Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Унӑн кӗске кастарнӑ ҫӳҫӗ, чечче вырӑнлӑ пичӗ, кӑвак куҫӗ (анчах тӗттӗм кӑвак мар) мана Зойӑна аса илтерчӗ.

Смуглое лицо, короткая стрижка и большие глаза — только не серые, а синие напомнили мне Зою.

Ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Унӑн куҫӗ кулӑпа ҫуталса тӑрать, сӑнӗ хӗрелсе кайнӑ…

Глаза ее светились улыбкой, лицо разгорелись…

Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Хӑй вӗрентекен хӗрарӑм тӗл пулсан мӗнле ун куҫӗ умне курӑнмалла?

Да, вдруг она встретит эту женщину — как она ей в глаза посмотрит?

Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ку вӑййа каҫ пулса тӗттӗмленсен, хурарах япаласем ҫӗр тӗслӗ, ҫын куҫӗ ҫутӑ е шурӑ япаласене кӑна уйӑракан пулсан тӑваттӑн вылямалла.

Играть в эту игру надо было вечером, когда смеркалось настолько, что темные предметы сливались с землей и глаз различал только светлое или блестящее.

«Шурӑ патак» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Кулленхи ӗҫпе; апат пӗҫернӗ е пӳлӗме тирпейленӗ вӑхӑтра пӗтӗм вӑй-халне парса ӗҫленӗ чухнехи пек (ун пек чухне ҫыннӑн аллипе куҫӗ кӑна ӗҫлет), Зоя хуллен юрласа ячӗ:

И вот, как часто бывало за шитьем, за стряпней или уборкой — за делом, требующим не всего человека без остатка, а только верности глаза и руки, — Зоя негромко запела:

Малтанхи ӗҫ укҫи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ун куҫӗ айӗ татах кӑвакарса тухнӑ.

Под глазом, увы, опять синяк.

«Овод» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Хӑлхинчен ҫаплах пушар шавӗ кая пӗлмерӗ: хуралтӑ шатӑртатни, ҫурчӗ ишӗлни, асӑхнӑ вут вӗҫӗмсӗр кашлани, айӗн-ҫийӗн хӗвӗшекен халӑх шапӑлтатни ҫаплах янӑраса тӑчӗ; куҫӗ умӗнче те темле вӑрӑм-вӑрӑм хӗлхемсем — ҫуннӑ улӑм пӗрчисемччӗ-ши — таҫта ҫӳле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ те татӑлса-тӗпренсе васкамасӑр анаҫҫӗ.

В ушах его все еще стоял шум ночного пожара, казалось, он слышит отчаянный стрекот трещотки, а в глазах полыхают красные языки пламени…

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Йӗрем-и? — ҫине-ҫине ыйтрӗ Шерккей; сасси хӑйӗн чӗтренсе, мӗскӗннӗн тухать куҫӗ хӗррисем шуррӑн пӳрленнӗ.

Плакать… — Шерккей выглядел жалким и беспомощным, голос его дрожал, красные глаза были мокры от слез.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтарӑн куҫӗ юнпа туртӑнса хӗрелнӗ.

Глаза Тухтара налились кровью.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫават, ҫын умӗнче темӗнпе аиӑпа кӗнӗ пек пуҫне чикнӗ, вӑл пӗрре лапсӑркка шурӑ ҫӳҫлӗ Эпселемӗ, тепре хӑй умӗнче урисене сарса пуснӑ Элентее пӑхать, куҫӗ канӑҫсӑр, темӗн манса хӑвармарӑм-ши тенӗ пек мӑчлаттарать; ҫак самантра ӑна аллинчи шакӑртми те ытлашши япала пек тӳйӑнчӗ, вӑл ӑна кӑмака ҫинелле ҫиллессӗн ывӑтса ячӗ.

Сянат же сидел с таким видом, будто в чем-то провинился перед присутствующими; часто хлопая веками, он поглядывал то на седоволосого Эпселема, то на широко расставленные ноги Элендея; в этот миг даже трещотка, которую он держал в руках, показалась ему лишней, и он сердито швырнул ее за печку.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫанатӑн куҫӗ пӳрленнӗ, пӗртен-пӗр аллипе куҫҫульне шӑлкаласа.

А Сянат утирал рукавом выступившие на подслеповатом глазу слезы.

XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтарӑн алли-урине, хыҫалалла туса, пӗрле туртӑнтарса ҫыхнӑ, тӑрантас ҫинче ӑна тем пек меллӗ мар, йӗпеннӗ куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, тусса арпашнӑ ҫӳҫ айӗпе Кантюка сиввӗн те ҫиллес витерсе пӑхать.

Тухтар со связанными за спиной руками плакал от бессилья, сверля Кандюка ненавидящим взглядом из-под спутанных и нависших на самый лоб волос.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шинкӗл хальхинче хуҫан уҫӑ кӑмӑлне асӑрхарӗ, куҫӗ йӑваш иккен, сасси те ҫемҫе.

Шингель сразу смекнул: хозяин в добром расположении духа.

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпселемӗн шап-шурӑ куҫ харши ҫӑра та вӑрӑм, шалтан пӑхакан куҫӗ чӗнтӗрлӗ шӑналӑкпа пӗркеннӗ пек тинкерет.

Эпселем снова молча смотрит своими кружевными глазами, глубоко упрятанными за густыми белыми ресницами-кружевами.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Нямаҫ айӑплӑ та, Кантюк айӑплӑ тенӗҫемӗн ылханас сӑмахсем ламран лама сарӑлчӗҫ, каярахпа Нямаҫне те, Кантюкне те хӑйсен куҫӗ умӗнчех ылханакансем, йывӑр сӑмах калакансем, инкек сунакансем йышлӑ тупӑнчӗҫ.

В ней были повинны Нямась и Кандюк, слухи эти скоро превратились в открытые проклятья богатеям — люди, повстречав их на улице, прямо в глаза бросали слова обвинений, некоторые откровенно желали им всяческих бед и горя.

XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Селиме те, ашшӗ те унӑн куҫӗ умӗнче йӗркесер тӗтреленчӗҫ.

Перед глазами мельтешили Селиме, отец.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унтан, нимӗн тӑва пӗлмесӗр, куҫӗ ӑҫталла пӑхнӑ — ҫавӑнталла васкавлӑн ута пуҫларӗ.

Не зная, что делать, куда себя деть, он с невидящим взором побрел туда, куда его несли ноги.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тухтарӑн куҫӗ хӗрелнӗччӗ, шыҫса тӑртаннӑччӗ.

Тухтар не скрывает своих горьких слез, глаза его воспалились, опухли.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Куҫӗ вут-хӗм сапнӑ пек ҫиҫе пуҫларӗ.

Глаза его горели адовым огнем.

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑравҫӑн хӑрах куҫӗ те ҫиччӗ курать!

Трусливому, говорят, и один глаз за семь кажется!

XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed