӑк кӑвак ҫуртра пурӑнатпӑр, анне мана вӗлернӗ пулӗ тесе шутласа хытӑ пӑшӑрханать пулӗ!

— Дяденька, — захныкал Петя привычным тоненьким голосом Гаврика, — пожалуйста, пропустите, мы живем тут недалеко, на Александровском проспекте, в большом сером доме, мама очень беспокоится: наверное, думает, что меня убили.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Землячествӑна пӗлтерӗр тархасшӑн, паян ҫӗрле Лордкипанидзе, Красиков тата Буревой юлташсене камерӑран япалисемпех илсе кайрӗҫ.

— Передайте, пожалуйста, в землячество, что сегодня ночью товарища Лордкипанидзе, Красикова и Буревого вызвали из камеры с вещами.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Калӑр-ха, тархасшӑн, тата мӗнле паруссем пулаҫҫӗ?

— А скажите, пожалуйста, какие еще бывают паруса?

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫапах та вӑл, парус лартма пулӑшакан аслӑ помощник патне пырса: — Итлӗр-ха, калӑрччӗ, тархасшӑн, — ку кливер-и? — тесе ыйтрӗ.

Все же он подошел к старшему помощнику, помогавшему ставить парус: — Послушайте, скажите, пожалуйста, это кливер?

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Итлер-ха, калӑр-ха, тархасшӑн, час каятпӑр-и эпир?

— Послушайте, скажите, пожалуйста: скоро ли мы поедем?

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тархасшӑн.

— Пожалуйста!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун сӑмахӗсенче «тархасшӑн», «тавтапуҫ» тенине пӗртте илтмерӗм.

В его словах ни разу не услышала слов «пожалуйста», «спасибо».

Вашаватлӑх – ҫитменлӗх-и? // Вера ШУМИЛОВА. Тӑван Ен, 2017.04.17

Кӗҫен лейтенант эпӗ, — тархасшӑн кулкаласа ан калаҫӑрах!

Младший лейтенант, — пожалуйста, не шутите!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑн, чӑн ку сӑмах, тархасшӑн, ан хирӗҫлӗр, эп пӗтӗмпех пӗлетӗп!

Да, да, пожалуйста, я все знаю, молчите!

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Игорек, тӑр, тархасшӑн, сана калатӑп!

— Игорек, встань, я тебя прошу!

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана вӑл ӗҫе, тархасшӑн, ан явӑҫтарӑр, атту…

Меня в это дело не путайте, а то…

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах, тархасшӑн, йӑнӑшсем ан ту!

Только уж, пожалуйста, прошу тебя, без ошибок!

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Калӑр-ха, тархасшӑн, ӑна эп маннӑ та.

— Скажите пожалуйста? я и забыл!

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Калӑр-ха, тархасшӑн! —

Извольте слышать!

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Каҫарӑр, тархасшӑн, ку ҫирӗм саккӑрмӗш хваттер пулать-и?

— Простите, пожалуйста, это двадцать восьмая квартира?

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Калӑр-ха, тархасшӑн, ку хваттер — ҫирӗм саккӑрмӗш-и?

— Извините, это двадцать восьмая квартира?

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Моряк юлташ, — терӗм эп, хӑюллансах, — питӗ те ыйтатӑп сиртен, калӑр-ха, тархасшӑн: эп унпа тейӗр.

— Товарищ моряк, — сказала я, — я вас очень прошу, скажите, что вы со мной…

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тархасшӑн илсе кайӑр…

Пожалуйста, возьмите!

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тархасшӑн, ан шухӑшла тата; ку — маншӑн пулчӗ, тесе…

Ты только не думай, пожалуйста, что я из-за тебя…

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лар, тархасшӑн, апатлан пирӗнпе.

Садись, кушай, пожалуйста.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed