Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑнтӑр the word is in our database.
Кӑнтӑр (тĕпĕ: кӑнтӑр) more information about the word form can be found here.
1942 ҫулта ҫуллахи вӑхӑтра, пӗтӗм Мускав халӑхӗ ӗҫленӗ ҫӗртех пурӑннӑ чух, ҫитменнине тата кӑнтӑр вӑхӑтӗнче, ӗҫленӗ кунхине Жуков профессор килте пулманнинчен тимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.

Ничего удивительного не было в том, что летом 1942 года, когда почти все москвичи жили на работе, да ещё днём, в служебное время, я не застал профессора Жукова дома.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Августра мана хам экипажӑмпа Кӑнтӑр фронтӗнчи летчиксен ҫарне ячӗҫ.

В августе я с экипажем был переброшен в распоряжение ВВС Южного фронта.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑнтӑр фронтӗнчеччӗ эпӗ, йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ те пире, аран хӑтӑлтӑм.

Я был на Южном фронте. Попал в окружение и вырвался чудом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пысӑк Петьӑна эпир Собор садӗнче куртӑмӑр, тахҫан эпир Саньӑпа шӑпах ҫав вырӑнта кӑнтӑр варринче уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курасчӗ тесе выртсаттӑмӑр.

Большого Петю мы находим в Соборном саду, на том самом месте, где он и Саня лежали когда-то, стараясь днём увидеть луну и звёзды.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пурнӑҫӗ мӗнле пынине тӗплӗн пӗлменни кӑна та мар, — сӑмахран каласан, иртнӗ ҫулхине унӑн партийӗ (вӑл геологсен партин начальникӗнче ӗҫлетчӗ) Кӑнтӑр Уралта пысӑк ылттӑн ҫӑлӗ тупнӑ иккен, е тата фото ӗҫне юратакансен выставкинче ун сӑнӳкерчӗкӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

И дело вовсе не в том, что я не знал многих фактов ее жизни, — например, что в прошлом году ее партия (она работала начальником партии) нашла богатое золотое месторождение на Южном Урале или что на выставке фотолюбителей ее снимки заняли первое место.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн асӑнни те «Св. Мария» Югорский Шара ҫитсен Карск тинӗсӗн кӑнтӑр енче пӑр капланса тӑнине пула якӑрпа тӑракан суту пӑрахучӗсене тӗл пулни ҫинчен калани кӑна.

Он упоминал только о том, что в Югорском Шаре «Св. Мария» встретила несколько торговых пароходов, стоявших на якорях в ожидании, когда разойдутся льды, заполнявшие южную часть Карского моря.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑнтӑр тӗлнелле хыттӑн шавлама, кӑшкӑрашма тытӑннине илтрӗмӗр.

Около полудни услышали мы необычайный шум и крики.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

1988 ҫулта Сеулри /Кӑнтӑр Корея/ XXIV Олимпиадӑра финалти вӑйӑра Бразили командине парӑнтарса тепӗр хут чемпион пулса тӑрать.

Help to translate

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Викӑпа иксӗмӗр те - кӑнтӑр енчен, хӑнана сӑйлама юрататпӑр, ҫавӑнпа пирӗн сӗтел тулли пулмалла.

Мы с Викой оба - с юга, любим принимать гостей, стол должен быть хорошо накрыт.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed