Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
9. Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ хӑйӗн тӗлӗкне Иосифа каласа кӑтартнӑ, ӑна каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн умӑмра иҫӗм ҫырли йывӑҫӗ ларать пек; 10. йывӑҫӗн виҫӗ турат пек; йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫеҫке ҫурчӗ пек, ҫырлисем те ӳссе, пиҫсе ҫитрӗҫ пек; 11. фараон курки манӑн аллӑмра пек; эпӗ ҫырлисене татса илтӗм те, сӗткенне фараон куркине пӑчӑртаса юхтартӑм та куркине фараон аллине тыттартӑм пек, тенӗ.

9. И рассказал главный виночерпий Иосифу сон свой и сказал ему: мне снилось, вот виноградная лоза предо мною; 10. на лозе три ветви; она развилась, показался на ней цвет, выросли и созрели на ней ягоды; 11. и чаша фараонова в руке у меня; я взял ягод, выжал их в чашу фараонову и подал чашу в руку фараону.

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иосиф каланӑ: ӑна ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара? мана каласа кӑтартӑр-ха, тенӗ.

Иосиф сказал им: не от Бога ли истолкования? расскажите мне.

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӗсем ӑна каланӑ: эпир тӗлӗк куртӑмӑр; ӑна ӑнлантарса паракан ҫын ҫук, тенӗ.

8. Они сказали ему: нам виделись сны; а истолковать их некому.

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иосиф хӑйӗн хуҫин ҫуртӗнче хӑйпе пӗрле хурал аллинче ларакан фараонӑн аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн паян сирӗн сӑнӑр салхуллӑ? тенӗ.

7. И спросил он царедворцев фараоновых, находившихся с ним в доме господина его под стражею, говоря: отчего у вас сегодня печальные лица?

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Арӑмӗ ӑна ҫав сӑмахсенех каласа панӑ, ӑна каланӑ: эсӗ пирӗн пата илсе килнӗ еврей чура ман патӑма мана мӑшкӑллама кӗчӗ, [мана: санпа выртса ҫывӑрам, терӗ,] 18. анчах эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса ятӑм та, [ҫакна илтсессӗн,] вӑл ман патӑма хӑйӗн тумтирне пӑрахса хӑварсах тухса тарчӗ, тенӗ.

17. И пересказала ему те же слова, говоря: раб Еврей, которого ты привел к нам, приходил ко мне ругаться надо мною [и говорил мне: лягу я с тобою], 18. но, когда [услышал, что] я подняла вопль и закричала, он оставил у меня одежду свою и убежал вон.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл ман патӑма манпа ҫывӑрма кӗчӗ, анчах эпӗ хытӑ кӑшкӑрса ятӑм та, 15. эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса янине илтсессӗн, вӑл хӑйӗн тумтирне ман аллӑмра хӑварса чупса тухса тарчӗ, тенӗ.

Он пришел ко мне, чтобы лечь со мною, но я закричала громким голосом, 15. и он, услышав, что я подняла вопль и закричала, оставил у меня одежду свою, и побежал, и выбежал вон.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Хуҫа арӑмӗ Иосифа куллен-кун ҫапла каланӑ, анчах Иосиф ӑна итлемен: унпа ҫывӑрма, унпа пӗрле пулма килӗшмен; 11. пӗр кунхине Иосиф пӳрте хӑйӗн ӗҫне тума кӗнӗ, килтисенчен пӳртре никам та пулман; 12. арӑм ӑна тумтирӗнчен ярса илнӗ те: манпа вырт, тенӗ.

10. Когда так она ежедневно говорила Иосифу, а он не слушался ее, чтобы спать с нею и быть с нею, 11. случилось в один день, что он вошел в дом делать дело свое, а никого из домашних тут в доме не было; 12. она схватила его за одежду его и сказала: ложись со мной.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Анчах Иосиф килӗшмен, вӑл хӑйӗн хуҫин арӑмне каланӑ: акӑ манӑн хуҫам эпӗ пур чухне хӑй килӗнче нимӗншӗн те пӑшӑрханмасть, хӑйӗн мӗн пуррине вӑл йӑлтах ман аллӑма пачӗ; 9. ҫак килте манран асли ҫук; вӑл мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем? тенӗ.

8. Но он отказался и сказал жене господина своего: вот, господин мой не знает при мне ничего в доме, и все, что имеет, отдал в мои руки; 9. нет больше меня в доме сем; и он не запретил мне ничего, кроме тебя, потому что ты жена ему; как же сделаю я сие великое зло и согрешу пред Богом?

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иосифа хуҫи арӑмӗ куҫ хывнӑ та ҫапла каланӑ: манпа ҫывӑр, тенӗ.

7. И обратила взоры на Иосифа жена господина его и сказала: спи со мною.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпи карчӑкӗ: епле эсӗ чарака татса тухрӑн? тенӗ.

И она сказала: как ты расторг себе преграду?

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иуда палласа илнӗ те каланӑ: вӑл манран тӳрӗрех, эпӗ ӑна хамӑн Шела ывӑлӑма памарӑм, тенӗ.

26. Иуда узнал и сказал: она правее меня, потому что я не дал ее Шеле, сыну моему.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тата: ҫак пичетлӗ ҫӗрӗ, пуҫ ҫыххи, туя камӑн? — палла, тенӗ.

И сказала: узнавай, чья эта печать и перевязь и трость.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иуда: илсе тухӑр ӑна, ҫунтарса яччӑр ӑна, тенӗ.

Иуда сказал: выведите ее, и пусть она будет сожжена.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Виҫӗ уйӑха яхӑн иртсессӗн, Иудӑна каланӑ: санӑн Фамарь кинӳ аскӑна ернӗ, акӑ вӑл аскӑнланса йывӑр ҫын пулнӑ, тенӗ.

24. Прошло около трех месяцев, и сказали Иуде, говоря: Фамарь, невестка твоя, впала в блуд, и вот, она беременна от блуда.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иуда каланӑ: эппин, япалисем ун патӗнчех юлччӑр, пирӗнтен ҫын куласси ҫеҫ ан пултӑр; акӑ эпӗ ҫак качака путеккине парса ярсаттӑм, анчах эсӗ ӑна тупаймарӑн, тенӗ.

23. Иуда сказал: пусть она возьмет себе, чтобы только не стали над нами смеяться; вот, я посылал этого козленка, но ты не нашел ее.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӑл каялла Иуда патне таврӑннӑ та каланӑ: эпӗ ӑна тупаймарӑм; унти ҫынсем те: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, терӗҫ, тенӗ.

22. И возвратился он к Иуде и сказал: я не нашел ее; да и жители места того сказали: здесь не было блудницы.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗсем: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, тенӗ.

Но они сказали: здесь не было блудницы.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вара ҫав вырӑнти ҫынсенчен ыйтнӑ: Енаимра ҫул хӗрринче ларакан аскӑн арӑм ӑҫта? тенӗ.

21. И спросил жителей того места, говоря: где блудница, которая была в Енаиме при дороге?

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Фамарь каланӑ: хӑвӑн пичетлӗ ҫӗррӳне, пуҫ ҫыххине тата аллунти туюна пар, тенӗ.

Она сказала: печать твою, и перевязь твою, и трость твою, которая в руке твоей.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вӑл: сана мӗнле салук парса хӑварас? тенӗ.

18. Он сказал: какой дать тебе залог?

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed