Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Ольга Николаевнӑн ыраш улӑмӗ пек йӑлтӑркка сарӑ ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ шупка хӗрлӗ хӑлхи ҫине, хӑйӗнчен пӗр аршӑнри питҫӑмартисен пурҫӑн тӗслӗ ӳчӗ ҫине сӑнаса тинкерчӗ; куҫӗпе ерипенех платйӗн кӑкӑр тӗлӗнчи катӑкӗ патнелле калта пек шуса кӗрсе кайрӗ те, вӑл хӗрарӑмӑн пысӑках мар, ӗне ырри пек сарӑрах шурӑ чӗччине тата аялалла усӑннӑ хӑмӑр пуҫлӑ чӗчӗ вӗҫне курчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ху тупнӑ-и эсӗ? — ыйтрӗ Григорий, Хопер шывӗн куҫа курӑнман ҫыранӗ хыҫӗнче, акшар сӑрчӗн леш енче хӗвел аннине, каҫхи шуҫӑм хӗмленсе ҫуннине тата унтан ӗнсе кайнӑ хура пӗлӗт татӑкӗсем шуса килнине йӗрлесе пӑхса.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Салтаксен тинӗсӗ шуса, пӑтранса пынӑ.
Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Салтаксем каллех шуса аннӑ.
Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Фельдмаршал паром ҫинчен шуса кайнӑ та пуҫӗпе пӗрене ҫумне ҫапӑннӑ, чул пек путма тытӑннӑ — Прошка мӗшеленсе тӑмасӑр шыва сикнӗ.
Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Унӑн ӑслӑ та сивлек куҫӗсем теме кӗтнӗ пек чӑтӑмсӑррӑн мӑчлатаҫҫӗ; сарлака ал тупанӗ, ҫӑра ҫӑмпа витӗннӗ кӑкӑрне шӑлкаланӑ май, ярханах кӗпи айӗнче шуса ҫӳрет.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ем-ешӗл тумпа эрешленсе капӑрланнӑ ҫеҫен хир ҫийӗн хура пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пантелей Прокофьевич ӗненмелле мар хӑвӑрт кутӑн шуса кайрӗ, унтан тин, ура ҫине ҫирӗппӗн сиксе тӑрса, хӑрушӑ сасӑпа ҫинҫен мӗкӗрсе ячӗ:
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Темле ырӑ мар япала пулса иртнине сиссе, Пантелей Прокофьевич ҫав самантрах ҫуна ҫинчен сикрӗ, хырӑмӗпе хӑвӑрт каялла шуса кайрӗ.В этот же миг Пантелей Прокофьевич, услышавший неладное, прыгнул с саней, откатился назад.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах ҫакӑнта вара, урам тӑваткалӗнче, пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен пӑтӑрмахла ӗҫ пулса иртрӗ: урам урлӑ чупса каҫакан сысна ҫури, ҫул урлӑ каҫса кайма ӗлкӗреймесӗр, утсен ури айнех лекрӗ, нӑриклетсе илчӗ, унтан, таптанса лапчӑннӑскер, вичкӗннӗн ҫухӑрса, хуҫса пӑрахнӑ ҫурӑм шӑммине ҫӗклеме тӗрмешсе, аяккала шуса кайрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан вӑл казаксен речӗсем хушшинчен шуса тухрӗ те, ыратнине тӳсеймесӗр ури ҫине тӑрса, пуля анкӑ-минкӗлентерсе янӑ пуҫне чӑтӑмсӑррӑн ывӑтса илчӗ.Выполз из цепи казаков, сгоряча вскочил, резко мотнул головой, контуженной пулей.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вилнисене пӑшал таврашӗ кирлӗ мар: хӗрлӗ гвардеецсем виҫӗ ҫынӑнне ӗнтӗ, хырӑмпа шуса пырса, винтовкисемпе патронӗсене илсе кайрӗҫ…
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ним хӑрамасӑр ыткӑнса килекен алексеевецсене ҫӗр ҫумне лӑпчӑнтарчӗ, унтан, куҫӗпе хӳтӗрех вырӑн шыраса, каялла шуса кайрӗ.Заставил лечь перебегавших бесстрашно алексеевцев и отполз, разыскивая глазами прикрытие.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Геворкянц ҫӗлен пек авкаланса шуса пырса выртрӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эсрелсем!.. — ҫухӑрса ячӗ вӑл, ретсен хӗррипе кукӑр-макӑррӑн шуса кайса.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем, хӑйсен хура пальтовӗсене кӗркуннехи пылчӑкпа лапӑртаса, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре шуса кайса выртаҫҫӗ: хӑшӗ-пӗрисем, пуҫӗсене ҫӗклесе, шуррисен инҫетрен пӗчӗк пек курӑнакан кӗлеткисем сапаланса куҫнине сӑнаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Юпан шӗвӗртерех вӗҫне ҫыхса лартсан, арҫынсем харӑс кӑшкӑрса, шӑхӑрса канатсене туртма пуҫларӗҫ, рычагсемпе хирме тытӑнчӗҫ, хыр юпа курӑк ҫинчен шуса пычӗ, вара смала сӗрнӗ вӗҫӗпе шӑтӑка тӑрӑнчӗ те ҫӗкленме пуҫларӗ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сӑрт айккипе, ҫурла евӗр кукӑр ҫулпа лав хыҫҫӑн лав шуса тухни курӑнчӗ.Наискось горы медленно выползала вереница подвод, изогнутая в виде серпа.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫуна йывӑррӑн чӗриклетрӗ, машина станӗ килкартинчен ерипен шуса тухрӗ.Сани тяжко заскрипели, и станина медленно поползла со двора.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ванюша тормоз аврине хӑй патнелле туртрӗ, кустӑрмасем чӗриклетрӗҫ те ерипен шуса чарӑнчӗҫ.Ванюша нажал тормоза, колеса завизжали, поползли и остановились.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.