Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шел the word is in our database.
Шел (тĕпĕ: шел) more information about the word form can be found here.
15. Ӗнтӗ ӑшӑмра ҫапла каларӑм: «мана та ухмах шӑпиех тивӗҫет, мӗншӗн-ха эпӗ питӗ ӑслӑ пулма тӑрӑшрӑм?» Вара ӑшӑмра ҫапла каларӑм: ҫакӑ та — харамлӑх: 16. ӑслине те, ухмаххине те ӗмӗрех асра тытмӗҫ; ҫитес кунсенче пурте манӑҫа тухӗ, шел! ӑсли те ухмахпа танах вилет.

15. И сказал я в сердце моем: «и меня постигнет та же участь, как и глупого: к чему же я сделался очень мудрым?» И сказал я в сердце моем, что и это - суета; 16. потому что мудрого не будут помнить вечно, как и глупого; в грядущие дни все будет забыто, и увы! мудрый умирает наравне с глупым.

Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шел, симӗс пучах хресчене тӑрантарма пӑрахрӗ.

Help to translate

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел, самана улшӑннӑ май культура пӗлтерӗшӗ чакрӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел те, чӑваш оперипе балечӗ, мюзиклӗ аталанса ҫӗкленеймерӗ.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел те, Чӑвашра кун пекки курӑнсах каймасть.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах ҫакна ҫынсем, шел те, ерипен хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел, хӗл кунӗсенче вӗсене ӗҫпе туллин тивӗҫтерейместпӗр.

Жаль, в зимние дни их не можем в полной мере обеспечить работой.

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Шел, вӗсен савӑнӑҫӗ нумая пымарӗ.

Help to translate

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Муниципалитетӑн ачасен ӳнер шкулӗн чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет тытӑмӗнчи музейӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацисене, шел те, пӗрер ҫын кӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, ҫавӑнпа кунта конкурс иртмен тесе йышӑннӑ.

Help to translate

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Шел, мӑшӑрӗпе савӑнса пурӑнма тӳр килмен ӑна.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Анчах та, шел, манӑн пултарулӑхӑмпа атте ҫеҫ савӑнаймасть.

Help to translate

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Шел те, упӑшкасӑрах ача ҫуратнӑ 37-ри хӗрарӑм сывалайман — пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Help to translate

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шел пулин те, кино кӑтартасси пӗтрӗ.

Help to translate

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Шел, йывӑҫ ҫуртпа хуралтӑсем тӗппипех кӗлленнӗ.

Help to translate

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Шел те, газ оборудованийӗ тӗрӗс-тӗкел ӗҫленине пӑхса ҫӳрекенсем хӑш-пӗр ҫынсемшӗн кӗтнӗ хӑна мар.

Help to translate

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Шел, пурин те такӑр пулмарӗ ҫав ҫул...

Help to translate

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Анчах килтен тухсан вара, шел те, урӑхларах ӳкерчӗк курса тарӑхатӑн.

Help to translate

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шел пулин те, ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хальхи вӑхӑтра хӑйсем выльӑхсене килти хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ вӑкӑрпа чуптарать.

Жаль, что сейчас многие деревенские жители свою скотину спаривают быками, выращенными в домашнем хозяйстве.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пире, пӗрер ӗне тытакансене, шел мар, эпир сутсан-сутмасан та пултаратпӑр.

Help to translate

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Шел пулин те, Юрийпе йӗкӗреш ҫуралнӑ Гера вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

Жаль, но родившийся с Юрием близнец Гера ушел из жизни безвременно.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed