Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахпа (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
Вара эпир пӗр ансат япала шухӑшласа кӑлартӑмӑр, ҫурҫӗрти пур летчиксене те ҫавӑн пек тума сӗнетӗп: самолета эпир вӗренпе кӑкара-кӑкара лартрӑмӑр, ун ҫумне тата йӗлтӗрсене, чемодансене, пысӑках мар ещӗксене, варинккене те, пӗр сӑмахпа каласан, юр купалама пулӑшакан мӗн пур ӑпӑр-тапӑра пӗр-пӗринчен ҫыха-ҫыха хутӑмӑр.

Тогда мы сделали одну простую вещь (рекомендую всем полярным пилотам): мы привязали к плоскостям верёвки, а к ним, в свою очередь, лыжи, чемоданчики, небольшой ящик с грузом, даже воронку, — словом, всё, что могло бы помочь быстрому завихрению снега.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫак сӑмахсем мана питӗ те интереслентерме пуҫларӗҫ.

Словом, он действительно заинтересовал меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, Саня туйӗ хаваслӑ пулчӗ, анчах та таҫта шалта, хамӑн чунӑма кичемлӗх пусса илнине те туйрӑм эпӗ, кун пирки хама хам та ӗненмерӗм.

Словом, на Саниной свадьбе было очень весело, но в глубине души я чувствовал тоску, в которой сам себе не хотел признаться.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна чирлӗ тесшӗнччӗ ӗнтӗ, анчах Изя ӗне пирки пӗр пӗтӗм теори шухӑшласа тупрӗ, ӑна «измпа» вӗҫленекен сӑмахпа ят пачӗ.

Я хотел сказать, что это просто больной, но Изя уже успел построить на этой корове целую теорию и даже назвал её с окончанием на «изм».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, тӗлӗнмелле йӑмӑк вӑл ман, акӑ ӗнтӗ халӗ вӑл качча каять.

Словом, это была чудная сестра, и вот теперь она выходила замуж.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ ҫав ҫырусене кӑтартма ыйтатӑп.

Одним словом, я прошу вас показать мне эти письма,

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, февралӗн иккӗмӗшӗнче эпӗ, парадра ҫӳремелли кӑвак курточка тӑхӑннӑскер, Татариновсен патне кӗрсе, хама алӑк уҫса кӗтекен палламан хӗртен Николай Антоныч патне килни ҫинчен пӗлтернӗ вӑхӑтра манӑн нимӗнле план та ҫукчӗ-ха.

Словом, у меня не было никакого плана действий, когда, в синей парадной курточке, вечером второго февраля я пришел к Татариновым и сказал незнакомой девушке, которая открыла мне дверь, что мне нужен Николай Антоныч.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, Анна Власьевнӑн халлапӗ истори ҫинчен ҫырнӑ хутӑн чылай страницисене йышӑнмалла пулнӑ тата пулас йӑхшӑн та пит те паха пулнӑ пулӗччӗ.

Словом, разговор Анны Власьевны стоил нескольких страниц исторических записок и был бы драгоценен для потомства.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сӑмахпа ирттерме, ӳкӗтлесе тӑма нимле май та ҫук.

Отговориться было невозможно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр сӑмахпа каласан, лӑп та шӑп хамӑн чапӑм кӗрлесе тӑнӑ вӑхӑтра, комсомол ячейки юлашки ҫирӗп выговор парса хӑварни мана кӑмӑлсӑр турӗ, тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.

Словом, я был неприятно удивлен, когда в разгар моей славы комсомольская ячейка вынесла мне строгий выговор с предупреждением.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗр сӑмахпа каласан, эпир пурте тӑхӑнса пӑхрӑмӑр, — терӗ те Саня, кулса ячӗ.

— Одним словом, мы все перемерили, — сказала Саня и засмеялась.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, манӑн кровать патӗнче манӑн арчана ухтарса тӑракан Ромашка ҫине никам та пӑхмасть.

Словом, никто не обращал внимания на Ромашку, который стоял на коленях у моей кровати и рылся в моем сундучке.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хама ҫак самантра мӗн тери ырӑ пулнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук!

Не могу передать, как было хорошо в эту и минуту!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, эпир иксӗмӗр актовӑй зала кӗрсенех (унта ӗнтӗ ташлама та пуҫланӑ) пирӗн шкулти чи чаплӑ ташлакансем хӑйсен хӗрӗсене пӑраха-пӑраха хӑварса, ун патнелле ыткӑнчӗҫ.

Словом, едва только мы с ней вошли и актовый зал, где уже начались танцы, как самые лучшие танцоры нашей школы побросали своих дам и побежали к ней.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, литературӑпа ҫулталӑкшӑн «начар» паллӑ пуласран хӑраттӑмччӗ эпӗ.

Словом, я боялся, что по литературе у меня в году будет «плохо».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, кусем маншӑн ҫав тери интереслӗ япаласем, ҫавӑнпа та эпӗ кайса курасах терӗм…

Словом, все это было очень интересно, и я решил пойти…

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, ашшӗ вилнӗ пулсан та, «хӑй айӑплӑ» пулнӑ иккен, кунта нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Словом, если папа погиб, то, без сомнения, по своей собственной вине.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, сан патӑрта пулма.

Вообще, чтобы около тебя побыть…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ҫамкине шӑлса хӑйпе хӑй савӑнса, вырӑнне ларсан, пурте ирӗклӗн сывласа ячӗҫ.

Словом, все свободно вздохнули, когда он сел, вытирая лоб, очень довольный собой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, айӑплакан Евгений Онегина 10 ҫуллӑха хупма, пӗтӗм пурлӑхне туртса илмелле тесе приговор йышӑнма сӗнчӗ.

Словом, общественный обвинитель считал, что Евгения Онегина нужно приговорить к десяти годам с конфискацией имущества.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed