Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таран the word is in our database.
таран (тĕпĕ: таран) more information about the word form can be found here.
Каярах Крапивин, ӑна ирччен янине пӑхмасӑр, Васильева та чӗнсе илчӗ, Оглоблинпа иккӗшӗн малашне мӗн-мӗн тумаллине кашни вак-тӗвек таран ӑнлантарчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмакун час-часах юхтаракан Кудрявцева Мария гражданкӑпа айӑпа кӗни, ҫавна май хӑине Калюков алла ҫавӑрса илнинчен пуҫласа паян милйцие чӗнсе килнӗ таран пӗтӗмпех тӗплӗн ҫырса панӑн туйӑнчӗ Оглоблин.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ Калюкова пула аппӑшӗ нушана та намӑса кӗрсе ӳкнӗшӗн ҫав тери пӑшӑрханать иккен, ӑна инкекрен хӑтарас тесе тем тума хатӗр, ҫавӑнпа вӑрӑ-хурахсене тытмашкӑн пултарнӑ таран пулӑшма пулнӑ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тӑчӗ те, пилӗкӗ таран ҫӑтӑ ларакан, аяларах вуншар пӗркеленчӗкпе шӑнкӑрав пек сарӑлса каякан хура сӑхман аркине утнӑ майӑн енчен енне силлентерсе, хапха калинкки патнелле кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑнланмалла-и? — юранӑ таран татах тӑн пачӗ Крапивин.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑвах шухӑшла-ха: ачаран ырӑпа кӑна пӗлекен ҫынна мӗншӗн тӳрех пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран вараласа хумалла пирӗн?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, юранӑ таран.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс луччӑ, акӑ мӗн, ман ҫемьене пулӑш май килнӗ таран.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапла вара, Антун Иванчӑ, эсӗ хушнипе, эпӗ Телегин Иван Степанӑч гражданин ҫинчен хам мӗн пултарнӑ таран пӗтӗмпех тӗпчесе пӗлтӗм, — терӗ Оглоблин хӑйӑлтирех ҫинҫе сассипе.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл, хӑйне хӑй кашни шӑнӑр таран хытарса, малалла мӗн пуласса кӗтрӗ, тулӑклӑрах шухӑшлам а пуҫларӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милици ҫынни те ку ушкӑна ним мар ҫӳренине курсан, Телегин пирвай тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ (ара, хурахсен алли ытла вӑрӑм-ҫке!), кайран хайхи Калюков кунта килеспе каланӑ ӗҫ пирки сӑмах пуҫланасса тавҫӑрса илчӗ, ҫавӑнпа, ӳсӗрӗлсе каяс мар тесе, май килнӗ таран сахалтарах ӗҫме, ҫав вӑхӑтрах ыттисен умӗнче куҫран ӳкмесӗр сыпкалама тӑрӑшрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин пурпӗр лашине май килнӗ таран хӑваларӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсен хура ӗҫӗсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать, ҫавӑнпа вӗсене май килнӗ таран хӑвӑртрах тытмалла.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун айӗн ал туни хулӑнӑш мӑшӑр ҫивӗт пилӗк таран усӑнса тӑрать.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, багажа икӗ пӑт таран кӑна тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ-мӗн, ыттишӗн укҫа парас пулать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, пултарнӑ таран туян та йӑмӑкна леҫсе пар.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑҫал киле таврӑнма ӗмӗтленетӗп те, пултарнӑ таран пухкаларӑм.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫӗ Кашкӑрсен хуҫалӑхӗнче хӗлле те мӑй таран иккен.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка вара улӑм тӳшек ҫине тумтирпех месерле выртнӑ та ҫичӗ ҫул каялла тыткӑна мӗнле лекнине, кайран унтан епле тарнине мӗн астунӑ таран тӗплӗн аса илме тӑрӑшать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсен айккипе, чӗркуҫҫи таран, тӗллӗн-тӗллӗн ытларах та ура путать пулин те, чиперех утма май пур…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed