Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ the word is in our database.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) more information about the word form can be found here.
Мӗн чухлӗ пӑхса тӑман пулӗ эпӗ кӑвакарчӑнсем ӳхӗрсе вӗҫнипе!

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫирӗм пиллӗке ҫитсе те пуҫне качака ӑсӗ чухлӗ ӑс кӗмен.

Help to translate

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Астумасть, мӗн чухлӗ ларнӑ мӗскӗн, йӑваран тухса ӳкнӗ, тӗкленеймен чана чӗппи пек.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑшман мӗн чухлӗ ҫынна пӗтерчӗ?

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн чухлӗ пурӑнатӑп ҫут тӗнчере, ялан пире вӑрҫӑпа хӑрататчӗҫ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн чухлӗ ҫамрӑк каччӑ вӑрҫа кайрӗ?

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ах, эсӗ, тӑранман вӑрҫӑ, мӗн чухлӗ ҫынна вӗлертӗн.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн чухлӗ ҫын вилет, — вӗлле хурчӗсем пек явӑнчӗҫ хӗрарӑм-амӑшӗн пуҫӗнче сӑмахсем, пӗри тепринчен хӑрушӑрах.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ӑҫтан тухать этемӗн ҫавӑн чухлӗ куҫҫуль?» — ирӗксӗрех шухӑшласа илчӗ вӑл.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хыпар мӗн чухлӗ япӑх, мӗн чухлӗ ӗненмелле мар, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах, кӗвӗҫӳпе тата ӑмсанупа ӑшӑтса тӑнӑскер вӑл пӳртсем, урамсем тӑрӑх юхать, юр кумкки пек пули-пулми, тӗрӗс мар сӑмахсемпе ҫыпҫӑнса ӳссе пырать.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш хӗлӗ, халиччен пулман сивӗсемпе хӑратса, усал сивве чӑтайман хӑватлӑ юмансене шартлаттарса ҫурса, мӗн чухлӗ мекӗрленсен те юлашкинчен вӑйсӑрланчӗ, парӑнчӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Мӗн чухлӗ куҫҫулӗ ҫӑтса ятӑн эсӗ, манпа пӗрле асапланаканӑм.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Сутмалӑх ҫавӑн чухлӗ апат ӑҫтан-ха?

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн чухлӗ кайнине астумасть вӑл.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Астумасть те ӗнтӗ пӗччен аташнӑ ҫул ҫынни, мӗн чухлӗ вӑхӑт ҫапӑҫрӗ вӑл ывӑнупа, сивӗпе тата выҫлӑхпа.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн чухлӗ пурӑнчӗҫ пӗрле, Ванюш ҫавах мӑшӑрӗ ҫине пӑхса тӑранаймарӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Юрату мӗн чухлӗ вӑйлӑрах, ҫемье ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пурне те-и, пурне те мар-и, охвицерсен взвочӗ чухлӗ, — хуравларӗ тепӗр сыпкӑм ҫуттине янклаттарнӑ май кил хуҫи.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ав вӑл колхозра мӗн чухлӗ — акса та, пуҫтарса та ӗлкерме ҫук, — юман милке шӑрши ҫапнӑ хулӗсенчен ыталарӗ вӑл упӑшкине.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унра мӗн чухлӗ вут-кӑварччӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed