Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫил the word is in our database.
Ҫил (тĕпĕ: ҫил) more information about the word form can be found here.
Карлӑклӑ пусмасем ҫумне те хӗрлӗпе кӑвак кӗмсӗрккесем сырӑннӑ; ҫил, кӗпе-йӗмсене варкӑштарса, ҫын кӗлеткисене тӗлӗнтермӗш формӑсем кӳнӗ, вӗсем е курпунлӑн, е ҫавраканнӑн, е хӑмпӑ пек тулса кайнӑн курӑннӑ.

К лесам тоже прилепились синие и красные комья; ветер, раздувая рубахи и порты, придавал людям странные формы, делая их то горбатыми, то круглыми и надутыми, как пузыри.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫыран хӗрринчи хӑва тӗмӗсем, ҫил ҫапнипе чӗтренсе, ҫӗр ҫумнелле йӑпшӑннӑ.

Кусты прибрежного ивняка низко склонялись к земле, дрожащие, гонимые ударами ветра.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫил, вичкӗннӗн кастарса, юханшыв ҫийӗпе вӗҫнӗ.

…Ветер резкими порывами летал над рекой.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн ҫӳҫне ҫил варкӑштарнӑ, сивӗ ҫумӑр питне пыра-пыра ҫапнӑ.

Ветер трепал ее волосы, холодный ливень хлестал в лицо.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫил лӑпланнӑ.

Ветер стих.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫил питӗ вӑйлӑ.

Уж очень большой сегодня ветер.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫил тата кӑҫалхи юр ҫинчен калаҫкаланӑ хыҫҫӑн, бригада начальникӗ ялти лару-тӑру ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Сказав несколько слов о ветрах и снегопадах в этом году, начальник бригады стал расспрашивать ее о положении в деревне.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫил татах та вӑйлӑланнӑ.

Ветер крепчал.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫил чечексен вӑррине вӗҫтерсе килет те, ҫав вӑрлӑх ҫуртсен тӑррине те ӳксе юлать.

Занесет ветром семена цветов на крышу.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Апла пулсан, эсӗ мана ҫакна кала-ха: Чжугэ Лян тӑшман карапӗсене ҫунтарса ярас тесе ҫырмана ҫил куҫарса пынӑ чух мӗнле закон тӑрӑх ӗҫленӗ.

А я вот возьму да спрошу. Скажи-ка мне, парень: когда Чжугэ Лян нагнал на реку ветер, чтобы сжечь вражеские корабли, по каким законам он действовал?

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑна эсир ҫил вӗрни вырӑнне кӑна хурӑр…

Посчитайте, вроде как ветер дунул…

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Уезд хулин урамӗсем тӑрӑх ҫил кустӑрмасем чӗриклетнӗ сасса салатса ҫӳренӗ, ялсене ӗҫлеме каякан арҫынсемпе хӗрарӑмсен хаваслӑ юрри илтӗнсе тӑнӑ.

Долго разносил ветер по улицам уездного города скрип колес, долго слышались радостные песни мужчин и женщин, направлявшихся на работу в районы.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сайра хутра ҫил аякра вӗрекен йытӑсен сассине илсе ҫитерет.

Ветер изредка доносил отдаленный лай собак.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫил вӗрнине, юр-ҫумӑр ҫунине, шыв шӑнкӑртатнине, ҫулҫӑ шӗпӗлтетнине — пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗр калаҫнине, хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑр ҫутине илтет-курать-тӗк, ӗмӗр-ӗмӗрех чӗрӗ вӑл, ӗмӗр-ӗмӗрех сывӑ этем.

Help to translate

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ӗнтӗ Христина ӗсӗклеме те пӑрахрӗ, ҫил тӑвӑнчӑкӗ пӑшӑрхантарнӑн, кӑкӑрӗ хумлӑн-хумлӑн хӑпара-хӑпара анчӗ унӑн; сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн шухӑшлӑ таҫта.

Help to translate

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫил улшӑннине сиснипе, тӑрук ун хирӗҫле юхӑмне лекем мар тени?

Help to translate

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫил лӗм те ҫук.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Типӗ ҫил пекех, тип тӑвӑл пекех, Ҫулса типӗтнӗ курӑк евӗрлех…

Суше ветра, суше буйного, Суше тон травы кошеные…

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗчченшерӗн ларакан йывӑҫсем, ейӳ айне пулнӑскерсем, йӑмӑххӑн йӑлтӑртатакан ешӗл ҫулҫӑсем кӑларнӑ пулнӑ, вӗсем, ҫӳлти турачӗсем таран шыва путса, ҫӑмӑл шар майлӑн курӑннӑ, пӗр кас ҫил килсенех, шывӑн тӗкӗр пек анлӑхӗ тӑрӑх эреветлӗн юхса каяс пек ларнӑ…

Одинокие деревья, затопленные разливом, уже покрывались ярко-зелеными блестками листвы, скрывая их стволы и отразив вершины, вода сделала их шарообразными, и казалось, что при малейшем дуновенье ветра они поплывут, причудливо красивые, по зеркальному лону реки…

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сивӗ те вӑя ҫӗклентерекен ҫил урам тӑрӑх кас-касӑн тустарса иртнӗ, ҫӳп-ҫапа хӑваланӑ, иртен-ҫӳренсен пичӗсем ҫине тусан вӗҫтернӗ.

Холодный, бодрящий ветер порывисто метался в улице, гоняя сор, бросая пыль в лицо прохожих.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed