Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗпе (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
«Эх, ҫав Макар хӑйӗн пахча ҫӗрне мана сутса ярсанччӗ — мӗнешкел лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Хӑй вӑл пур пӗрех сад ӗҫӗпе аппаланмасть, ҫӗре усӑсӑр вырттарать, улмуҫҫийӗсене те мулкачсем кӑшласа пӗтереҫҫӗ, карти-хури япӑхран пахча ҫимӗҫне те сыснасемпе качакасем тустараҫҫӗ. Маначчӗ ҫав ҫӗре!» — ӑмсанса шухӑшларӗ Лавр, вӑрттӑн ӗмӗтне никама пӗлтермесӗр.

Help to translate

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл мана хӑй ӗҫӗпе хапӑлласах паллаштарчӗ, малашнехи ӗмӗчӗсем ҫинчен те каларӗ, сӑмах майӗн ӑнӑҫсӑр председателе те ятласа илчӗ:

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ ҫын хӑйӗн пархатарлӑ ӗҫӗпе тивӗҫлипех мухтаннине сисрӗм те нимӗн калаймарӑм.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Куму та сад ӗҫӗпе аппаланать-им?

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫапла, вӗсем хӑйсен ӗҫӗпе патшалӑх ӗҫне шутласа хаклама пӗлнӗрен тарӑхса калаҫатчӗҫ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Хӑйсен ӗҫӗпе чапа тухнӑ хуралҫӑсене епле асӑнса хӑвармӑн-ха кунта?

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тимафи ӑна хӑй ӗҫӗпе паллаштарчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн пата вӗсен ӗҫӗпе паллашма район хаҫат редакцийӗнчен ҫын килнӗччӗ, унпа пӗрле пулчӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл киличчен пирӗн лесничествӑра вӑрман ӗҫӗпе ӗҫлекен хӗрарӑм таврашӗ пулман.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сазонов юлташ мана чи лайӑх виҫӗ лесничество ӗҫӗпе паллаштарчӗ, вӗсенчен пӗрне суйласа илме сӗнчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кашни хӑй ӗҫӗпе тӑрмашать, ӗҫкӗ ӗҫекен те пур.

Help to translate

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Кил хуҫи самаях хӗрӗнкӗ ӗнтӗ, унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе мухтанас килет.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Уйӑх каялла манӑн редакци ӗҫӗпе Шупашкартан Хурамала кайса килме тиврӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Суту-илӳ ӗҫӗпе революци ӗҫне хутӑш туса пыни хресчен ӗҫӗ валли вӑхӑт хӑвармасть пулмалла.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл ӗнтӗ, вӑрман ӗҫӗпе пуйса ял кулакӗнчен пысӑк хуҫана тухнӑскер, баронран кая мар ҫӗр улпучӗ хӑй пулса тӑрать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӗпрен илсен, ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ чӑваш ҫӗршывӗнче те ҫак тапхӑрта кивӗ, ӗлӗкрен хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗрки-йӑлисем хӑвӑрт йӑшса пыма тытӑнаҫҫӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эпӗ, чӑн та, ҫӗр ӗҫӗпе килнӗ. — хуравларӗ Микула.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Николай Степанович, паҫӑр эсир мана кунта ҫӗр ӗҫӗпе килнӗ терӗр?

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкассинче Михха пур та, вӑл халӑх ӗҫӗпе ҫыхланас ҫук.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун ҫӗр ӗҫӗпе Энӗшкассин уполномоченнӑйӗ пуласшӑн ҫуннине тахҫанах пӗлет вӑл.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed