Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аялта вара икӗ ӳкерчӗк туса хунӑ: пӗр ӳкерчӗкӗ ҫине паттӑра туса хунӑ, вӑл вунӑ тӑшманпа ҫапӑҫать, теприн ҫинче хӑраса ӳкнӗ ачапа ҫӳҫӗнчен туртакан чарусӑр ачана туса хунӑ.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Эпӗ пӗлместӗп, вӑл вӑрҫӑра ҫапӑҫать терӗм.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Пирӗнпе ҫапӑҫать апла?
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Ыйхӑра та никама иртӗхтермест, такампа ҫапӑҫать! — кулса илчӗ Корней. — Ӑҫтан тухать-ха ун ҫавӑн чухлӗ вӑй-халпа шанчӑк?
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапӑҫать Емельян Иванович, сӑн-пичӗ тимлӗ.Бьется Емельян Иванович, мышцы как сталь, лицо в напряжении.
«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Шолохов, алла пӑшал тытса, тӑван Совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫать.Во время Гражданской войны Шолохов с оружием в руках сражается за родную Советскую власть.
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
Митька, ӳкес мар тесе тӑрӑшса, аллисемпе ҫапкаланса ҫапӑҫать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Виҫӗ эрне ҫапӑҫать ӗнтӗ вӑл турчинпа, анчах ниепле те хӑваласа яраймасть.Уже три недели воюет он с турчином, а все не может его выгнать.
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Илтнӗ-и, ваттисем мӗнле калаҫҫӗ: салтак ҫапӑҫать, арӑмӗ килте хуйхӑрать, теҫҫӗ.— Старики, слыхал, так говорят: воин воюет, а жена дома горюет.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Пӗлет эппин эпир ӗҫлекен ҫынна хисепленине, пӗлет кампа вӑрҫнине, хӑй ҫапах та ҫапӑҫать…— Значит, знает, что у нас уважают рабочего человека, знает, с кем воюет, и воюет же все-таки…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Е вӑл Андрея ҫапӑҫура курать, Андрей вӑрҫӑра паттӑр пек ҫапӑҫать: танксене ҫунтарать, гитлеровецсене пере-пере ӳкерет, штыкпа чикет, гранатӑпа сывлӑша ҫӗклентерет…
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ман ывӑла илсен — вӑл та лайӑх ҫапӑҫать!
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нимӗҫсемпе тытӑҫкаласа илсе, чакса пынӑ хушӑра ротӑра пурте пӗлсе ҫитнӗ: хӑйне яланах лӑпкӑн тытакан Юргин сержант ҫапӑҫу хирӗнче никам тытса чарайми вутпа хӗрсе вӗриленсе кайнӑ пек пулать те, ҫав вут пӗҫертсе илнипе вара, нимрен те хӑрамасӑр, ҫав тери паттӑррӑн та хаяррӑн ҫапӑҫать.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑрӑм сухаллӑ капмар ҫын, ҫурӑмӗ ҫине тӑватӑ ялав ҫирӗплетсе лартнӑскер, вӑрӑм сӑниипе сулкаласа ҫурма ҫарамас ҫынсемпе ҫапӑҫать.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Халӗ ачисемпе пӗрле тӑхӑрвуннӑн шутланакан, витӗрех хуралса пӗтнӗ, ӗҫес килнипе асапланакан пӗчӗк ушкӑн захватчиксен ҫарне хирӗҫ уйӑх та ҫурӑ ҫапӑҫать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Вӑл ҫӳлте ҫапӑҫать ӗнтӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Автоматсемпе, минӑсемпе, торпедӑсемпе, пулеметсемпе, танксене пемелли пӑшалсемпе, злектростанцисемпе, сасӑ тытакан аппаратсемпе хӗҫпӑшалланнӑ, спецполкран суйласа илнӗ икӗ пин ҫурӑ салтака хирӗҫ, хӗрарӑмсенчен пуҫласа тӑватӑ ҫулхи Оля Лазаревӑна шута илсен те тӑхӑрвуникӗ ҫынлӑ хӑюллӑ пӗчӗк ушкӑн ҫапӑҫать тенине илтсен, пӗр нимӗҫ генералӗ те, офицерӗ те ӗненес ҫук; вӗсем, шӳт тӑватӑр тесе, аллисене сулласах кулӗччӗҫ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Чул муклашкипе Гитлера хирӗҫ ухмах анчах ҫапӑҫать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сашка Б… кунта вырӑссемпе е ту ҫыннисемпе пӗрле ӑна хирӗҫ ҫапӑҫать.Сашка Б… тут вместе с русскими или с горцами воюет против него.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Огнянов тарӑхнипе ӑсран каясса ҫитсе, пӑлхавҫӑсен ҫак пӗчӗк ушкӑнӗпе пӗрле, тарса кайса ят яриччен ҫакӑнтах вилес тесе, тӑшмана хирӗҫ ҫаплах паттӑррӑн ҫапӑҫать.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.