Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫутҫанталӑк the word is in our database.
Ҫутҫанталӑк (тĕпĕ: ҫутҫанталӑк) more information about the word form can be found here.
Ялти ҫуртсен 73 процентӗнче ҫутҫанталӑк газӗ ҫунать.

Help to translate

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Юрать-ха ҫутҫанталӑк урӑх ҫулпа пырать.

Help to translate

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Шывшӑн ҫунакан пӗтӗм ҫутҫанталӑк тепӗр кунне сиплӗ ҫумӑр парнеленӗ.

Help to translate

Эпир юмаха пурнӑҫа кӗртме ҫуралнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3325135

Ҫак кун ҫынсем кӑна мар, ҫутҫанталӑк та, ҫӗр те, кайӑксем те ирӗккӗн сывласа ячӗҫ.

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Самана хушши йывӑр пулнӑ пулсан та, мӑн ҫынсем хуйхӑ-суйхӑпа пусӑхнӑ пулсан та — хӗрача чӗрине ҫутҫанталӑк илемӗ те кӑтӑкланӑ, ӑнлансах ҫитме ҫук ӑрӑмлӑ япаласем те пулнӑ ҫӗр ҫинче уншӑн, хӳхӗм ӗмӗтсем те тин ҫеҫ сӑмсаланнӑ — пӗр ҫынсем ахлатни ҫеҫ чӗрене шар! ҫурнӑ, час та часах хаваслӑ кӑмӑла сирсе сӗвӗрӗлтернӗ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви пек ҫутҫанталӑк илемӗпе савӑнма пултаракан кам пур-ши тепре ҫак таврашра?..

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Лирика харкамҫи ырӑпа усала уйӑрма вӗрентет, никама та хурламасть вӑл. Пурнӑҫа тав тума пӗлет, ҫут ҫанталӑка та юратать. Унӑн поэзийӗнчи тӑван кил, юратнӑ анне, ҫутҫанталӑк сӑнарӗсем хӑйне евӗр тунсӑхпа, илемӗпе тыткӑнлаҫҫӗ», – терӗ яланхи «Варкӑш» хӑни Ольга Австрийская ҫыравҫӑ.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Курчӗ те вӑл пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑмсене, илтрӗ те вӗсен шӑнкӑрав пек сассисене — пушшех ҫуталса-илемленсе кайрӗ тӑват енлӗ ҫутҫанталӑк, пушшех хавассӑнрах та уҫҫӑнрах янрама тытӑнчӗҫ кайӑк юррисем.

Help to translate

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Ах, ӑнлантӑм: этем, чӗрчун, ҫутҫанталӑк.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кунтан пуҫласа хам та ӗнтӗ ҫутҫанталӑк ҫине урӑхларах пӑхӑп.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мӗншӗн тесен этем капмар ҫуртсен вӗҫӗ-хӗрсӗр кварталӗсене ҫеҫ курасшӑн мар, машинӑсен сассипе заводсен шавне ҫеҫ илтесшӗн мар, вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ытти чӗрчунсем те пуррине, вӗсемпе пӗрле е юнашар пурӑнса, хӑй ҫутҫанталӑк хуҫи ҫеҫ мар, унӑн пӗр пайӗ пулнине те сиссе-туйса тӑрасшӑн.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкинӑн ҫак сӑмахӗсене итлетӗп те вӗсем мана хам сӑмахсемех пулса тӑнӑн, эпӗ Анатолий Семеновича мар, хамӑн ӑшри сассӑма итленӗн туйӑнаҫҫӗ, эпӗ, ҫутҫанталӑк ҫинчен пуҫ тавра тарӑнрах шухӑшлама тытӑнса, хампа хам калаҫнӑн туйӑнма тытӑнчӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫутҫанталӑк ӑна пӗр хӑйшӗн кӑна кирлӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тата мӗн тӑвать-ха тепӗр этем ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ-ырлӑхӗ упрантӑр, ӳстӗр тесе?

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗлетчӗ ҫав чӗрӗ чун ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе савӑнма, выляса ывӑнатчӗ те вара, кӑлтӑрмач пек хутланса выртса, ҫавӑнтах ҫывӑрса каятчӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Этем ҫутҫанталӑк ҫине этемле пӑхманнишӗн хыпӑнатпӑр…

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калӑпӑр, мана ҫутҫанталӑк ҫирӗп сывлӑх панӑ.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫутҫанталӑк илемленнӗ, тавралӑх ешернӗ вӑхӑтра ялти чи таса вырӑна, масара, тирпей-илем кӗртесси пирки те манса каймалла мар.

Help to translate

Масарсене тирпейлерӗҫ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Хӑтлӑ пурӑнма мӗн кирли пурте пур: душ кабини, санузел, ҫутҫанталӑк газӗ кӗртнӗ.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Шӑпчӑксен, ытти кайӑксен юррипе тулнӑ ҫутҫанталӑк кӗтесӗ кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ пире.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed