Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫех the word is in our database.
ҫех (тĕпĕ: ҫех) more information about the word form can be found here.
Анне вырӑнне ҫех чӗрем варринче пӗр ҫутӑ пӑнчӑ тӑрать.

Только на месте образа матери посреди моего сердца стоит светлая точка.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр-пӗр отчет ҫырмалла пулсан ҫех васкаса ӳкетпӗр вара.

Иногда, правда, бывает, отчет спешно требуется переписать.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вулама-ҫырма эп хам тӗллӗн ҫех вӗренкеленӗ вӗт.

Я ведь грамоте-то самостоятельно обучался.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫурта ун ку пуҫне ҫех ҫутатать.

Начало которого тускло освещалось свечкой.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗлле, паянхи пек, ӑнсӑртран ҫех кам та пулин пырса лекет.

Зимой если и промелькнет какой-нибудь редкий прохожий — и на том спасибо.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр условие ҫех пӑхӑнмалла пулнӑ Янтулӑн — хӑй чӑвашне палӑртмалла мар.

Но одно условие должен был соблюсти новоиспеченный зять: не показывать, что он чуваш.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ун пек ӗҫе эсӗр мана ҫех хушма пултарнӑ.

— Вы могли поручить такое дело только мне.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр сӑмахсӑр каланине ӑнланмасӑр, унпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ пек кӑтартса ҫех, вӑл хаш сывласа илчӗ.

Совершенно не ведая о том, что сейчас гнетет девушку, о чем она думает-печалится, он тем не менее вздохнул вместе с нею: дело-то у них общее!

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр унӑн ачашшӑн чӑмӑртанӑ сарлака ал лаппине туйрӗ те ҫыннӑн сарлака ҫурӑмне ҫех курса юлчӗ.

Девушка только и успела что ощутить тепло его широкой ладони да увидеть могучую спину и плечи.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кирек мӗнле пулсан та хӗр пӑрахса каймассине ҫех ҫирӗппӗн ӗненчӗ вӑл.

Ивук не понял, но нутром почувствовал одно: девушка от него не отказывается.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кайсан-кайсан ҫех пӗр-пӗр чӳречӗре сарӑ ҫутӑ палӑрать, анчах вӑл та виҫ утӑмранах куҫран ҫухалать.

Вот засветилось одно окно, но и оно шага через три-четыре потерялось из виду.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурнӑҫ пуҫран пырса ҫапсан ҫех вӑл, тискер кайӑк пек, читлӗхне ватса тухать…

А как вдарит жизнь по башке, тут уж она, как дикий зверь, взломает клетку и выскочит наружу…

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗр йӗри-тавра ҫех пӑхкаласа ҫӳретпӗр.

А мы там, у себя, только и ходим да оглядываемся.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑксем эрехне шалт ӗҫсе ячӗҫ те кӑшт ҫех авӑнса анмарӗҫ.

Друзья разом опрокинули содержимое в рот и едва не задохнулись.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пысӑк пӳлӗмӗн тӗттӗм кӗтессинче ҫех пӗр-ик мӗлке тӗлӗрсе ларатчӗҫ.

В дальнем темном углу трактира сидели всего два-три человека.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑну ҫех кӑшт шуранкарах пек.

Побледнел только малость.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫакна ҫех лайӑх пӗлет Ивук: ашшӗ укҫине вӑл ниҫта та салатмасть.

Одно твердо знает Ивук: отцовские деньги он не пустит на ветер.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр хушӑ пӗчӗк пӳртре Ивук тӑвӑррӑн сывлани те Шахрун хӑй чикки патӗнче мӑшӑлтатни ҫех илтӗнсе тӑчӗ.

В избе слышны только прерывистое дыхание Ивука и возня Шахруна с прогоревшей лучиной.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хутне те укҫине ҫех туртса ан илччӗр.

Только бы сохранить при себе бумагу да деньги!

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав вут куҫӗсене ҫех часрах сӳнтерсе пӗтересчӗ, вара пурте йӗркене кӗрӗччӗ, хӑй вырӑнне ларӗччӗ.

Только вот с кострами этими надо поскорее кончать, тогда все встанет на свое место.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed