Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Варух ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Сафан ывӑлӗ Гемария ҫыруҫӑн пӳлӗмӗнче, Турӑ Ҫурчӗн ҫӗнӗ хапхи патӗнче, ҫӳлти картишӗнче, Иеремия сӑмахӗсене пӗтӗм халӑх илтмелле вуласа панӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Варух, Нирия ывӑлӗ, Иеремия пророк хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене вуласа пама хушнине пӗтӗмпех тунӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иеремия Варуха хытарсах каланӑ: мана Турӑ Ҫуртне кӗме чарнӑ; 6. ҫавӑнпа кай та хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунине — эпӗ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — типӗ тытнӑ кун Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче халӑх илтмелле, хӑйсен хулисенчен килнӗ мӗнпур иудей илтмелле вуласа пар; 7. тен, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашшӑн йӑлӑнӗҫ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ: Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх валли питех те пысӑк ҫилӗпе хаярлӑх хатӗрленӗ, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унӑн сӑмахӗсене Иоаким патша, унӑн улпучӗсемпе пуҫлӑхӗсем илтнӗ, патша вара ӑна вӗлерес тесе шыранӑ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Мана итлемесессӗн, Эпӗ панӑ саккунпа — хӑвӑра панӑ саккунпа — пурӑнмасассӑн, 5. Манӑн чурасен, пророксен, — эсир итлеместӗр пулин те, Эпӗ сирӗн пата ярса тӑнӑ, ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ пророксен, — сӑмахӗсене тӑнламастӑр пулсассӑн, 6. Эпӗ ҫак Ҫурта Силом пекех туса хӑварӑп, ҫак хулана вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх ылханӗ ҫитмелле тӑвӑп.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑра пророкла вӗрентсе ҫӳрекен пророксен сӑмахӗсене ан итлӗр: вӗсем сире улталаҫҫӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне мар, чӗри мӗн ӗмӗтленнине каласа ҫӳреҫҫӗ.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак мӗнпур сӑмаха Иуда хулисемпе Иерусалим урамӗсенче пӗлтер: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те вӗсене туса тӑрӑр, те.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр; 3. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ; 4. ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тен, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру Рабсак сӑмахӗсене илтӗ: ӑна хуҫи, Ассири патши, кунта чӗрӗ Турра хурлама, хӑртма янӑ, Ҫӳлхуҫа Турру илтнӗ сӑмахсемпе хӑртма янӑ; чӗрӗ юлнисемшӗн, сыввисемшӗн, кӗлтусамччӗ, тет, тенӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вара Елиаким — Хелкия ывӑлӗ, патша керменӗн пуҫлӑхӗ — тата Севна ҫыруҫӑ, тата Асаф ывӑлӗ Иоах, самана ҫыруҫи, ҫири тумне туртса ҫурнӑскерсем, Езекия патне ҫитсе ӑна Рабсак сӑмахӗсене каласа панӑ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Турӑ саккунне чунтан парӑнса, ун ҫинчен тимлӗн шухӑшлакан — ун пек мар: вӑл авалхисен ӑслӑлӑхне тӗпчесе йӗрлет, пророксен сӑмахӗсене тишкерет: 2. вӑл ятлӑ ҫынсен сӑмахӗсене сӑнаса-астуса тӑрать, ытарлӑ сӑмах-юмахӑн пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшать; 3. вӑл каларӑшсен тӗп шухӑшне тӗпчет, ытарӑш тупсӑмне шырать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем Унӑн сӑмахӗсене итлемесӗр тӑрас ҫук, Ӑна юратакансем Унӑн ҫулӗнчен пӑрӑнас ҫук.15. Боящиеся Господа не будут недоверчивы к словам Его, и любящие Его сохранят пути Его.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Екклесиаст ҫунатлӑ каларӑшсем тупма тӑрӑшнӑ, чӑнлӑх сӑмахӗсене вӑл тӗрӗс ҫырса хӑварнӑ.10. Старался Екклесиаст приискивать изящные изречения, и слова истины написаны им верно.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кам саккун сӑмахӗсене итлеме хӑлхине таймасть, ҫавӑн кӗлли те — ирсӗрлӗх.9. Кто отклоняет ухо свое от слушания закона, того и молитва - мерзость.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сирӗн ҫине тинкерсе пӑхса тӑтӑм, акӑ ӗнтӗ эсир пӗри те Иова тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймастӑр, унӑн сӑмахӗсене хирӗҫ тавӑрса калаймастӑр.12. Я пристально смотрел на вас, и вот никто из вас не обличает Иова и не отвечает на слова его.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл пӗлтернӗ саккуна йышӑн, Унӑн сӑмахӗсене чӗрӳ варрине ил.22. Прими из уст Его закон и положи слова Его в сердце твое.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ вӗсем сана вӗрентӗҫ, каласа кӑтартӗҫ, сӑмахӗсене пӗтӗм чӗререн калӗҫ: 11. хӑмӑш нӳрӗксӗр ҫитӗнеет-и, чакан шывсӑр ӳсеет-и?
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Гафах каялла килнӗ те Эсфире Мардохей сӑмахӗсене каласа панӑ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ халӗ эсир Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫана сӑнатӑр, анчах нихӑҫан та нимӗн те пӗлеймӗр, 14. мӗншӗн тесессӗн эсир этем чӗрине витӗрех пӗлсе ҫитереймӗр, унӑн шухӑшӗн сӑмахӗсене те ӑнланса пӗтереймӗр: ара, ҫакна пултарнӑ Турра мӗнле сӑнама пултараятӑр эсир, Унӑн ӑсне, Унӑн шухӑшне мӗнле ӑнланаятӑр? Ҫук, тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра ан ҫиллентерӗр!
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.