Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмака the word is in our database.
кӑмака (тĕпĕ: кӑмака) more information about the word form can be found here.
Пирӗн кунта, юратнӑ вулаканӑмсем, — каланӑшӑн ҫиленмелле ан пултӑр та-ха (тен, эсир, ку утарҫӑ пирӗнпе хӑйӗн кумӗпе е хӑтипе калаҫнӑ пекех, пӗр именмесӗр калаҫать тесе, ҫиленме те пултарӑр), — пирӗн кунта, хуторсенче, ӗлӗкрен йӑли ҫапла: уй-хирти ӗҫе пуҫтарса кӗрсенех, мужик кӑмака ҫине хӑпарса выртать те хӗл каҫах канать, пирӗн йышши утарҫӑсем хурт-хӑмӑрӗсене тӗттӗм нӳхрепе антарса лартаҫҫӗ; тек вара эсир тӳпере тӑрна вӗҫнине те, груша йывӑҫҫисем ҫинчи ҫимӗҫсене те кураймӑр.

У нас, мои любезные читатели, не во гнев будь сказано (вы, может быть, и рассердитесь, что пасичник говорит вам запросто, как будто какому-нибудь свату своему или куму), — у нас, на хуторах, водится издавна: как только окончатся работы в поле, мужик залезет отдыхать на всю зиму на печь и наш брат припрячет своих пчел в темный погреб, когда ни журавлей на небе, ни груш на дереве не увидите более, —

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— «Чӗлхешӗн» тавтапуҫ, — терӗ вӑл, Озерова хӑйпе юнашар, ҫунакан кӑмака патне лартса.

— За «языка» спасибо, — сказал он, сажая Озерова рядом с собой к печке.

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена кӑмака патӗнчи каска пукан ҫине Андрейпа юнашар ларнӑ та, тепӗр еннелле ҫаврӑнса, сассӑр макӑрать, салтаксенчен вӑрттӑн куҫне тутӑрпа шӑлкаласа илет.

Лена сидела на стуле у печки рядом с Андреем и, отвернувшись в другую сторону, беззвучно плакала, тайком от солдат вытирая глаза платком.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӑмака туса пӗтерсен 4 салтаксене Андрей хӑмасемпе улӑм тупса килме ячӗ вут хутрӗ те, пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, кӗсйинчен «Правда» хаҫат туртса кӑларчӗ.

Когда очаг был готов, Андрей отправил солдат добывать доски и солому, а сам разжег огонь и, пользуясь свободной минутой, вытащил из кармана газету «Правда».

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей Лопухов пахча ҫимӗҫ усрамалли нӳхрепрен пурӑнмалли хуралт йӗркелесе унта кӑмака тунӑ ҫӗрте тата вут-шанкӑ хатӗрлес енӗпе ертсе пычӗ: салтаксене ҫӑкӑртан ытларах ӑшӑ кирлӗ.

Андрей Лопухов руководил оборудованием овощехранилища под жилье, устройством в нем очага и заготовкой дров: солдаты нуждались в тепле больше, чем в хлебе.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл пиртен ҫӗлетнӗ алсишӗсене сак ҫине пӑрахрӗ те, тӳрех кӑмака патне пырса, шӑннӑ аллисене сӑтӑркалама пуҫларӗ.

Он бросил на лавку холщёвые варежки, подошел к печке и стал потирать замерзшие руки.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Воронин, кӑмака патне пырса, хай вырӑнне ларчӗ.

— Воронин, подойдя к печке, сел на свое место.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Каҫхи апат хыҫҫӑн вӗсем хӗп-хӗрлӗ тимӗр кӑмака ҫумне табак туртма ларчӗҫ.

После ужина они сели покурить к ярко-красной железной печке.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хуйхӑллӑн йынӑшса, Шошин кӑмака ҫине йӑванса кайрӗ те ҫав секундрах кӗтмен ҫӗртен халь хӑй тума пултаракан пӗртен-пӗр ӗҫе тума шутласа хучӗ.

Застонав от горя, Шошин свалился на каменку и в ту же секунду неожиданно для себя принял единственно возможное теперь решение.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шошин кӑмака ҫумӗнчи лапка ҫине пырса ларчӗ.

Шошин присел на лавку у каменки.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Полицай утӑ сарнӑ урайӗнче, хура ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене тӑсса, кӑмака ҫумӗнчи лапка ҫумне таянса ларать: унӑн типшӗм пичӗ тарланӑ, сӑмси ҫуначӗсем, йывӑррӑн сывланипе, кайӑк ҫуначӗсем евӗр сарӑла-сарӑла каяҫҫӗ, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ…

Тот сидел на полу, на сене, вытянув ноги в черных валенках, привалясь боком к лавке у каменки; его исцарапанное лицо было потно, крылья висячего птичьего носа раздувались от порывистого дыхания, расширенные глаза ярко блестели…

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Карчӑк кӑмака патне чакса тӑчӗ те, питне аллисемпе хупласа, куҫҫуль витӗр: — Пӗтмеллипех пӗтӗр эсир, хурахсем! — тесе мӑкӑртатрӗ.

Старуха отошла к печи и, закрывая лицо руками, со стоном выговорила: — Пропадите вы, бандиты, пропадом!

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун хыҫҫӑн кӑмака ҫинчи мӑнукӗсем те макӑрма пуҫларӗҫ.

С печи немедленно отозвались ее внучата.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ватӑ хӗрарӑм хулпуҫҫийӗ ҫине килте ҫыхса тунӑ хура шаль тутӑр пӗркенчӗ те, хӑй ҫемйине хӳтӗлеме хатӗрленнӗ пек, пӑшӑлтатса выртакан мӑнукӗсем ҫывӑхнерех, кинӗ патне кӑмака ҫумне пырса тӑчӗ.

Старая хозяйка, накинув на плечи темную шаль ручной вязки, тоже встала у печи, поближе к снохе и разговаривающим шепотком внукам, точно готовясь защищать свою семью.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Амӑшӗ, кӑмака ҫумӗнчи лапка ҫинче тӑрса, ачисене ҫывӑрма вырттарать, тулли те хӗрлӗ аллисемпе тытнӑ утияла витнӗ хушӑра ачисене ӳкӗтлет:

Стоя на лавке у печи, мать полными розовыми руками укладывала ребят, прикрывала их одеялом и уговаривала не плакать:

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унӑн икӗ ывӑлӗ, хӑйсем палламан ҫынсем ҫине шиклӗн пӑхкаласа, кӑмака ҫинче лараҫҫӗ.

Ее дети, оба мальчонки, хныкали на печи, опасливо поглядывая на незнакомых людей.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка кӑмака ҫинчен сиксе анчӗ те: — Анне, эпӗ хам, эпӗ хам тӑватӑп! — терӗ пӑянамне.

Марийка соскочила с печи и сказала свекрови: — Мама, я сама, я сама сделаю!

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл сӑмавар лартрӗ, каллех кӑмака патне пырса: — Мӗн ҫинчен калаҫатӑр-ха? — тесе ыйтрӗ.

Он сам поставил самовар и, вновь подойдя к печи, спросил: — О чем же толкуете?

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Трубасӑр пӗчӗк лампӑпа ҫуталакан кӑмака патне пырса, вӑл кинӗнчен йӑвашшӑн ыйтрӗ:

Подойдя к печи, слабо освещенной маленькой лампешкой, он ласково спросил сноху:

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийкӑпа пӗрле Алевтина Васильевна тата Васятка хӑпарса ларнӑ пысӑк кӑмака ҫинче ҫемьере пулса иртекен калаҫу пуҫланчӗ, вӗсем хӑйсем пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑннӑ чух канӑҫ паман япаласем ҫинчен шавлӑн калаҫрӗҫ…

На русской печи, куда вместе с Марийкой забрались Алевтина Васильевна и Васятка, начался шумливый, сбивчивый семейный разговор сразу обо всем, что занимало и волновало всех во время разлуки.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed