Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫук the word is in our database.
Ҫук (тĕпĕ: ҫук) more information about the word form can be found here.
Ҫук, ҫук, нихҫан та ун пек ан кала, юратнӑ Алюна.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унпа сыв пуллашнӑранпа виҫӗ ҫул иртрӗ ӗнтӗ, вӑл ҫук та ҫук.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ҫынсен ниҫта пурӑнмалли ҫук, ку пуянсем вара иртӗхсе ашкӑнаҫҫӗ, укҫисене ниҫта та чикме ҫук пулмалла.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Укҫана ҫутӑ сарӑ ҫӳҫлӗ икӗ чӑваш ачине патӑм, милиционерсем вӗсем ҫине шухӑшлас ҫук терӗм, вырӑнти ачасем те ҫыпҫӑнас ҫук вӗсем ҫумне ҫул ҫинче терӗм.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫук, ҫук, Сарман, кунта темӗн урӑххи пулӗ, камӑн алӑран вӗҫертес килет укҫана.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Мӗн калаҫмалла ун пирки малалла, ҫукшӑн суд та ҫук, — шӳтлевсӗрех кӳренчӗ Кирей.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫук, нихҫан та пулас ҫук вӑл, миҫе ӑру ӳснӗ кунта.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Эпир халӗ ялта хӗрарӑмсемсӗр пурӑнатпӑр, вӗсем валли кунта ӗҫ ҫук, халӗ ӗнтӗ пире валли те ҫук вӑл.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫук, ҫук, пӗртте сан питҫӑмартисем пек марччӗ вӗсем: туп-тулли уйӑхсемехчӗ.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ни юнӗ ҫук вӑхӑтӑн, ни чунӗ, ни ҫунатти ҫук, ни алли-ури — пурпӗр самантлӑха та чарӑнма пӗлмесӗр вӗҫет малалла.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫук, ҫук, тартмастпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем лав ҫинче выртаҫҫӗ, вӗсене эпир хамӑр икӗ хуҫалӑхра пур вӗрен-кантра таврашӗпе пач хускалмалла мар ҫыхса лартрӑмӑр.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫук, ҫук, чисти бандитсем.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫук, ҫук, ним те мар, парӑр ҫынна — телевизор! — пуплесен-пуплесен, ӑн илнӗ пек пулса, пуҫне яшт ҫӗклет Терен.

Help to translate

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ҫавӑнпа тӗнчере ҫук чиперкке ҫумрах ларса пырсан та: «Халь капла та, ыран — епле?» — тесе шутлаттаратех, мӗншӗн тесен шӑпа, тилӗ пек чееленмесӗр, кукӑр-макӑр ҫул тумасӑр, этемрен пин хут вӑйлӑрахскер, ӑна хулӗнчен ярса тытать те тӳрех е чӑтлӑха, е путлӑха, е ытарма ҫук сад-пахчана илсе ҫитерет.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Э-э, ҫук, ҫук, Левен, тем тесен те, кӑмӑлне хӗрпе тултарассишӗн кӑна ҫулланакан кушак мар.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепӗр кун каҫхине Левене, Тамарӑпа пӗрле вӗсен килне пырса кӗме хӑйнӑскерне, Верук инке: «Ҫук, ҫук, хӗрӗмӗре эпир Мерченсем валли ҫитӗнтермен», — тесе ӑсатнӑччӗ кӗскен.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫук, ҫук, Хӗветут пичче шучӗпе, Ваҫук пӗртте тӑрлавсӑр мар иккен.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫук, ҫук, ӑна никам та хал ҫитермелле мар йывӑр ӗҫре тертлентермест-ха; нихӑшӗ те хӗнемест, алӑ хумасть; пӗри те унӑн хаклӑ пурлӑхне туртса илмест — чунра пурпӗр тем явӑнать, пӗр тӑвӑнать те пӗр хӗсӗнет.

Help to translate

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Совет ҫынни — пирти этем — Чӑн-чӑн вутран-чулран пуль тем: Май ҫук ӑна халь тӗпретме, Май ҫук ҫӗртен туртса илме…

Help to translate

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed