Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑлхав ҫыннисем Боримечкӑна лешне хуса ҫитме хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ иккен, анчах вӑл улӑп пек сарлакан яра-яра пусать пулин те, ҫарран чупакан тикана ниҫтан ҫитеймест.
XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑв пурӑнса курнине ним те ҫитеймест.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрарӑм ҫакӑн пек пӑхӑнса тӑмасан, унӑн ҫакӑн пек власть пулсан тата унсӑр пуҫне ҫынсем хӑйсем те арҫын хӗрарӑма пӑхӑнса тӑни тӗрӗс тесе шутласан, урӑхла каласан, упӑшки хӑйне арӑмӗпе актрисӑна хисеплекен ҫын хӑйне актриса пек тыткаланӑ пек тыткаласан — ку пурнӑҫа вара нимӗн те ҫитеймест».
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫумӑр вара мана хӑваласа ҫитеймест.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсен вӑрлӑхлӑх тырри ҫитеймест.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫурт тума ҫитеймест.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Санька тек мухтанать — эпӗ тет, мана никам та хуса ҫитеймест, тет.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсӗ тырӑ тума пуҫлани пӗр эрнене ҫулталӑк ҫитеймест, сана пулӑшма та пӗчӗккисене ҫеҫ панӑ.В хлеборобах ты ходишь без году неделю, в помощники тебе дали малолеток зеленых…
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сан пата кунта ҫут тӗнчери пӗр хыпар та ҫитеймест вӗт?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн ҫитеймест ӑна?
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта пурӑнакансенчен никам та пӗлӗт ҫинчи усала систерекен паллӑсене те, вут ҫӑмхисене те, сасартӑк тӗнче тӗттӗмленнине те курман, курнине те астумасть, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем ӗрчемеҫҫӗ; саранча вӗҫсе ҫитеймест; хытӑ мӗкӗрекен арӑслансем те, тигрсем те, упасемпе кашкӑрсем те пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта вӑрмансем ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр тесен, тивӗҫлине калас пулать, вӗсен юратӑвне градус ҫине пайласан, вӑл нихҫан та вӗри патне ҫитеймест.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурӑнаҫҫӗ ҫав ҫынсем, читлӗхри кайӑксем пек, пӗчӗк йӑвасенче, кашнинчех вуншарӑн, тӳррипе илсен, пурин валли сывлӑш та ҫитеймест.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кунта ҫитеймест.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем пекех, эпӗ те, Саня вӗҫсе кайсан таврӑнмалли вӑхӑта ҫитеймест те, вара дежурнӑя мӗн йӑлӑхтариччен отряд штабне пӗр-вӗҫӗмсӗр телефонпа шӑнкӑртаттаратӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ватӑ пулӑҫӑ пирӗн ҫине иксӗлми интереспа пӑхса тӑрать, вӑл мӗскер пуласса, ахӑрнех, ӑнкарсах ҫитеймест.Старый рыбак с интересом следил за нами, не очень еще понимая, что должно произойти.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑна лейкӑ питех те кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ, анчах укҫам ҫитеймест.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чемоданӑма урапа ҫине хума хушрӑм, вӑкӑрсене тӑварса лашасем кӳлме каларӑм та аялалла, улӑх ҫинелле, юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӑм, — ту хушшинчен хумлӑн-хумлӑн тапса тухнӑ ҫӑра тӗтре улӑха пӗтӗмпех хупласа илнӗччӗ, ҫав енчен пирӗн пата пӗр сас-чӳ те ҫитеймест.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ, ҫак этем ури килсе пусман сӗм вӑрманта та вӗсен офицерӗн вӑйлӑ конвойсӑр ҫӳреме хӑюлӑхӗ ҫитеймест.Даже вот по девственному лесу приходится их офицеру ездить под таким конвоем.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пилӗк тӑваткал метр ҫитеймест улттӑ патне…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив