Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, тӗксӗм шурӑ сӑн-питлӗскер, чӗмсӗр тутине чалӑштарса ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫыртса лартнӑ.На мутнобелом лице, покривясь, плотно сомкнулись безмолвные губы.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӑрмаланчӑк пӗлӗтлӗ каҫ хулана тӗксӗм шупка чаршавпа хупланӑ.Над городом простая, белесая, в распатлаченных космах облаков стояла ночь.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Днепрӑн сӗвек ҫыранӗсемпе сӑрчӗсем тӗлӗнчи тӳпе ҫутӑ кӑвак, хӗрлӗ тата тӗксӗм сарӑ тӗссемпе пайӑркаланса ҫивӗтленнӗ те, тавра курӑм аялӑшӗнче мӗн пурри йӑлтах черченкӗллӗн курӑнса тӑрать, йӗппе чикнӗ евӗр куҫа чӗпӗтсе ыраттарать.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн нимӗнле савӑнӑҫсӑр тӗксӗм сӑн-пичӗ ҫине канӑҫсӑрлӑхпа яланхи кичемлӗхӗн сивлек палли йӗр хывса хӑварнӑ.На его будничном, хмуром лице озабоченность сливалась с обычной скукой.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лере ав, юнпа пӗвеннӗ Белорусси тӗлӗнче, хурлӑхлӑ куҫҫульпе ҫӑвӑнакан тӗксӗм ҫӑлтӑрсем чӳхенсе ҫуталаҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Меркуловӑн тӗксӗм сарӑрах ҫутӑпа хӗмленсе йӑлкӑшакан хӑмӑр куҫӗсем хаваслӑн мӑчлатма тытӑнчӗҫ; вӑл ҫавӑнтах ура ҫине сиксе тӑчӗ те атӑ сӑмсине купӑс ҫеммипе килӗшӳллӗн тӑпӑртаттарса илчӗ, унтан урипе хыттӑн тапса, ҫӑмӑллӑн та меллӗн, кӗлеткине пружина пек ухӑнтарса, кукленсе ташлама пуҫларӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳлте, ҫумӑр пӗлӗчӗсем ишсе ҫӳренӗ ҫӗрте, ҫил тачка пӗлӗтсене майӗпен ҫеҫ тӗрткелесе хӗвеланӑҫне хӑвалать; хутор таврашӗнче, Дон шывӗн тӗксӗм симӗс тӳремлӗхӗпе ҫаралса юлнӑ вӑрмансем ҫинче вара вӑл ҫӳҫепе тирек йывӑҫҫисен тӑррисене ава-ава каять, Дон шарлакне айӑн-ҫийен ҫавӑрттарса пӑтратать, хутор урамӗсем тӑрӑх сарӑхнӑ ҫулҫӑсен вӗлтӗркке кӗтӗвӗсене хӑвалать.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чубатый, хӑйӗн котелокӗ умӗнче пӗшкӗнсе, сӑмсине нӑшӑклаттарса илчӗ те питне-куҫне йӳҫҫӗн чалӑштарса хучӗ; ӑна кура Кошевой та, сӑмса ҫунаттисене сиклентерсе, тӗксӗм пит-куҫне пӗркелентерчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах тутлӑ ыйхӑ ӑна ҫавӑнтах ӳсӗртсе ярса анкӑ-минкӗлентерчӗ; вӑл мӗнле выртнӑ ҫаплах мелсӗррӗн тӗлӗрсе кайрӗ те тӗлӗкре вӗри ҫил ҫунтарса янӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑван ҫеҫен хире, тип курӑкӑн хӑмӑр кӑвак тӗслӗ ҫӑра тӗмӗсене, тӗпӗкленсе ӳсекен тӗксӗм сенкер чӑпар тӗмӗсем хушшинче таканламан лаша йӗрӗсем выртнине курчӗ…
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Инҫетри ҫутӑ пайӑркисем тӗксӗм тӳпере уйрӑмах уҫҫӑн тӗрленсе эрешленнӗ сивӗ каҫсенчен пӗринче Григорий Мелехов ҫӗр пӳртрен тухрӗ те, окопсен хыҫӗнчи вӑрмана кӗрсе, ирӗклӗн сывлакан ырӑ шӑршӑллӑ ҫӗр ҫине канма выртрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑмӑр кӑвак тӗс ҫапнӑ тӳпене каҫсерен прожектор ҫутӑсем урлӑ-пирлӗ таткаласа ҫураҫҫӗ, ҫине-ҫинех тӗксӗм асамат ҫутипе ялтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, пӗр-пӗрне куҫ хӗсмелле выляҫҫӗ, ҫав вырӑнтан вӑрҫӑ вут-хӗмӗпе унӑн авкаланса явӑнакан ҫулӑмне сӑнакан ҫынсен чунӗсене акӑш-макӑш шиклентерсе пӑлхатаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тарпа йӗпенсе нӳрелнӗ сарӑрах тӗксӗм ҫӳҫӗ куҫӗ ҫине усӑнса аннӑ.Над глазами низко свисали прямые, мокрые от пота темнорусые волосы.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ракета тӗксӗм чаршавлӑ пӗлӗте йӑм хӗрлӗ тӗспе капӑрлатса эрешлентерчӗ; унӑн ҫутинче Валет салтаксем халӗ пылчӑкран йӗрӗнмесӗр ҫӗр ҫумне хӳтлӗх шыраса лӑпчӑннине, тӗмсемпе йывӑҫсем хушшипе кӑткӑсем пек шуса иртнине курчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ула-чӑла тӗрӗллӗ катӑк уйӑх сасартӑк ҫумӑр пӗлӗчӗсен тӳпине чӑмса тухрӗ те, шупка сарӑ питне йӑлкӑштарса, хумлӑн-хумлӑн юхса выртакан пӗлӗт хушшинче пӗр вӑхӑт карас пулӑ майлӑ ярӑнса ишрӗ; унтан, уҫӑ вырӑна йӑраланса тухса, хӑйӗн тӗксӗм ҫутине сапса ячӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн татӑк пӗркӗҫлӗ шинелӗ ҫурӑмӗ ҫинелле хӑмпӑчланса хӑпарнӑ та, тӗреклӗ шӑнӑрлӑ пӗҫҫисене витсе тӑрайсан тӗксӗм симӗс шӑлаварӗпе тӗпӗ хӑрах еннелле чалӑшнӑ кӗске хром атти ҫаплах курӑнса выртаҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Местечкӑн тепӗр вӗҫӗнче вӑл чылайччен пушӑ тӑкӑрлӑк тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, кашни чухӑн кил-ҫуртӑн тӗксӗм мӗлкисене сӑнаса пӑхрӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий ӑҫта та пулин сарай ҫывӑхнерех пырса тӑрать, кӗрхи сивӗ каҫӑн тӗксӗм ытамне тинкерсе сӑнать, ҫав хушӑрах хӑйӗн куҫӗ те куҫҫульпе тулнине, куҫ хупаххисенче темскер ҫивӗччӗн те ачашшӑн чике-чике килнине туять.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шурӑ хут листи ҫинчен Бунчукӑн яланах типпӗн, ирӗксӗртен тенӗ пек ҫеҫ кулкалакан тӗксӗм сӑн-пичӗ пӑхать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лайӑх шӗвӗртнӗ ҫинҫе вӗҫлӗ кӑранташ хут ҫине тӗксӗм мӗлкесем тӗрлесе чупать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн пысӑк та тӗксӗм сӑн-пичӗ тӑрӑх ҫавнашкал ҫемҫе кулӑ шӑвӑнса иртни пачах тӗлӗнмелле пулса тухрӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.