Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Урисене (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Лури мана ухмаха ернӗ тесе шутларӗ, ахӑр, урисене ҫӗре тивертмесӗр тенӗ пекех, тухтӑр патнелле ыткӑнчӗ.

Лури, должно быть, подумал, что я сошёл с ума, потому что он пробормотал что-то и со всех ног бросился к доктору.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ненецсем вут йӗри-тавра урисене хуҫлатса пирӗн ҫине пӑхса лараҫҫӗ.

Ненцы сидели вокруг огня, поджав под себя ноги, и смотрели на нас.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсен аллисене ҫыхса лартнӑ, урисене колодка тӑхӑнтартнӑ.

Руки их были связаны, на ноги набиты были колодки.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

1914-мӗш ҫулта ӑна Архангельска илсе пычӗҫ, урисене унне тӑм илсе пӗтернӗччӗ.

В 1914 году его привезли в Архангельск с отмороженными ногами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Николай Антоныч, урисене, ӳкесрен хӑранӑ пек, аран-аран кӑна улӑштарса, пӳртелле утрӗ.

Потом Николай Антоныч повернулся и первый пошел в дом, механически переставляя ноги, как будто он боялся упасть.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ носилкӑна карета ҫине лартнине, карчӑк чӗтӗрекен аллисемпе Марья Васильевна урисене чӑрканине, кашнин ҫӑварӗнченех, таҫтан кӗнеке туртса кӑларса алӑ пусма ыйтакан санитарпа куҫлӑх витӗр тарӑхса пӑхакан, кӗнеке ҫине алӑ пусакан Николай Антоныч ҫӑварӗнчен те сывлӑш тухнине хытса кайса картишӗнче пӑхса тӑтӑм.

С убитым сердцем я стоял во дворе и смотрел, как носилки вкладывали в карету, как старушка дрожащими руками закутывала Марье Васильевне ноги, как у всех шел пар изо рта — и у санитара, который вынул откуда-то книгу и попросил расписаться, и у Николая Антоныча, который, болезненно заглядывая под очки, расписался в книге.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл урисене тӑсса ячӗ, шухӑша каянҫи пулса, сухалпа мӑйӑх шӑтмалли вырӑнсене пӳрнисемпе сӑтӑркаласа ларчӗ.

Он сидел, вытянув длинные ноги, и задумчиво трогал пальцами те места, где должны били со временем вырасти борода и усы.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ача хӑйӗн аттисене питӗ хисеплет пулас: карлӑкран ӳкекен мӗлке хупӑрласран урисене куҫарсах тӑрать.

Паренек, видно, очень гордился сапогами, и старался, чтоб тень от поручней не закрывала их.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫук, ӑна Степан урисене майсӑр хуҫлатса, пӑрса амантнӑ аллисене кӑнтса стена тӑрӑх ҫурӑмпа шуса анать.

Но это тихо оползает Степан, неловко подогнув ноги, ладонями вывернутых рук и спиной скользя по стене.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хапха ҫинче — шӑлламас ҫӑварлӑ чул арӑслансем, вӗсем малти урисене ҫӗкленӗ.

На воротах, подняв лапы, осклабясь, сидели каменные львы.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл, урисене сарлакан тытса, кӗлӗ ҫинчен пӳрнисем ҫинелле ерипен сулӑнса-вылянса тӑрать, кӗске сӑмсине кулӑшла пӗркелентерет.

Он стоял плотно, широко расставив ноги, слегка покачиваясь с каблука на носок, забавно морщил короткий нос.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗреннӗ чух эпир кӑвакалӑн ҫунаттисем мӗнле иккенне, урисене, вӑл мӗнле майпа ишнине вӗренеттӗмӗр.

На уроке естествознания утка изучалась как утка какие у нее крылышки, какие лапки, как она плавает и так далее.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Башкирец алӑк урати урлӑ аран-аран каҫрӗ (унӑн урисене колодка тӑхӑнтарнӑ пулнӑ), вӑрӑм ҫӗлӗкне хывса, алӑк патне тӑчӗ.

Башкирец с трудом шагнул через порог (он был в колодке) и, сняв высокую свою шапку, остановился у дверей.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗрисем, кӑмака ҫумӗнче, урисене хуҫлатса ларнӑ та картла ҫаптараҫҫӗ, теприсем чӳрече карнизӗсене, вӑрӑмскерсене, хӑпартса, ҫавӑнтах ҫунакан кӑмакана пӑрахаҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫывраҫҫӗ, хӑшӗсем мӗнле май килет, ҫавӑн пек кӗтесе купаласа хунӑ кивӗ чӳрече хашакӗсемпе кивӗ матери тӑрӑхӗсенчен пӳрт тӑваҫҫӗ.

Одни, сидя на корточках вокруг глиняной печки, резались в карты, другие снимали с высоких окон длинные карнизы и тут же отправляли их в печку, третьи спали, четвертые строили дом — дом из старых рам и полотен, сложенных как попало в углу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл час-часах сӑвӑласа калаҫатчӗ, туроксем пек урисене хуҫлатса вут умне ларатчӗ те сӑвӑсене мӑкӑртатса калатчӗ е юрлатчӗ.

Он часто говорил стихами, даже пел их или бормотал, подняв брови и сидя по—турецки перед огнем.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Утсем тарӑн юр ӑшшӗн урисене аран кӑна кӑларкаласа пыраҫҫӗ.

Лошади тяжело ступали по глубокому снегу.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мери аллисене чӗрҫи ҫине хуҫлатса хунӑ та хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче ларать; ҫӑра ҫӳҫне вӑл чӗнтӗрпе ҫавӑрнӑ чепчик ӑшне пуҫтарса чикнӗ; шурӑ хул пуҫҫийӗсене хӗрлӗ тутӑрпа витнӗ, урисене перссен тӗрлесе тунӑ туфли ӑшне чикнӗ.

Мери сидела на своей постели, скрестив на коленях руки; ее густые волосы были собраны под ночным чепчиком, обшитым кружевами; большой пунцовый платок покрывал ее белые плечики, ее маленькие ножки прятались в пестрых персидских туфлях.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пушмакӗсем пӗчӗкҫеҫҫӗ те, тулли мар урисене ҫав тери илемлетеҫҫӗ, вӗсем унӑн ури сыппи патне ҫитиех ҫӑт тытӑнса тӑраҫҫӗ; ҫакна курсан, илемлӗхе чухлайман этем те тӗлӗннипе ахлатса илмелле.

Ботинки couleur puce стягивали у щиколотки ее сухощавую ножку так мило, что даже не посвященный в таинства красоты непременно бы ахнул, хотя от удивления.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑй вӑл ҫара пуҫ, аллинчи туйипе урисене шакка-шакка илет.

Это был тощий человек без шапки, с тросточкой, которой он все время похлопывал себя по ногам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та хама хам ӗненмерӗм; вӑл хӑйӗн урисене урайне пӑрахнӑ иккен.

Я оглянулся и увидел такое, чему сам не поверил, он оставил на полу свои ноги.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed