Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмака the word is in our database.
кӑмака (тĕпĕ: кӑмака) more information about the word form can be found here.
Кӗпшек, шатра Лукерья, йӳҫсе хӑпарман сарӑ чуста чӑмӑртакӗ евӗрлӗскер, малтанхи кунах Аксинйӑна кӑмака умӗнчен хӳтӗртсе ячӗ.

Рыхлая, рябая, толстозадая Лукерья, похожая на желтый ком невсхожего теста, с первого же дня отшила Аксинью от печи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, шуратнӑ кӑмака ҫумне тӑмпа шӑлса кӗртсе лартнӑ тӗкӗр ҫине пӑхса, ҫӳҫне тураса якатрӗ, вӑкӑр мӑйракинчен тунӑ кӗске шӑмӑ турапа хӗрлӗ мӑйӑхне якатрӗ.

Степан перед осколком зеркала, вмазанного в выбеленную грудину печи, зачесывал чуб, гладил куцей расческой из бычачьего рога каштановые усы.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑмака умӗнче вӗри… пуҫа тиврӗ.

— От печи жарко… в голову кинулось.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья чӑлхине ӳкерчӗ, тухса ывтӑннӑ чӑлха йӗппи чанк туса ҫӗре ҫапӑнчӗ; ку сасса илтсе, кӑмака ҫинчен кушак ҫури сиксе анчӗ, пуҫне чалӑштарса, кукӑртнӑ урипеле ҫӑмхана пырса ҫапрӗ те ӑна арча патнелле кустарса кайрӗ.

Наталья выронила чулок, тренькнула выскочившая спица; на звук прыгнул с печи котенок, избочив голову, согнутой лапкой толкнул клубок и покатил его к сундуку.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Айӑпӗ унра мар, ак ҫак йытӑ ҫуринче!.. — Пантелей Прокофьевич кӑмака ҫумне сӗвенсе тӑракан Григорий ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Не за ней вина, а вот за этим сукиным сыном!.. — Пантелей Прокофьевич указал на прислонившегося к печке Григория.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья, кӗнчелеҫҫи кӗввине татрӗ те, хулпуҫҫийӗсене, пӗтӗм хӑйӗн ҫинҫе шӑмшакне асӑрхаса юлма ҫуккӑн чӗтрентерсе, кӑмака умне пырса тӑчӗ.

Дарья оборвала прялочную песню, пошла к печке, неуловимо поводя плечами, всем своим тонким небабьим станом.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех кӑмака умне ыткӑнчӗ.

Дарья в одной рубахе кинулась к печке.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен, кухньӑра кӑмака ани ҫывӑхне ларса тулнӑ шӑнасем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тӗлӗрсе кайнӑ чух, Аксинья, тутисене чӗтретсе, вырӑн сарма тытӑнсанах, Степан, унӑн ҫӑварне хура та кӑштӑрка аллаппийӗпе хупласа, ӑна кӳпкеме тытӑнать, намӑсне мӗнне пӗлмесӗр Григорипе мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗтӗмпе калаттарать.

По ночам, когда в кухне над камельком засыпало мушиное стадо и Аксинья, дрожа губами, стлала постель, бил ее Степан, зажимая рот черной шершавой ладонью, выспрашивал бесстыдно подробности о связи с Гришкой.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан пӗррех туртрӗ те арӑмне ҫӗре, арӑмӗ хӑй кӑмака ҫунса тухнӑ хыҫҫӑн кунран-кунах ҫатан ҫумне тӑкса пынӑ кӗл купи ҫине, ӳкерчӗ.

Степан рванул и повалил на землю, в золу — в ту золу, которую Аксинья, истопив печь, изо дня в день сыпала у плетня.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья кӑмака умӗнче тӑрать.

Аксинья стояла у печки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кай халӗ, ӗнесем суса кӗр, унтан кӑмака умне апат-ҫимӗҫ пӗҫерме тӑр.

Иди-ка передои коров, а посля становись к печке стряпать.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кунта кӑмака ҫинчипе пӗрех.

Тут — как на печке.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑмака хутма хатӗрленет иккен.

Собирается печь топить.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫул ҫӳреме юратакан хӗрарӑм вара, хӑйӗн ывӑлӗ Вакула кама та пулин хӑнана чӗнмен-ши тесе, кӑмака питлӗхне уҫса пӳртелле пӑхрӗ; анчах пӳртре никам та ҫук, урай варринче тулли михӗсем ҫеҫ выртаҫҫӗ.

Путешественница отодвинула потихоньку заслонку, поглядеть, не назвал ли сын ее Вакула в хату гостей, но, увидевши, что никого не было, выключая только мешки, которые лежали посереди хаты.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫапла вӗсем иккӗш те анлӑ кӑмака ӑшне кӗрсе кайса кӳршексем хушшине пырса тухрӗҫ.

И оба очутились в просторной печке между горшками.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Лешӗ нумайччен куҫне чарса пӑхрӗ, юлашкинчен вара асаттене палласа илчӗ те, тӗлӗкре мӗн-мӗн курни ҫинчен каласа пачӗ: кӑмака пӳртри кӳршексемпе лаххансене кӗреҫепе хӑвалани… тата тем шуйттанӗ те курӑннӑ-мӗн ӑна.

Та долго смотрела, выпуча глаза, и, наконец, уже узнала деда и рассказала, как ей снилось, что печь ездила по хате, выгоняя вон лопатою горшки, лоханки, и черт знает что еще такое.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Киле ҫитсе кӑмака ҫине хӑпарса выртасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатӑн иккен!»

Уж думаешь, как бы домой да на печь!

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сан патна, кӑмака ҫине хӑпармастӑп, тупата, хӑпармастӑп: урасем ыратаҫҫӗ.

На печь к тебе не приду, ей-богу, не приду: ноги болят!

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ашшӗсем ӗнтӗ, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр тенӗ пек, вӑхӑчӗсене кӑмака ҫинче выртса ирттереҫҫӗ, вӑхӑчӗпе ҫеҫ, чӗлӗмӗсене чӗртсе яраҫҫӗ те, тухкаласа ҫӳреҫҫӗ: е чапа тухнӑ шартлама сивве ятлаҫкаласа илеҫҫӗ вӗсем, е тата, уҫӑлмалла тенӗ пек, ҫенӗкре ҫапмасӑр тӑратса хӑварнӑ тырра ҫапма тухкаласа кӗреҫҫӗ.

Между тем как отцы их спокойно вылеживались на печке, выходя по временам, с зажженною люлькою в зубах, ругнуть добрым порядком православный морозец или проветриться и промолотить в сенях залежалый хлеб.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Черевик хӑйӗн кумӗ патӗнче, улӑм витнӗ сарайӗнчи вӑкӑрсемпе пӗрле, тулӑ тата ҫӑнӑх миххисем хушшинче карӑнкаласа, анаслакаласа тӗлӗрсе выртать, тӑрас кӑмӑлӗ те, тӗлӗкӗсенчен уйрӑлса каяс кӑмӑлӗ те ҫукчӗ пулас унӑн, анчах та сасартӑк сасӑ илтӗнчӗ, сасси ӗнтӗ ҫав тери ҫывӑх, палланӑ сасӑ, — наянлӑх йӑви евӗрлех — турӑ пиллесе панӑ кӑмака пек, е ҫывӑх хурӑнташӗн инҫетре те мар, пӗр вунӑ утӑмра ҫеҫ ларакан хупахӗ евӗр ҫывӑх та палланӑ сасӑ.

Зевая и потягиваясь, дремал Черевик у кума, под крытым соломою сараем, между волов, мешков муки и пшеницы, и, кажется, вовсе не имел желания расстаться с своими грезами, как вдруг услышал голос, так же знакомый, как убежище лени — благословенная печь его хаты или шинок дальней родственницы, находившийся не далее десяти шагов от его порога.

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed