Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитиччен (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
— Кун пек хыт кукарлансан Ашхабада ҫитиччен сирӗнтен ҫын ӗренки те юлмӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вӑл Сурпаш тӑрӑхӗнчи Ҫӑкалӑхра вунҫичӗ ҫула ҫитиччен пурӑннӑ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кашни улмуҫҫиех хура турачӗсене хӗвел патнелле кӑнтарнӑ: шартлама хӗл ҫитиччен ӑшӑнса-хӗртӗнсе юласшӑн тейӗн.

Help to translate

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӑл ҫап-ҫамрӑк мар, хӗрӗх урлӑ каҫнӑ туллирех кӗлеткеллӗ арҫын, хырӑмӗ те кӑштах палӑрать, кунсӑр пуҫне алра чӑматан тата, ҫавна май Моляков перекет кассин ҫурчӗ тӗлне ҫитиччен тарламах, ӑшша пиҫмех ӗлкӗрчӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Кӗпӗрнатор янӑ отряд килсе ҫитиччен вӑл хӑйӗн вырӑнне ҫирӗплетме шутларӗ.

Help to translate

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уттар утна, чуптар утна, Мальен юта ҫитиччен.

Help to translate

Улттӑмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялтан тухса, уй хапхи тӗлне ҫитиччен, чӑваш йӑлипе ӑсату-уйрӑлу юрри юрламалла.

Help to translate

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ӗмӗрне этем йӗркеллех пурӑнса ирттерет, лаша ӗмӗрӗнче выльӑх пек ӗҫлет, йытӑ ӗмӗренче, аллӑран ҫитмӗл пиллӗке ҫитиччен, йытӑлларах пурӑнать, ачисене йӗркене кӗртме тӑпӑшать, мӑнукӗсене пӑхать, юлашки ҫирӗм пилӗк ҫулне вара, ватӑлса ҫитнӗскер хӑйне упӑтеллерех тыткалать.

Help to translate

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта ҫитиччен пирӗн тем тӗрлӗ хӗн-асап та чӑтса ирттермелле пулӗ-ха.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл унчченхи пек ватлӑха ҫитиччен лӑпкӑн та хуйхӑсӑр пурӑнса ирттересчӗ тесе шухӑшламасть, ҫав лӑпкӑлӑха килес кунри телей, ырлӑх, ирӗклӗх ячӗпе никӗсӗ-мӗнӗпех ватать.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑй пурнӑҫне ватлӑха ҫитиччен йӗркеллӗн, лӑпкӑн пурӑнса ирттересси пирки ҫеҫ шухӑшлатчӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша пире кӗтсе тӑмӗ, эпир ӑна хӑваласа ҫитиччен вӑл Мускава та илме ӗлкӗрӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савнине учӗ патне ҫитиччен йӑтса кайса кӑна ӗлкӗресчӗ, унта вара ӑна никам та хуса ҫитес ҫук.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, Сарӑкун ҫӗршывне ҫитиччен Савантер пеккисемпе пайтах кӗрешмелле пулать-ха ӗнтӗ.

Help to translate

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑр хӗрӗнчен пуҫласа Сӗве патне ҫитиччен!

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Пӗлӗте ҫитиччен кӑмӑлтан салам!

Help to translate

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пур ҫӗре те Урхан чапӗ сарӑлнӑ, Пур ҫӗрте те Урхана асӑннӑ: Сӑр хӗрӗнчи Етӗрне хулинчен Атӑл ҫинчи Шупашкара ҫитиччен Янрать Урхан ячӗ ҫӗкленсе, Курайман тӑшмансен кӑмӑлне хистесе.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑнтӑрла ҫитиччен нимӗнле улшӑну та пулмарӗ.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Фашистсем килсе ҫитиччен пирӗн тарса ӗлкӗрес пулать! — хыттӑн каларӗ пиччӗшӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Хӑвӑртрах тепӗр машина килсе ҫитиччен вӑрмана тултатпӑр! — тет васкаса Кирук.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed