Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралнӑ (тĕпĕ: ҫурал) more information about the word form can be found here.
«Кирек мӗнле пулсан та, ку манӑн ҫурт, манӑн ҫемье, манӑн ҫуралнӑ ҫӗршыв…» — шухӑшларӗ вӑл.

«Ведь это все-таки мой дом, — думала она, — моя семья, моя родина…».

XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мана, скульптора, мӗне кирлӗ ҫав сивӗ фантазин хӑраса ӳкнӗ йӑхӗсем! ҫав хӗллехи тӗксӗм каҫсенче, пӑчӑ пӳртре ҫуралнӑ сӑнарсем-и?

На что мне, ваятелю, эти исчадия запуганной, холодной фантазии, эти образы, рожденные в духоте избы, во мраке зимних ночей?

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатӑп сана.

Поздравляю тебя с днем рождения.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир ҫеҫ мар, пирӗн хушӑра артиллеристсем те, Эльба урлӑ кӗпер хывса панӑ саперсем те, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулта ҫуралнӑ ҫамрӑк салтаксем те, хӑйсен пулас чаҫӗсене хӑваласа ҫитейменскерсем, пур.

И не только мы — рядом артиллеристы, саперы, наводившие переправы на Эльбе, новички двадцать седьмого года, не догнавшие свои будущие части.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

«Кунта 1925 ҫулта ҫуралнӑ артиллерист-разведчика, Баринов Александр Иванович комсорга, пытарнӑ.

«Здесь похоронен разведчик-артиллерист, комсорг Баринов Александр Иванович, рождения 1925 года.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсемпех ҫӗнтерӳшӗн савӑнаҫҫӗ, вилнисене ӑсатаҫҫӗ, вӗсемпех тин ҫуралнӑ ачасене алӑ ҫинче сиктереҫҫӗ, вӑрҫӑ ишӗлчӗкне ҫӗклеҫҫӗ.

И с ними радуются победе и оплакивают убитых, с ними качают на руках новорожденного ребенка и поднимают из руин разрушенное.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Манӑн шӑллӑм ҫуралнӑ — Игорек ятлӑ.

Смотри, у меня братишка родился — Игорек.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эп ҫуралнӑ кун.

День моего рождения.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хаҫатсем юнашарах, хӑвӑн аллунта тенӗ пек ҫуралнӑ чух вӗсем саншӑн уйрӑмах — хаклӑ, уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Газеты рождались рядом, почти под твоими руками, и от этого они были особенно дороги и значимы.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эп каллех ӑшра ҫуралнӑ сӑвӑ йӗркисем патне таврӑнтӑм:

Я опять возвращаюсь к придуманным строчкам:

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Тата, чим-ха, ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатӑп сана!

 — И, кстати, поздравляю с днем рождения!

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унӑн ҫут тӗнчере пӗлмен ыйту ҫук пуль, вӑл ыйтусем пама мар, ответлеме кӑна ҫуралнӑ пуль, тесе шутланӑччӗ эпир.

Нам казалось, что он знает все и создан для того, чтобы отвечать на вопросы, а не задавать их.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хурӑнлӑхра эпир ҫуралнӑ.

Мы родились среди берез.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Мӗнле шутлан, тете, ҫак кушак хӑйех ҫуралнӑ тетӗн-и?

— Дядя, а ты думаешь, котенок сам родился?

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Камчаткӑра чухнех эпӗ «Правдӑра» пӗр пӗчӗк заметка вуланӑччӗ, анчах эпӗ вӗсен вилӗ ҫуралнӑ текен проекчӗ мӗнле ҫул уҫнине ахалех чухлатӑп.

Я читал на Камчатке короткую заметку в «Правде», но я и так знаю все: как продвигался их проект, как его считали мертворожденным.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак пӗр-пӗрин валли ҫуралнӑ икӗ чӗрене пӗрлештерес шутпа майор хӑй сӑмах илчӗ.

Майор взял на себя роль посредника между этими двумя сердцами, созданными друг для друга.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен тӑрӑшни ахаль пулмарӗ, ҫапла вара вӗсем «Британин» хӗн-хур курнӑ морякӗсемпе пӗрле хӑйсем ҫуралнӑ тӑван ҫӗршывне килеҫҫӗ.

Их усилия увенчались успехом, и они возвращались на родину, имея на своём борту потерпевших крушение моряков с «Британии».

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Нивушлӗ пирӗн юлашкинчен ҫуралнӑ шанӑҫ та тӗтӗм пекех вӗҫсе кайӗ-ши? тетӗп.

Неужели и эта наша последняя надежда рассеется, как дым?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гарри Грант аслӑ ӗҫсем тума ҫуралнӑ ҫын, анчах иксӗмӗр хушӑмӑрта пирӗн тӑтӑшах пысӑк хирӗҫӳсем тухса каятчӗҫ.

Гарри Грант — человек, созданный для больших дел, но между нами часто возникали серьёзные разногласия.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑйне яланах чиккине ҫитерекен чӗрӗлӗхпе ҫуралнӑ, пӗр шанӑҫсӑр тӑрса юлнӑ Паганель ҫак самантра тыткӑнран ҫӑлӑнасси ҫинчен ӗненме пуҫларӗ.

Паганель, которого природная живость постоянно толкала на крайности, от совершенной безнадёжности мгновенно перешёл к полной уверенности в спасении.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed