Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халичченех-ха, ӑна хам пурнӑҫра пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе ҫыхӑнтарса пӑхсассӑн, темле малашнехине пӗлтерекен тӗлӗк пулнӑ пек туйӑнать вӑл мана.В нем до сих пор вижу нечто пророческое, когда соображаю с ним странные обстоятельства моей жизни.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫав усӑсӑр кӗрешӳре эпӗ чӗрери кӑвара та, чӑн-чӑн пурнӑҫра кирлӗ хӑвата та кӑлӑхах пӗтерсе тунӑ иккен; ҫак пурнӑҫа эпӗ шухӑшпа пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн кӗтӗм, ҫавӑнпа мана ытла кичем те ирсӗр пулса кайрӗ, хӑй хӑйшӗн тахҫанах паллӑ кӗнеке майлӑ ҫырнӑ начар произведенине вулакан ҫыннӑн кӑмӑлӗ пӑтраннӑ пек пулать.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, ман тумалли пулнах пулас, чӑнах та, пурнӑҫра манӑн пысӑк вырӑнта пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн ӑшра ҫав тери пысӑк вӑйсем пуррине туятӑп…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Усал япала усаллинех ҫуратать, чӑн лирваи асапланса курни тепӗрне асаплантарнинче мӗнле савӑнӑҫ пуррине ӑнланма пулӑшать; усал ӗҫ тӑвас шухӑш ҫын пуҫне ахальтенех пырса кӗме пултараймасть, унпа пурнӑҫра усӑ курас тенипе кӑна пулать вӑл; шухӑшсем вӗсем — пурнӑҫран килнӗ япаласем тенӗ тахӑшӗ: вӗсем ҫурални вӗсене форма парать, ҫав форма вара ӗҫе кӗресси пулса тӑрать; кам пуҫӗнче ытларах шухӑш ҫуралать, ҫавӑн ӗҫӗ те ыттисенчен ытларах пулать; ҫакна пула чиновник сӗтелӗ ҫумне сӑнчӑрланнӑ гени вилет-и е ухмаха тухать-и, ҫавӑн пекех акӑ маттур та тулли вӑй-хӑватлӑ этем, пӗр май лӑпкӑн пурӑнса, шалкӑм ҫапнипе вилсе каять.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Княжнана манӑн калаҫу кӑмӑла кайма тытӑнать, — эпӗ ӑна хамӑн пурнӑҫра пулса иртнисем ҫинчен калакаласа патӑм та, вӑл мана тӗлӗнмелле ҫын вырӑнне шутлама пуҫларӗ.
Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Час-часах иксӗмӗр курнӑҫаттӑмӑр та пурнӑҫра пулман япаласем ҫинчен иксӗмӗр пӗрне-пӗри минретнине асӑрхичченех питӗ хӗрсе калаҫаттӑмӑр.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Калаҫасса хӑвӑрт калаҫать, сӑмахӗсене ытла эрешлентерме юратать: пурнӑҫра май килнӗ чух кирек хӑш самантра та калама юрӑхлӑ хатӗр ҫивчӗ сӑмахсемпе калаҫаканнисенчен пӗри ӗнтӗ вӑл, ун пек ҫынсене чӑн-чӑн илемлӗх нимӗн чухлӗ те хускатмасть, вӗсем хӑйсене хӑйсем пысӑка хурса, хӑйсен калама ҫук пысӑк туйӑм пур пек, кӑмӑлӗ хӗрсе тӑнӑ пек, акӑш-амакӑш хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттернӗ пек тыткалаҫҫӗ хӑйсене.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ унӑн тусӗ пулнӑ пулсан, нимех те марччӗ-ха: чӑн-чӑн тусӑн усал чарусӑрлӑхне кашниех ӑнланать; анчах Печорина эпӗ хамӑн пурнӑҫра та аслӑ ҫул ҫинче пӗр хут кӑна курнӑ; паллах ӗнтӗ, ун ҫине вӗчӗ тытмастӑп эпӗ, унӑн тусӗ пуланҫи курӑнса, ӑна инкек-синкек ҫулӑхтӑр та, вилӗм илсе кайтӑр, тесе ылханмастӑп, ӳпкелешме, канашсем пама, тӑрӑхлама, хӗрхенме пултараймастӑп.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Фокке-Вульфа» ҫапса антарнӑ хыҫҫӑн самолёта вертикальнӑй пиккерен кӑларсан (ун пек пикке тума опытлӑ лётчик та пурнӑҫра пӗрре кӑна килӗшме пултарать), Мересьев, йывӑррӑн сывласа, лӑпкӑлӑхпа киленчӗ, хӑрушлӑх иртсе кайнӑшӑн, ҫӗнтерӳшӗн савӑнса пычӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пуҫа минутсерен юн капланса килет, ҫапах та манӑн мӗн пур шӑнӑр тӑрӑх темӗнле хаваслӑх сисӗмӗ сарӑлнӑ пек пулчӗ, хам ҫав тери ҫӳлте тӑнӑшӑн темӗнле хӗпӗртерӗм эпӗ; — паллах, ачалла сисӗм ӗнтӗ, тавлашассӑм ҫук, анчах обществӑри условисенчен уйрӑлса, ҫутҫанталӑк патнелле ҫывхарнӑҫемӗн эпир ирӗксӗрех ачасем майлӑ пулса каятпӑр: пурнӑҫра тем те пӗр курса иртни чӗре ҫумӗнчен пӗтӗмпех хӑйпӑнать, чун-чӗре ҫӗнӗрен тахҫанхи пек тасалать те ӳлӗмрен вара каллех ҫавӑн пек таса пуласса ӗмӗтлентерет.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн халӗ пурнӑҫра пирвайхи хут чӑн-чӑн тӑшманпа тӗл пулма часрах сывлӑша вӗҫсе хӑпарас килчӗ, пульӑсемпе «Р–5» текен самолёт хӑй хыҫҫӑн кӑкарса пыракан пиртен тунӑ хӑмпӑва мар, тӑшманӑн чӑн-чӑн самолётне ҫапас килчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пурӑнан пурнӑҫра тем те пулма пултарать.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах пурнӑҫра аякран пӑхса тӑракансем ҫук.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ вӗсен портречӗсене те ӳкерсе парасшӑнччӗ, анчах манӑн темиҫе сехет ҫеҫ юлчӗ вӑл «пурнӑҫра вӑрахӑн пулса пыракан ӗҫсем ҫинчен хӑвӑрт юрласа паракан юрӑ» валли те питӗ сахал.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ку хӗрача часах 19 ҫул тултарать иккен, вӑл Иошек арӑмӗн йӑмӑкӗ, унӑн хушамачӗ Плахова пулнӑ, — ку вара ӑна питех те килӗшмен, — пурнӑҫра вӑл нимрен те ытларах юратакансем лартакан спектакльсенче выляма юратнӑ.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ирӗклӗхпе, творчествӑпа ҫутатнӑ пурнӑҫра каллех тӗл пулас пулсан!Снова встретиться в вольной жизни, озаренной свободой и творчеством!
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пурнӑҫра пулни хӑрушла, тусме ҫук хӑрушла тӗлӗк пек курӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пурнӑҫра эпӗ яланах юрланӑ, ҫавӑнпа та пӗлместӗп: мӗншӗн-ха халь, вилес умӗн, пурнӑҫ уйрӑммӑнах хаклӑ пулнӑ чух, манӑн юрӑран уйрӑлмалла?
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах ку ҫеҫ мар-ха: гуляш этемле пурнӑҫ ҫинчен аса илтеретчӗ, вӑл темшӗн килти евӗрлӗ апат пек, гестапо тӗрминчи хӑрушла пурнӑҫра та темле йӗркеллӗ япала пек пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пурнӑҫра, йӗкӗтсем, ҫавӑн пек пулать те вӑл: мӗн шырама каятӑн, ҫавнах тупатӑн.В жизни, хлопцы, так и бывает: по что пойдешь, то и найдешь.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950