Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Анчах та ку вара аскӑн ӗҫне тата нумайрах туса тултарчӗ: хӳме ҫине касса ӳкернӗ арҫынсене, сӑрӑпа сӑрласа ӳкернӗ халдейсене, 15. пилӗкне пиҫиххи, пуҫне чаплӑ пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, ҫарпуҫ пекех курӑнаканскерсене, Вавилон ывӑлӗсем евӗрлӗскерсене, Халдея ҫӗрӗнче ҫуралнӑскерсене, курчӗ те, 16. вӗсене пӗрре курсах юратса пӑрахрӗ те Халдея ҫӗрне элчӗсем ячӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ, этем ывӑлӗ, малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Аммон ывӑлӗсем ҫинчен, вӗсем кӑтартнӑ мӑшкӑл ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те; кала: ӗнтӗ хӗҫе, хӗҫе вӗсене чиксе вӗлерме кӑларнӑ, вӗсене пӗтерме, ҫиҫӗм пек ҫиҫсе тӑма хӑйранӑ, 29. сана ҫук япаласем кӑтартнӑ чухне, сана суя юм юмланӑ чухне ҫав хӗҫ сана та пуҫне каснӑ усал ҫынсем ҫумне хурӗ, ҫав ҫынсен кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ, вӗсен ирсӗр ӗҫӗсем вӗҫленӗҫ ӗнтӗ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, сӑнна хӑвӑн халӑхун хӗрӗсем енне, хӑйсен ӑсӗпе пророкла калаҫаканскерсем енне, ҫавӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, 18. кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чунсене тытас тесе хулӗ айне ӑрӑмҫӑ енчӗкӗ ҫӗлесе хуракансене, тӗрлӗрен пӳллӗ ҫынсен пуҫне юрӑхлӑ пӗркенчӗксем тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Куҫна уҫса пӑхсамччӗ — вилнисем, ҫӗр тӗпӗнчисем, ӑшӗнчен чӗмне кӑларса илнисем, мухтамӗҫ Ҫӳлхуҫана, 18. пысӑк хӗн-хур ҫитнӗшӗн хуйхӑракан ҫын, пуҫне чиксе салхуллӑ ҫӳрекенскер, тӗксӗмленнӗ куҫлӑскер, касӑлнӑ чунлӑскер, мухтавлӗ, аслӑлӗ Сана, Ҫӳлхуҫамӑр!
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫав йӗрӗх ҫурчӗсенче апӑссем вара ҫуркаласа пӗтернӗ тумтирпе лараҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ пуҫне хырнӑ, сухалне хырнӑ, ҫара пуҫӑн лараҫҫӗ: 31. хӑйсен туррисем умӗнче вӗсем хӑшӗ-пӗри вилнисене асӑннӑ чухне кӑшкӑрса йӗнӗ пек уласа йӗреҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана курсассӑн иртен-ҫӳренсем пурте пӗҫҫине шарт ҫапаҫҫӗ, шӑхӑрса яраҫҫӗ, пуҫне пӑркаласа, Иерусалим хӗрӗ ҫинчен: «ҫакӑ-и-ха вӑл чӑн илем, «Пӗтӗм ҫӗрӗн савӑнӑҫӗ» тесе ят панӑ хула ҫакӑ-и?» тееҫҫӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сион хӗрӗн ватӑ ҫыннисем ҫӗр ҫинче пӗр чӗнмесӗр лараҫҫӗ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, хуйхӑ тумтирӗ уртса янӑ; Иерусалим хӗрӗсем пуҫне ҫӗрелле уснӑ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пысӑк ҫылӑха кӗчӗ Иерусалим, ҫавӑнпа йӗрӗнмелле пулса тӑчӗ; унччен ӑна мухтаса аслӑланисем пурте ун ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ: вӗсем унӑн ҫарамасне курчӗҫ; хӑй те вӑл ассӑн сывлать, пуҫне каялла пӑрать.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Емафпа Арпад хулисем намӑса юлчӗҫ: хурлӑхлӑ хыпар илтсессӗн вӗсем пуҫне усрӗҫ; тинӗс пек пӑлханаҫҫӗ, лӑпланма пултараймаҫҫӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Чӗрем Моавшӑн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать; чӗрем Кирхарес ҫыннисемшӗн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать: ӗнтӗ вӗсен пӗтӗм мулӗ тӗп пулчӗ; 37. кашнийӗ пуҫне хырнӑ, кашнийӗ сухалне каснӑ; пурте аллисене чӗрмеленӗ, пурте хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Египет ҫӗрне Эпӗ, Иерусалима пынӑ пекех, хӗҫпе те выҫлӑхпа, мур чирӗпе пырӑп, 14. вара чӗрӗ юлнӑ иудейсенчен, Египет ҫӗрне ҫитсе унта вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑнаҫнӑскерсенчен, пӗри те хӑтӑлаймӗ, пӗри те сывӑ юлаймӗ, Иудея ҫӗрне таврӑнаймӗ; вӗсем пӗтӗм чун-чӗрипе Иудейӑна таврӑнасшӑн, ҫавӑнта пурӑнасшӑн, анчах унтан тарса тухнисемсӗр пуҫне пӗри те каялла таврӑнаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑлӗ хаяррӑн килет, кӑра ҫил-тӑвӑл — вӑл усал ҫынсен пуҫне ҫитсе ҫапӗ.19. Вот, идет буря Господня с яростью, буря грозная, и падет на главу нечестивых.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман халӑхӑм вара Мана астумасть; вӗсем ӑҫтиҫуксене тӗтӗреҫҫӗ, хӑйсен ҫулне — авалхи ҫула — ҫухатрӗҫ те халӗ тумхахлӑ ҫул-йӗрпе ҫӳреҫҫӗ, 16. ӗнтӗ хӑйсен ҫӗрне сехре хӑппи, тӗнче кулли турӗҫ, ҫавӑнтан иртсе ҫӳрекенӗ кирек кам та шалт тӗлӗнсе пуҫне пӑркалӗ.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӗр ҫине ҫумӑр ӳкменнипе тӑпра ҫуркаланса пӗтнӗрен ҫӗр ӗҫлекенсем те аптӑранипе пуҫне хуплаҫҫӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Улпутсем хӑйсен тарҫисене шыв ӑсма яраҫҫӗ; лешӗсем пусӑ патне пыраҫҫӗ те — шыв тупаймаҫҫӗ; пушӑ кӑкшӑмӗпех таврӑнаҫҫӗ; намӑсланса, аптӑраса вӗсем пуҫне хуплаҫҫӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Асту, тӗп туса та тустарса, пӗтерсе те аркатса, пултарса та ӗрчетсе пымашкӑн ҫакӑ кун Эпӗ сана халӑхсемпе патшалӑхсен пуҫне лартрӑм.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑйне шанса тӑракансемшӗн ҫавӑн чухлӗ тума пултаракан урӑх турра Сансӑр пуҫне ӗмӗр те илтмен, хӑлхапа тӑнламан, нимӗнле куҫ та курман.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл тимӗр тумтир вырӑнне тӳрӗлӗх тӑхӑннӑ, пуҫне тимӗр калпак, ҫӑлӑнӑҫ калпакӗ, тӑхӑннӑ; тавӑру ризине тумтир пек тӑхӑнса янӑ, юпӑнчӑпа витӗннӗ пек, хаярлӑхпа витӗннӗ.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫын хӑйӗн чунне тӑвӑнтарса ҫитернӗ кун — пуҫне хӑмӑш пек авса пӗкнӗ, хӑйӗн айне ҫӗтӗк-ҫатӑк та кӗл сарнӑ кун — Эпӗ суйласа илнӗ типӗ кунӗ шутланать-и вара? Ҫакна типӗ тытни тетӗн-и, Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ кун тетӗн-и?
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑслӑлӑху, пӗлӗвӳ — сана ҫултан ҫакӑ пӑрса янӑ; эсӗ хӑвӑн ӑшунта: «эпӗ, мансӑр пуҫне урӑх никам та мар» тееттӗн.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.