Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юнашарах (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Юпапа юнашарах, сарайран кунтарах, каска выртать.

Help to translate

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир ҫавӑнтах ротӑри ытти салтаксемпе пӗрле Андрей Пономаревпа окопӑмӑрсене юнашарах алтрӑмӑр.

Help to translate

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Эпӗ те санпа юнашарах выртса тепӗртак канатӑп.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗри малта, иккӗшӗ хыҫалта, юнашарах хӳрисене вылянтарса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ваҫҫапа юнашарах Микула пурӑнать.

Help to translate

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ҫумккасен килӗ юнашарах.

Help to translate

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ҫерҫи-салакайӑкӑн «хурах» апачӗ ӳкнӗ ҫӗрте, лӳпем ҫӗр ҫинче, каснӑ туратсен, ытти турат-тӗрет купи выртать, юнашарах такам тивертсе янӑ пӗлтӗрхи ҫулҫӑсен кӑвайчӗ алхасать.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Умрах, татӑк урамри тракторсем чавса пӗтернӗ ҫулпа юнашарах, вӑрӑм сӑрт.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Аркадий палт! каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — ак телей: юнашарах шуйхӑннӑ, инкеклӗ вырӑнтан хӑвӑртрах аяккалла тарса ӳкме васкакан хумсем ҫинче вӗр-ҫӗнӗ, кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ кимӗ пуҫне ухкалать, унта ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, кӗре сӑн-питлӗ, шалпар кӑвак спорт костюмне тӑхӑннӑ чух арҫын тӑрать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫавна кура Аркадий те тӑп чарӑнчӗ те вӑрт сулахаялла сулӑнчӗ, кӗпер карлӑкӗ урлӑ аялалла тимлерӗ — хумханса, пӑтранса, авӑр евӗр хӑмпӑланса тӑракан шывра, пӗр вырӑнта, сарӑ квадрат майлӑрах лаптӑк палӑри-палӑрми мӗлкеленсе ҫуталкалать, тачка пӑяв пек хумсем, унран уйрӑлса, авӑнчӑк-пӑрӑнчӑк ункӑлана-ункӑлана, пӗр-пӗрин ҫине йӑвалана-йӑвалана, утлана-утлана, шуйхӑнсах аяккалла йӑпӑртатаҫҫӗ, йӑкӑр-йӑкӑр кусаҫҫӗ; сарӑ «квадратпа» юнашарах, хӑйне путма памасӑр: «Пулӑшӑ-ӑ-ӑр!» тесе пыр тулли тӑвӑнса кӑшкӑрашкаласа, ӗҫ ҫи-пуҫлӗ темле арҫын халсӑррӑн тапӑлтатать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Карчӑк сӑмахне юнашарах тӑракан хӑйпашка арҫын, чӑваш тӗрриллӗ йӗтӗн кӗпе ҫинчен пилӗклӗ ҫӳхе хура пиншак тӑхӑннӑскер, тӑварлатма та ӗлкӗрчӗ:

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вырӑна чикенсерех тӗрӗслерӗм те, хура йытӑпа юнашарах каҫ сӗмлӗхӗпе пиеленнӗ, хӑмӑл тӑплӑмӗ пек мӗлкеленсе выртакан тепӗр пӗчӗкрех купа асӑрхарӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Манпа юнашарах сывӑ юлнӑ юлташӑмсем таса, тӑван ҫӗршӗн пурнӑҫӗсене пама та хатӗр туйӑмпа та тӑвӑлланса, пӗтӗм вӑй-халне карӑнтарса ыткӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Манпа юнашарах снаряд шартлатсах ҫурӑлчӗ — сывлӑш хумӗ мана турпас пекех аяккалла сирпӗнтерсе ывӑтрӗ.

Help to translate

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Шӑпа сире юнашарах ҫӳрекен ҫынпа паллаштарма пултарать.

Судьба может подарить вам новое знакомство с человеком из соседнего подъезда.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурис, ашшӗ еннелле куҫне ывӑтса илсе: «Аннерен те…» — теме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, шуйттансем ӑна тамӑк ҫӗрӗ ҫине валт кӑна талкӑштарса кӗртсе ячӗҫ: ун куҫӗ умне тӳрех «этем юнӗ» тесе ҫырнӑ темиҫе кӗмсӗркке катка, армак-чармак йывӑҫсем, вӗсемпе юнашарах кӑнттам, катмар пуртӑсен, сенӗксен, хӗҫсен, сӑнчӑрсен куписем ӳкрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсӗ: «Юлашки ҫулсенче мӗн чухлӗ храм, чиркӳ, часавай, синагога, мечет лартса тултарчӗҫ, анчах ҫакӑнпа юнашарах ҫынсен, уйрӑмах ҫамрӑксен, чун-чӗре тасалӑхӗ, кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ хавшаса, иксӗлсе пырать. СПИД, наркомани, токсикомани, ытти усал чир-чӗр ҫинчен нумайӑшӗ паян кунччен илтме мар, вӗсем ҫинчен тӗлленмен те. Намӑс-симӗсе ҫухатса, порнографилле ар ҫыхӑнӑвӗсене те уҫҫӑнах кӑтартма пуҫларӗҫ. Паянхи пурнӑҫра кам телейлӗ, кам пуян? Кам улталама, ҫаратма, вӑрлама пултарать, хӑй ӳтне сутса пурӑнать, ҫавӑ», — терӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унпа юнашарах, ун майлах, тепӗр шуйттан тӑрать, анчах ку кӳлепипе йӑпшакрах, мӑйракисем кӗскерех.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юнашарах сылтӑм алла темле пиҫӗ, ҫинҫе, ҫулҫӑсӑр турат вӗҫӗсем лекрӗҫ: кунта тураттисене юхан шыв ҫине усӑнтарсах е кӑптака тӗмӗллӗ йывӑҫ ӳсет, е йӑвӑ хӑвалӑх ашкӑрать пулас.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку хӑйӗнчен пӑртак аслӑрах, шкулта пӗрле, анчах тепӗр класра вӗреннӗ, Ула Тимӗр пурӑнакан ялпа юнашарах кӳршӗ ялти Иванов Кӗҫтук (шахматпа шашка турнирӗсенче яланах малти вырӑна тухатчӗ) пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed