Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрсе (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Пирӗн ытти масарсем пекех, вӑл хурлӑхлӑн курӑнать: ун таврашӗнчи канавсем тахҫанах ҫеремпе витӗннӗ, сӑнсӑрланнӑ йывӑҫ хӗрессем тахҫан ӗлӗк сӑрланӑ ҫивиттисем айӗнче пуҫне пӗксе ҫӗрсе лараҫҫӗ, чул плитасем, такам аялтан тӗртнӗ пек, пурте вырӑнтан хускалнӑ; икӗ-виҫӗ ҫаралса юлнӑ йывӑҫ кӑшт кӑна сулхӑн параҫҫӗ, виле тӑприсем хушшинче сурӑхсем чарусӑррӑн ҫӳреҫҫӗ…

Как почти все наши кладбища, оно являет вид печальный: окружавшие его канавы давно заросли; серые деревянные кресты поникли и гниют под своими когда-то крашеными крышами; каменные плиты все сдвинуты, словно кто их подталкивает снизу; два-три ощипанных деревца едва дают скудную тень; овцы безвозбранно бродят по могилам…

XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ӑҫта сӗкӗнтӗн эсӗ, пакарту ҫаплах ҫӗрсе юхнӑ пулсан?

Куда ты лез, ежели у тебя кишка такая слабая?

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Выртаттӑнччӗ халь Вешенски хӑйӑрӗ айӗнче, хальччен чӗрнӳсем те ҫӗрсе каятчӗҫ ак…

Лежал бы теперь в вешенских бурунах, и ноготки обопрели бы…

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑн-пит юхса тухӗ, пӗтӗмпе типсе хӑрса кайӑп, чӗрӗ ҫӗртенех ҫӗрсе пырӑп…

Красота моя пропадет, высохну вся, живьем буду гнить…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ку чирпе сӑмсасем ҫӗрсе юхаҫҫӗ…

От какого носы проваливаются…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнтах тата ҫӗрсе пӑсӑлнипе кӳпчесе ирсӗрленнӗ вӑкӑрсемпе лашасен йӗрӗнчӗк шӑршӑллӑ виллисем йӑваланса выртаҫҫӗ.

И тут же валялись раздувшиеся, обезображенные разложением, зловонные трупы быков и лошадей.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Катӑркас тӗмӗ айӗнчен ҫӗрсе выртакан пӗлтӗрхи ҫулҫӑсен ӳсӗртсе яракан йӳҫек шӑрши сӑрхӑнса тӑчӗ.

А из-под куста боярышника сочился бражный и терпкий душок гниющей прошлогодней листвы.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аяккарахра, ытамлашнӑ ӳсӗрсем пек, икӗ ҫӳлӗ юпа айккинелле тайӑлса лараҫҫӗ, вӗсен тӑрринчи хӑма татӑкӗсем ҫӗрсе мӑкланнӑ, хапхине тӑпсинчен кӑларса илсе кайнӑ…

На отшибе, как пьяные гуляки в обнимку, нелепо кренились на сторону два высоких столба с ветхим замшелым козырьком — створки ворот сняли с петель и унесли…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӗрӗп хӑвӑрт пуҫне пытарать, урисене пуҫтарса чикет те пӗр хушӑ, шӑртне тӑратса, ҫӑмха пек хутланса выртать, унтан майӗпен тӳрленсе, урисене сивӗ ҫӗре перӗнтерет, хӗвелҫаврӑнӑш тунисене ҫапӑнса, ҫӗрсе кайнӑ йытпыршин типӗ тусанне хӑй айне туса, шуса пыракан кӑвак чӑмӑркка пек пӗлтӗртетсе каять.

А еж стремительно прячет голову, втягивает ножки и с минуту лежит нащетинившимся клубком, потом медленно распрямляется, касается ногами холодной земли и катится скользящим серым комом, натыкаясь на подсолнечные будылья, приминая сухой прах сопревшей повители.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан ҫамрӑк йӗкӗте аслашшӗсемпе ватӑ аслашшӗсен шӑмми-шакки ҫӗрсе пӗтнӗ масар ҫине пытарма тӑван хуторне турттарса кайӗҫ.

Отвезут парня на родной хутор схоронить на могилках, где его деды и прадеды истлели.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Час ҫӗрсе пӑсӑлас ҫук.

Не скоро испортится.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нумай казаксем тухмарӗҫ хуторта — вӗсене Галици, Буковина, Хӗвелтухӑҫ Прусси, Карпат, Румыни хирӗсенче ҫӗтере-ҫӗтере хӑварнӑ; вӗсем вилесем пулса выртса юлнӑ ӗнтӗ, тупӑсем кӗмсӗртетсе кӗл тунӑ кӗрлевре ҫӗрсе пӗтнӗ; халӗ тӑвансен масарӗсен ҫӳллӗ тӗмескисене хыт хура сырса илнӗ, ҫумӑр пусӑрӑнтарнӑ, кӗрпеклӗ сивӗ юр шӑлса кайнӑ.

Многих недосчитывались казаков, — растеряли их на полях Галиции, Буковины, Восточной Пруссии, Прикарпатья, Румынии, трупами легли они и истлели под орудийную панихиду, и теперь позаросли бурьяном высокие холмы братских могил, придавило их дождями, позамело сыпучим снегом.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Большевиксем пӑтратнипе ҫар аялтан ҫӗрсе хӑпарать.

Снизу гниет армия, разлагаемая большевиками.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрмере ҫӗрсе ларӑн, тӑрӑшни-туни йӑлтах харама кайӗ, ху нимсӗр тӑрса юлӑн…»

В тюрьме сгниешь, все труды пропадут, всего лишишься…»

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Малтан хӑма тупса парӑр-ха, — терӗ ӑна Ҫемен, пӳрнисемпе ҫӗрсе тӗпреннӗ хӑма татӑкӗсене урапаран хӑйпӑтса.

— Сперва раздобудьте доску, — ответил Семен, отдирая пальцами сгнившие куски лопасти.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӗрсе кайрӗҫ вӑл никӗссем, тутӑхпа витсе ҫисе ячӗҫ вӗсене вӑрҫӑн тӗлӗнмелле хӑрушла киревсӗрлӗхӗсем, ҫавӑнпа та вырӑнтан тӗртсе хускатакан вӑй кӑна кирлӗ пулнӑ.

Подгнили эти устои, ржавью подточила их чудовищная нелепица войны, и нужен был только толчок.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ халь ҫӗрсе кайнӑ пулӑттӑм, ман ӳтӗме хуртсем ҫисе янӑ пулӗччӗҫ…

Теперь я истлевал бы, моим телом нажирались бы черви…

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӳхлеҫҫӗ казачкӑсем, вӗсен тӑванӗсем-тусӗсем кашни кун юн тӑкаҫҫӗ, пуҫӗсене хураҫҫӗ, унтан куҫӗсене сӳнтерсе, нихҫан вӑранми ыйха путса, Австри, Польша, Прусси ҫӗрӗсенче тупӑ сассипе ҫӗрсе кайса, тӑпра пулаҫҫӗ…

Ложились родимые головами на все четыре стороны, лили рудую казачью кровь и, мертвоглазые, беспробудные, истлевали под артиллерийскую панихиду в Австрии, в Польше, в Пруссии…

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Виҫӗ эрне ура салтса курман, чӑлхасем тарпа пӗтӗмпех ҫӗрсе кайрӗҫ.

Знаете ли, третью неделю не разуваюсь, карпетки истлели от пота…

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аттен пӗлесчӗ хӑй ывӑлӗн пурнӑҫ йӗрки картлашкисем ҫӗрсе кайнине…

Знал бы батя, что у сына подгнили нравственные стропила…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed