Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӑварна (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ мӗн, председатель, ҫӑварна каратӑн та, хӑв, пулӑ пек, чӗнместӗн те тата?

— Чего же ты, председатель, зеваешь ртом, а сам молчишь как рыба?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ытла хытӑ тӑрӑшнӑшӑн хӑвӑн сылтӑм аллупа сарлака ҫӑварна тав ту, председатель, стрепкепе кашӑка мар.

— Благодари, председатель, за великое старание свою правую руку да широкий рот, а не стряпуху с ложкой.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну мӗскер ҫӑварна карса пӑрахрӑн эсӗ, ниепле те хупаймастӑн?

Ну что ты рот раскрыла и никак его не закроешь?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑварна хупласа хучӗҫ-им-ха?

— Замазали тебе рот?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ҫук, тетӗп, ҫӳреместӗп, ҫӑварна пӑкӑ пересшӗ!

«Нет, — говорю, — не буду, в рот тебе клёп!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ тата мӗн ҫӑварна карса тӑрса юлнӑ?

А ты что же, раззява?!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ара ҫӑварна хупсамччӗ эсӗ! — кӑшкӑрчӗҫ хыҫалтан, кулкаласа.

— Да заткнись ты! — голос сзади и смех.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Старосту санӑн ултавҫӑ, акӑ мӗн калатӑп сана, — пуҫларӗ Тарантьев, укҫине кӗсьене пытарса: — эсӗ пур, ҫӑварна карса пӑрахсах ӗненетӗн.

— Староста твой мошенник, — вот что я тебе скажу, — начал Тарантьев, пряча целковый в карман, — а ты веришь ему, разиня рот.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хуп ҫӑварна, хӑравҫӑ йытӑ! — кӑшкӑрса ячӗ Серый.

— Заткнись, трусливый пес! — зарычал на него Серый.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Хуп ҫӑварна, — терӗ салхуллӑн Гаврик.

— Заткнись, — угрюмо сказал Гаврик.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Хуп ҫӑварна! — тесе хушрӗ.

строго приказала мне: — Закрой рот!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хуп ҫӑварна! — пуҫне ҫӗклесе кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Молчи! — подняв голову, сказал он.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн унта эсӗ ҫӑварна карса тӑратӑн ҫак?

Что ты зеваешь?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Рихтгофен» — вӑл, тӑванӑм, питӗ усал япала, унта ҫав тери хаяр, тискер кайӑксем; эсӗ ҫӑварна уҫма та ӗлкӗреймен-ха, анчах та вӗсен шӑлӗсем ҫинче нӑтӑртататӑн… — терӗ ӑна Мересьев.

«Рихтгофен» — это, брат, такие звери, что ты и рот раскрыть не успел, а уж у них на зубах хрустишь… — сказал ему Мересьев.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халех ҫӑварна уҫ та чӗлхӳне кӑтарт.

Сию же минуту открой рот и покажи язык!

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Уҫ ҫӑварна.

– Открой рот.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кар-ха ҫӑварна!

Открой рот.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

38. Акӑ тепӗр кунне мана чӗнекен сасӑ илтӗнчӗ: Ездра! ҫӑварна уҫ та Эпӗ мӗн панине ӗҫсе яр, терӗ.

38. И вот, на другой день голос воззвал ко мне: Ездра! открой уста твои и выпей то, чем Я напою тебя.

3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

62. Эпӗ санпа тунӑ ҫураҫӑвӑма ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗп, эсӗ вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн, 63. ҫакна Эпӗ эсӗ асра тытса тӑтӑр, намӑслантӑр, Эпӗ сана пӗтӗмпе каҫарнӑ хыҫҫӑн намӑсланнипе малашне ҫӑварна та ан уҫайтӑр тесе тӑватӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

62. Я восстановлю союз Мой с тобою, и узнаешь, что Я Господь, 63. для того, чтобы ты помнила и стыдилась, и чтобы вперед нельзя было тебе и рта открыть от стыда, когда Я прощу тебе все, что ты делала, говорит Господь Бог.

Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ хӑвна мӗн каланине итле; ҫав пӑлханакан халӑх пек чурӑс ан пул; ҫӑварна уҫ та — Эпӗ мӗн панине ҫисе яр, терӗ.

8. Ты же, сын человеческий, слушай, что Я буду говорить тебе; не будь упрям, как этот мятежный дом; открой уста твои и съешь, что Я дам тебе.

Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed