Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуррине (тĕпĕ: пурӑ) more information about the word form can be found here.
Ним те туйса илме пултарайман амӑшӗпе ларни, ӑна итлени, хирӗҫ тавӑрса калани, унпа сӑмахлани — пурте Еленӑшӑн темле усал ӗҫ тунӑ пек туйӑнчӗ; вӑл хӑйӗн ӑшӗнче темле суялӑх пуррине туйрӗ, именме сӑлтав ҫук ҫӗртенех питне хӗретрӗ; кайран кирек мӗнле пулсан та, халь пӗр пытармасӑр каласа парас килни унӑн чӗринче пӗр хут кӑна мар хускалса илчӗ.

Сидеть с матерью, ничего не подозревающей, выслушивать ее, отвечать ей, говорить с ней — казалось Елене чем-то преступным; она чувствовала в себе присутствие какой-то фальши; она возмущалась, хотя краснеть ей было не за что; не раз поднималось в ее душе почти непреодолимое желание высказать всё без утайки, что бы там ни было потом.

XXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл каллех, чӑн-чӑн художник пулса, хӑйне хӑй намӑслантарнинче усӑ пуррине чухласа илнине ӗненӗн.

Ты убедишься в том, что он, опять-таки как истинный художник, чувствует потребность и пользу собственного заушения.

XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпир тин вара унӑн пуҫӗ ҫинче икӗ пуля шӑтӑкӗ пуррине асӑрхарӑмӑр.

Мы только тогда увиели две пули прошли через голову.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн кашниннех харпӑр хӑй вӑрманӗ пур, вӗсем пӗр евӗрлӗ мар пулин те, пӗрпеклӗх пуррине унта пурпӗр туятӑнах — пысӑк вӗсем, илемлӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр…

И, хотя у каждого был свой лес, не похожий на любой другой, в них было что-то общее — манящее, могучее, бескрайнее.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эп вара ҫак каҫ Наташа ҫинчен мӗн калама май пуррине йӑлтах Сашӑна каласа патӑм.

А я рассказывал в эту ночь Саше все, что мог, про нее.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун пек студи пуррине эсир, паллах, пӗлетӗр ӗнтӗ, сире ӑнлантарма кирлӗ мар.

Вы, конечно, знаете, что там есть такая студия?

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унӑн мӗн пуррине эпӗ пӗлетӗп-ха — хам куҫпа хам курнӑ: сали те пур унӑн, кӗрпи те сахал мар, кравать айӗнче пӗр ещӗк пӑрҫа та ларать.

Что было у шкипера, я видел: и сало было, и крупа нескольких сортов, и ящик с горохом под койкой.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эсир пуррине, пирӗн ҫурт, пирӗн хваттер, пирӗн пӳлӗм пуррине хӑнӑхни-и?

Привык к тому, что вы есть, как есть наш дом, наша квартира, наша комната.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вулама май пуррине йӑлтах вуласа пӗтернӗ пек туйӑнать.

Кажется, все перечитал, что было можно.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Йывӑр ӑнланма чӑнах та Ырӑ тунсӑх пуррине!

Даже в грусти есть хорошее, То, что многим не понять!

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах яхта ҫинчи пассажирсем пӗри те хӑйсем пуррине пӗлтермеҫҫӗ.

Но пассажиры яхты не подавали никаких признаков жизни.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юлашкинчен, ӗнер чуллӑ ҫӗр ҫине хӑпартӑм та, хӗвеланӑҫӗнче тӗтӗм пуррине асӑрхарӑм.

И вот, наконец, вчера я взобрался на вершину скалы и вдруг заметил на западе лёгкий дымок.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вулкан пуррине чӑнласах кӑтартса парать ку вут, — терӗ вут ҫине тинкерсе пӑхакан Паганель.

— Вот что подтверждает предположение о вулкане, — сказал Паганель, внимательно наблюдавший за вспыхнувшим на острове огнём.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тепӗр икӗ кунтан вахтӑра тӑракан матрос горизонтра ҫӗр пуррине курчӗ.

Через два дня вахтенный увидел землю на горизонте.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫамрӑк капитан мӗн чухлӗ кӑмрӑк пуррине тӗрӗслесе тухрӗ.

Молодой капитан обследовал угольные ямы.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Дикарьсем тапӑнас ҫуккине аванах пӗлсе ҫакна вӑл хӳтӗленме мӗнле майсем пуррине шырама мар, тухса тапма майлӑрах вырӑн шыраса тупас тӗлӗшӗпе тума хушрӗ.

Не для того, чтобы выяснить возможность защиты её, — он не опасался нападения со стороны дикарей, — а для того, чтобы поискать наивыгоднейшее направление побега.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ҫакӑн пек хӑрушлӑхсем пуррине пытарса тӑмасть.

Гленарван не скрывал от себя опасности этого положения.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫывхарах пырсан, Гленарван ҫак хӳме варринче чӑнласах та Ҫӗнӗ Зеланди ҫулпуҫӗн масарӗ пуррине ӑнланчӗ.

Подойдя ближе, Гленарван убедился, что перед ними действительно находилась усыпальница новозеландского вождя.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ сирӗн пата кӗме май пуррине пӗлтӗм.

Я увидел, что смогу добраться до вас.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Храмра тыткӑнҫӑсем пуррине пӗлеҫҫӗ-ши вӗсем?

Знали ли они про то, что в храме находятся пленники?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed