Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмака the word is in our database.
кӑмака (тĕпĕ: кӑмака) more information about the word form can be found here.
Сергей килни ӑна ҫав тери савӑнтарчӗ, мӗскӗн карчӑк кӑмака ҫумне тӗрӗнсе тӑчӗ те вырӑнтан та сикеймерӗ.

Приезд Сергея ее так обрадовал, что бедная старушка прислонилась спиной к печке и не могла сойти с места.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савва Виктора ыталаса, кула-кула: «Аха! Усть-Невинскири хусахсем пухӑнаҫҫӗ-ха!» тесе арӑмӗпе паллаштарнӑ чух, арӑмӗ вара лӑпкӑн утса пырса, йӑл кулса, кӑмӑллӑ сассипе: «Хывӑр пальтона, килти пек пулӑр», тесе алӑ панӑ чух, ытлашши савӑнса ҫухрашакан ывӑлӗсене чарса, вӗсене Виктора черетпе кӑтартнӑ вӑхӑтра, унтан Виктора кӑмака ҫумнерех ҫакӑнса тӑракан сӑпкара выртакан пӗчӗк хӗрачине кӑтартнӑ чух, — Сергей текех Ирина ҫинчен шухӑшларӗ, вӑл килейменшӗн пӑшӑрханчӗ, пӗрре Анюта ҫине, тепре ҫуса, ҫӳҫӗсене тураса якатнӑ ачисем ҫине, ялан кӑмӑллӑ пӳрте пӑхкаласа тӑчӗ.

Пока Савва обнимал Виктора, смеялся и приговаривал: «Ага! Слетаются усть-невинские парубки!»; пока знакомил друга с женой, которая подошла спокойной походкой, протянула руку и сказала своим приятным голосом: «Снимайте пальто, будьте у нас как дома»; пока Савва унимал не в меру развеселившихся сыновей, представлял их по очереди Виктору, а потом отвел друга к висевшей у припечка люльке и показал дочурку, — все это время Сергей думал об Ирине и жалел, что ее еще не было, и все смотрел то на Анюту, то на умытых, причесанных хлопчиков, ощущая тот особенный семейный уют, который всегда был в этом доме.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— …Пӗчӗк чух ҫапла, хӗллесенче, кӑмака ҫине улӑхса выртаттӑм та, асанне (ун чухне вӑл ҫӗр ҫултан та иртнӗччӗ ӗнтӗ!) пӳрнипе хыпашласа ман пуҫра пыйтӑ шыратчӗ.

— …Маленьким был, зимой, бывалоча, заберусь на печку, а бабка моя (ей в те годы за сто перевалило!) ощупкой ищет у меня в голове вшу.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӳшше кӗмелли алӑка Анфиса кӑнтӑрла кӑмака умӗнче ҫыхакан чӗрҫиттипе карнӑ.

Дверь в шалаше была завешена белым передником, в котором Анфиса бегала днем возле печки.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ниловна ҫуллахи кӑмака умӗнче апат пӗҫерет.

Ниловна хлопотала у летней печки.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пире ӗҫтересшӗн, анчах кӑмака ҫинчен анаймасть.

Помочь-то нам хочет, а слезть с печи не может.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑмака ҫине пӑхрӑмӑр, унта ҫӗтӗк-ҫурӑк айӗнче хӗрача пӑхса выртать…

Смотрим на печь, а оттуда выглядывает из-под рядюжки девушка…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Марфа кӑмака умӗнче кӑштӑртатать.

Марфа возилась у печки.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑмака ҫумӗнче, пилӗк ҫул ӗлӗкхи пекех, ҫутӑ лампа пур, уйӑх ҫутатнӑ пирки пӳртре лампа ҫути палӑрмасть те.

На припечке так же, как и пять лет назад, стояла лампа, и оттого, что в окна светила луна, слабый ее огонек был почти не виден.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑмака мелкипе Гришаткӑна питӗнчен сӗрсе хӑварать.

Помелом провела по лицу Гришатки.

Ҫил-тӑман // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл кунта кӑмака хутать, вутӑ ҫурать.

Он истопник и дровокол здешний.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Чавсисемпе кӑкрине хӗссе, вӑл кӑмака умне пырса тӑчӗ, суран ҫӗвӗкӗпе нӗрсӗрленсе юлнӑ мӑйне тӑсрӗ.

Стала у печи, сдавив руками грудь, скособочив изуродованную шрамом шею.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков кӑмака ҫумӗнчен уйрӑлчӗ, Анасласа шӑм-шакне шӑкӑртаттарсах карӑнчӗ те кил хуҫинчен: — Вӑл Любов ялне ҫитме миҫе ҫухрӑм шутлаҫҫӗ ара? — тесе ыйтрӗ.

Крючков оторвался от печки; с хрустом потягиваясь, спросил у хозяина: — Сколько до Любови до этой верст кладут?

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков аллисене ҫурӑм хыҫне хутлатса тытнӑ та кӑмака ҫумӗнче тӑрать, кровать ҫинче выртакан кил хуҫи ҫине — шыҫӑпа кӳпчесе кайнӑ поляк ҫине Иванкова куҫ хӗссе кӑтартать.

Крючков, заложив руки за спину, стоял у печи, подмигивал Иванкову, указывая на оплывшего в водянке хозяина-поляка, лежавшего на кровати.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ, упаленсе кайса, кӑмака ҫине улӑхрӗ те ҫамки ҫинчи мӑкӑльне хыпашласа выртать, ҫамки хӑйӗн хур ҫӑмарти пек хӑпарса тухнӑ.

Старик-то дополз до пригрубка, лежит, шишку обминает, а она взыграла с гусиное яйцо.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ кӑмака ҫинчен сиксе анчӗ те чӗркуҫҫи тӑррин кровать патнелле шӑвӑнса пырать.

А отец сполз с пригрубка и на коленях к кровати гребется.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман кӑмака ҫумне сӗвенсе тӑчӗ те, тути хӗррине чалӑштарса, кӑштах ейӗлсе илчӗ.

Штокман прислонился к печке, давя кривую улыбку.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталйӑн амӑшӗ, ачисене вырттарнӑ та кӑмака ҫинче ҫывӑрать.

Мать Натальи, уложив детей, спала на печке, уставив в дверь черные подошвы ног.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пелагея, кӑвак юн тымарӗсемлӗ урисене кӑмака ҫинчен усса янӑ та, Фрося ятлӑ кӑртака ҫилӗллӗ ҫамрӑк арӑма ҫӗтӗлтерсе калаҫса ларать.

Пелагея, свесив с печки босые, в фиолетовых прожилках ноги, подтрунивала над молодой занозистой бабенкой Фросей.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн тумтирӗсем типиччен Григорий кӑмака ҫинче хуҫа йӗмӗпе йӑваланкаласа вӑхӑта ирттерчӗ; унтан шӳрпе ҫикелерӗ те ҫывӑрма выртрӗ.

Григорий отлежался на печи, в хозяйских штанах, пока высушилась одежда; повечеряв постными щами, лег спать.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed