Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вилӗсем умӗпе васкавлӑн чупса иртрӗ вӑл, сӑрт хысакӗ хыҫне пытанма ӗлкӗрейменнисене пере-пере пынӑ май кӗтмен ҫӗртен аманнӑ фашиста тӗл пулчӗ; лешӗ сасартӑк сиксе тӑчӗ те, штыкне ярса илсе, ун ҫинелле сиксе ӳкрӗ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗр минутлӑха та иккӗленсе тӑмасӑр Уча партизансене атакӑна ҫӗклерӗ, вӗсем вара, пынӑ ҫӗртех пере-пере, хӑйсем ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑннипе ҫухалса кайнӑ хӑмӑр пустав тумлӑ салтаксем патнелле чупрӗҫ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пирӗн отряд ҫывӑхрах, вӑл сирӗн хута кӗрӗ, — лӑплантарчӗҫ вӗсене Гвозденпа Павӑл; ку тапӑну вӗсемшӗн те кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ курӑнать.Отряд здесь, он защитит вас, — успокаивали их Гвозден и Павле, еще не понимая, откуда на них напали.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл кӗтмен ҫӗртен килсе тухнипе хӗрарӑмсем ӗсӗклеме чарӑнчӗҫ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑрмантан кӗтмен ҫӗртен Павӑл тухрӗ те хыттӑн та татӑклӑн: — Мӗн шавлатӑр! Кунта харкашу пулӑшмасть, — терӗ.— Павле внезапно появился из леса и сказал: — Чего раскричались? Руганью тут не поможешь.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӗтмен ҫӗртен пулнипе фашистсем иккӗшӗ винтовкисене пӑрма та ӗлкӗреймерӗҫ, пуртӑ айне пулчӗҫ.Ошеломленные фашисты не успели и повернуться с винтовками, как оказались под топорами.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ шурлӑхлӑ айлӑмра тӑшман йӗрӗсем сасартӑк ҫӗтрӗҫ.В заболоченной низине, которая возникла внезапно, следы вдруг исчезли.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кӗтмен ҫӗртен темле инкек сиксе тухсан та, Кларк аптрамӗ, вӑл мӗн тумаллине тӗплӗн шухӑшласа хунӑ, унӑн хастарлӑхӗ, нумай ҫулсем хушши вӗренни, чее пулни пур ӗҫе те татса парӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсен нарячӗ кӗтмен ҫӗртен сасартӑк сиксе тухма пултарать, хӑрушлӑх иртрӗ-ха тесе шухӑшланӑ самантрах вӗсем «стой!» тени чӗрене ҫурма пултарать.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унӑн пӳ-сийӗпе ҫакӑн пек хӑтланни пачах кӗтмен ҫӗртен пулчӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ӑна кӗтмен ҫӗртен, сутӑнчӑкла вӗлернӗ пулас: темле тимӗрпе ӗнсерен ҫапнӑ та пуҫ чашкине ҫӗмӗрнӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кӗтмен ҫӗртен унӑн пичӗ ҫинче ҫӗнӗ пӗркеленчӗксем палӑрчӗҫ, куҫӗсем шаларах путса кӗчӗҫ, кулли улшӑнчӗ, пӗтӗм пичӗ ҫав тери сӑнсӑрланса кайрӗ те маншӑн аран-аран палламалла пулса тӑчӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Астусах тӑратӑп, хамран ҫапла ыйтсан, эпӗ вӑтанса кайрӑм, анчах ҫакӑнпа пӗрлех, хам пачах кӗтмен ҫӗртен, мӑнаҫлӑн кулкаласа илтӗм те, ытла та хӑпартлануллӑн французла калаҫа пуҫласа, вводнӑй предложенисем кӗрте-кӗрте, тем тери упи-супи сӑмахсем каларӑм, ҫав сӑмахсене халӗ, вуншар ҫул иртнӗ хыҫҫӑн та, аса илме намӑс.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра ҫурхи кунсем ҫиҫнӗ, укҫи кӗтмен ҫӗртен нумай пулнӑ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара Катенька мана: «Хӗр пуян ҫынна качча тухма шутлать-тӗк, вара ку юрату пулмасть, пуянлӑх ниме пӗлтермен япала ҫеҫ, уйрӑлса пурӑннӑ чух та сӗвӗрӗлме пӗлмен юрату кӑна чӑн-чӑн юрату пулать, терӗ (ку сӑмахсемпе вӑл хӑй Дубкова юратни ҫинчен систерсе каланине ӑнлантӑм эпӗ). Володя эпир мӗн калаҫнине итленӗ пулас, вӑл кӗтмен ҫӗртен чавсаланса ларчӗ те ыйтуллӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малти пӳлӗмре эпӗ кӗтмен ҫӗртен аттене тӗл пултӑм, вӑл вӗттӗн-вӗттӗн пусса экипаж ҫине ларма васкаса утать.В передней я столкнулся с папа, который мелкими, скорыми шажками шел садиться в экипаж.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, эхер, пырса кӗчӗ ман пуҫа, Дмитрий кӗтмен ҫӗртен Любочкӑна юратса пӑрахас пулсан, — Любочка ӑна юратса пӑрахнӑ-ҫке, — ӑна качча илме шутласан?
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хӗр ҫине тарӑхрӑм, апла пулин те, сӑрӗ кайнӑран тӗссӗрленнӗ кӗпер карлӑкӗ, пӗве ҫинелле ӳпӗннӗ хурӑнтан усӑнса аннӑ туратӑн шыври мӗлки, йывӑҫӑн ытти турачӗсемпе пӗрлешесшӗн пулнӑ пек туйӑннӑскер, шурлӑх шӑрши, вӑрамтунана ҫамка ҫинче вӗлерни, хӗр тинкерӳллӗн пӑхса чаплӑн тӑни — ҫаксем кайран ман асӑма пачах кӗтмен ҫӗртен час-часах киле-киле тухрӗҫ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.