Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах шӑпах крыльца умӗнче кӗтмен ҫӗртен тӑватӑ хӗрарӑма тӗл пултӑмӑр, вӗсенчен иккӗшӗ алӗҫ, пӗри кӗнеке тытнӑ, тепри пӗчӗкҫӗ йытта йӑтнӑ, хӑйсем пурте тепӗр енчен хӑвӑрт-хӑвӑрт утса килеҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дипломата шывпа пӗрӗхес пулать, — терӗ кӗтмен ҫӗртен Дубков, ман ҫине йӑлтӑр кулӑпа пӑхса, ҫав кулӑ мана йӗкӗлтенӗ пек, сутӑнчӑкла пек туйӑнчӗ, — унсӑрӑн вӑл ленчӗрех кайнӑ!
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл гувернер е ачасен ырӑ ашшӗ евӗрлӗ: ку ҫын, хӑйӗн ачисемпе хӗпӗртекенскер, ӗҫсе-ҫисе хавасланса кайнӑ та ачисене те йӑпатасшӑн, ҫакӑнпа пӗрлех вӑрттӑн-хӗрттӗн хӑтланмасӑр та чиперех савӑнма пулнине кӑтартса парасшӑн, теме пулать; апла пулин те, ҫак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ савӑклӑх маншӑн та, ыттисемшӗн те илӗртӳллӗ, ҫакна та шута илес пулать-и пире кашнинех ҫуршар бутылкӑна яхӑн шампански тивнӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дубков пӗр чарӑнмасӑр суйрӗ, Володя та эпӗ пачах кӗтмен ҫӗртен кулӑшла мереккесем питӗ лайӑх кала-кала кӑтартрӗ, эпир итленӗ май нумай култӑмӑр.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак кӗтмен телей мана питӗ хӗпӗртеттернӗрен, эпӗ Гаврило умӗнче ку мана интереслентермен пек ниепле те тӑваймарӑм, кӑштах именсе кайса тата сывлайми пулса, пуҫа мӗн пырса кӗнӗ, ҫавна персе ятӑм, — «Красавчик питӗ чаплӑ рысак», терӗм пулас.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах Иконин кӗтмен ҫӗртен профессор куҫӗ умӗнчех ман еннелле ҫаврӑнчӗ, манран алӑри билета туртса илчӗ те мана хӑйӗнне пачӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е тата кӗнеке тытса ларатӑн та пӗтӗм тимлӗхе аран-аран мӗн вулани ҫине яратӑн, кӗтмен ҫӗртен коридор тӑрӑх хӗрарӑм утса килнине, ун кӗпи чӑштӑртатнине илтетӗн, — вара пуҫра мӗн пурри йӑлтах сиксе тухать, кукамайӑн ватӑ горничнӑйӗ Гашӑсӑр пуҫне коридор тӑрӑх никам та иртме пултарайманнине пӗлетӗн пулин те, вырӑнта ларма пултараймастӑн.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам инкеке кӗрсе ӳкни ҫинчен шухӑшласа, эпӗ пайтах вӑхӑт хушши енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӑм, кашни минутрах турӑ айӑпласса, кӗтмен ҫӗртен вилӗм килсе хупласса кӗтрӗм, — ку шухӑш мана ҫырса кӑтартма ҫук хӑратса сехӗрлентерчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мими кӑмӑле кунтан-кун хуҫӑлнӑҫемӗн хуҫӑлса пычӗ, эпир ҫитӗнсе пысӑклана пуҫланӑранпа вӑл никамран та тата нимӗнрен те лайӑххине нимен те кӗтмен пек туйӑнчӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ, ҫав хурлӑхлӑ вӑхӑтсенче — пурнӑҫри ултавпа аскӑнлӑхӑн влаҫне чун шарламасӑр пӑхӑннӑ чухне — кӗтмен ҫӗртен кирек мӗнле суяна та хирӗҫ хӑюллӑн тӑрса, иртнӗ кунсене хаяррӑн питлекенскер, хальхи кунсен уҫӑмлӑ ӗлкине кӑтартса, ӑна юратма хистекенскер тата малашнехи пурнӑҫра ырлӑхпа телей пуласса шантараканскер, — ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ!
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Виҫҫӗмӗш туйӑм — кӗтмен ҫӗртен никам курман-илтмен пысӑк телей килсе тухасса мӑнкӑмӑлланса шанни, — ку туйӑм вӑйлӑ та тӗреклӗ пулнипе ухмаха ертес патнех ҫитерет.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр-пӗр ытарайми чипер Марье мана, шӑлсӑр старике, Мазепӑна юратнӑ пек юратса пӑрахасси, манӑн катӑк ӑслӑ ывӑлӑм пӗр-пӗр пулма пултармасла ӑнӑҫӑва пула сасартӑк министра тухасси, е кӗтмен ҫӗртен манӑн темиҫе миллион укҫа пуласси ҫинчен ӗмӗтленетӗп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанхи кун «тӑснӑ алӑпа» ҫуршар пӑт пилӗк минут йӑтса тӑратӑп, тепӗр кун ҫирӗм пӗр кӗрепенкӗ, виҫҫӗмӗш кун ҫирӗм икӗ кӗрепенкӗ, малалла та ҫакнашкал, ҫапла майпа юлашкинчен кашни алӑра тӑватшар пӑт йӑтса тӑма пуҫлатӑп, кил-ҫуртри тарҫӑ-тӗрҫӗсем хушшинче манран вӑйли пулмасть; вара кам та пулин кӗтмен ҫӗртен мана кӳрентерме шут тытсан е пике ҫинчен сума сумасӑр калаҫсан, эпӗ ӑна ҫапла, ахаль кӑна, кӑкӑрӗнчен ҫинҫе саслӑ, вӗрсе каламалли «пускачаллӑ» музыка инструменчӗ ярса тытатӑн, хӑрах аллӑмпа икӗ аршӑна яхӑн ҫӗклетӗп, вара хам вӑя туйтарма кӑна тытса тӑратӑп та яратӑп; анчах, сӑмах май каласан, ку та лайӑх мар; ҫук, ним те мар, эпӗ ӑна усал тумастӑп вӗт, хам вӑя кӑна…»
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуллахи кун ҫумӑрлӑ кичем ҫанталӑкра ҫывӑрма выртма, хӗвел анаспа вӑранса куҫ уҫма, чӳречен анлӑ тӑваткӗтеслӗхӗнче, хӑмпӑлчӑланса чӳрече янахне хулӑ пек пыра-пыра ҫапӑнакан пир каркӑҫ айӗнчен, ҫӑка аллейин ҫумӑрпа йӗпеннӗ сулхӑн хӑмӑр кӑвак енне тата чалӑшшӑн ӳкекен ҫап-ҫутӑ пайӑркасемпе ҫуталнӑ садри нӳрӗ сукмака курма, кӗтмен ҫӗртен садри вӗҫен кайӑксен хаваслӑ пурнӑҫне илтме, кантӑк лаптӑкӗнче хӗвел ҫутипе витӗр курӑнса явӑнакан хурт-кӑпшанка асӑрхама, ҫумӑр хыҫҫӑнхи сывлӑш шӑршине туйма, «каҫ пулас умӗнхи ҫакнашкал вӑхӑта ҫывӑрса ирттерме намӑс мар-и мана» тесе шухӑшлама тата пурнӑҫпа хӗпӗртесшӗн сада чупса тухас шутпа хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑма тӗл килнӗ-и сире?
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку тӗлӗшпе манӑн шутласа хунӑ шухӑш пурччӗ пулин те, эпӗ манран кӗтмен ҫӗртен ҫавнашкал ыйтнӑран хӑюсӑрланса кайрӑм та ӑна часах ответ параймарӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗтмен ҫӗртен Василий килсе кӗрет те, Машӑна курсан, ҫапла калать: «Пӗтрӗ пуҫӑм!»Вдруг войдет Василий и, когда увидит Машу, скажет: «Пропала моя головушка!»
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ӑҫта каятӑн эсӗ? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ манран палланӑ саса.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах кӗтмен ҫӗртен хама намӑс кӑтартса ҫаптармаллине аса илетӗп те, куҫ умне чӑнлӑх тӗп-тӗрӗссӗн тухса тӑрать, ӗмӗтсем самантрах сапаланса каяҫҫӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах кӗтмен ҫӗртен учитель, ҫиллессӗн кулкаласа, мана сӑмах хушрӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ирӗк парсамӑр, анне, эпӗ сире хам табак вӗтетсе парам, — терӗ атте, кукамай хӑйне кӗтмен ҫӗртен ҫакнашкал сӑмахсем каланипе, ахӑртнех, ним тума аптраса.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.