Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахпа (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
Пӗтӗм тӗнчинех кӗрлетпӗр, Халӗ те ҫыраҫҫӗ, курса савӑнаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, намӑс курмарӑмӑр…

На весь мир гремит, Сейчас вот нам пишут, восторгаются, одним словом, лицом в грязь не ударили…

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сӑмахпа каласан, шкулта ӗлӗкхинчен пин хут лайӑхрахчӗ, эпӗ ҫавӑнтах пур кружоксене те ҫырӑнтӑм, пӗрле пуҫтарӑнса хаҫат вуланипе илӗртӗнсе, майӑн ҫирӗммӗшчен Иван Иваныч доктор патне кӗрсе тухмаллине те йӑлтах манса кайнӑ.

Словом, в школе стало в тысячу раз интереснее, чем прежде, и я, вступив сразу во все кружки и увлекшись коллективным чтением газет, совсем забыл о докторе Иване Иваныче и о том, что он просил меня зайти не позже двадцатого мая.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, Валька икӗ сехет хушши хӑй чӗрӗпӗ ҫинчен каласа пачӗ, кайнӑ чух ҫеҫ Кораблевран мана салам каласа хӑварчӗ, ҫитес кунсенче вӑл кунта ман пата кӗрсе тухать, тесе пӗлтерчӗ.

Словом, два битых часа Валька говорил про ежа и, только прощаясь, спохватился и сказал, что Кораблев мне кланяется и на днях зайдет.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах мана хам мӗн илтнине пӗтӗмпе пӑхмасӑр калама ҫӑмӑлтарахчӗ, хам сӑмахпа каласа пама вара йывӑртарахчӗ.

Но мне легче было повторить наизусть все, что я накануне слышал, чем рассказать своими словами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ку тарана ҫитсе те ман пурнӑҫра ни мыскара, ни чун туртни, пӗр сӑмахпа, тӗлӗнмелли нимӗн те пулман…»

И за всю мою жизнь у меня не было ни приключений, ни увлечений и вообще никаких интересных случаев…»

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сӑмахпа каласан, енчен Катя мӗншӗн те пулин кӳреннӗ пулсан, ӗнтӗ мӗн тусан та Мексикӑна хӑй тупманнишӗн те Перу таврашне хӑйне пӑхӑнтарайманшӑн ҫеҫ кӑмӑлсӑр пулчӗ.

Словом, если Катя серьезно жалела о чем-нибудь, то, без сомнения, только о том, что не она завоевала Мексику, открыла и покорила Перу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл уншӑн питӗ нумай тунӑ пулать, эппин, паллах ӗнтӗ, вӑл мӗншӗн ун ҫинчен асӑнма юратни.

Словом, он сделал для него очень много — понятно, почему он так любил о нем вспоминать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, хама ҫак карчӑк пулӑпа та вир пӑттипе ҫитернӗ апатшӑн эпӗ ытлашшипех ӗҫлеттӗм.

Словом, я с лихвой отрабатывал те обеды из воблы и пшена, которыми угощала меня старушка.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл лайӑх хӗрача, анчах хӑйне ытлашши пысӑка хурать — кӑна пӗрре курсах пӗлме пулать.

Вообще она была хорошенькая, но страшно задавалась — это было видно с первого взгляда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗр сӑмахпа каласан, эпир Кораблев мӑшкӑлланине хирӗҫ тӑратпӑр, ҫак ӗҫе шкул советӗнче пӑхса тухма ҫине тӑрсах ыйтатпӑр.

— Вообще, мы протестуем против оскорблений Кораблева и требуем, чтобы вопрос был поставлен на школьном совете.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫав пиччене шыраса тупасси кӑна юлать.

Словом, нужно было только разыскать этого дядю.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хайхи хӑрах куҫлӑ старик комендант пулӗ тесе, ку сӑмахпа эпӗ унӑн еннелле ҫавӑрӑнтӑм, анчах та хозяйка эпӗ малтанах калама хатӗрлесе хунӑ сӑмаха пӳлчӗ.

С этим словом обратился было к кривому старичку, принимая его за коменданта; но хозяйка перебила затверженную мною речь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Акӑ-иҫ вӑл, — тет ямшӑк, аллине ял ҫине тӗллесе кӑтартса, ҫак сӑмахпа вара ялне кӗрсе те кайрӑмӑр.

«Да вот она», — отвечал ямщик, указывая на деревушку, и с этим словом мы в нее въехали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пурӑннӑ кунсенче пире йӑмӑкпа иксӗмӗре пӗрре те кичем пулмарӗ.

словом, эти дни, которые он провел у нас, мы с сестрой не скучали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫурчӗ — атте ҫурчӗ.

Словом, дом был отцовский,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, ӑна турӑ пӗлет-и тен, темле тӗрӗс мар шутлать те, сехетсерен вӑйя малалла тӑсса пырать, пӗр сӑмахпа каласан, — хама ирӗке вӗҫерӗннӗ ачапа пӗрех тыткалатӑп.

Он считал бог ведает как, час от часу умножал игру, словом — вел себя как мальчишка, вырвавшийся на волю.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр сӑмахпа каласан, суд йӗркине тупӗ.

Впрочем, суд разберет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах вӗҫӗнче вӑл мана калама ҫук усал сӑмахпа кӳрентерчӗ те тухса кайрӗ, ҫакна ҫеҫ ас тӑватӑп.

Помню только, что под конец нашего разговора он оскорбил меня ужасным словом и вышел.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗр сӑмахпа каласан, нумайӑшне эпитафисем кулӑшла пек туйӑнаҫҫӗ, маншӑн апла мар, вӗсен айӗнче мӗн выртнине аса илсен, эпитафисем вӗсем кулӑшла пулмаҫҫӗ.

Многим все вообще эпитафии кажутся смешными, но мне нет, особенно когда вспомню о том, что под ними покоится.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑннипех калам-ха сире: хӑҫан та пулин сирӗн ман ҫинчен усал сӑмахпа калас килет пулсан, ҫӗҫӗ илӗр те пусӑр мана эсир, — ку сирӗншӗн питех йывӑр пулас ҫук пуль тетӗп.

Я вас прошу не шутя: когда вам вздумается обо мне говорить дурно, возьмите лучше нож и зарежьте меня, — я думаю, это вам не будет очень трудно.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed