Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтаймарӗ (тĕпĕ: чӑт) more information about the word form can be found here.
— Ара, ку вӑл ман шухӑш мар, аҫу чухне чапа тухнӑ мӗн пур боярсен шухӑшӗ, — юлашкинчен те пулин хирӗҫлемесӗр чӑтаймарӗ Берсень-Беклемишев.

Help to translate

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кирлӗ пулсан пулма пултаратӑп! — мухтанмасӑр чӑтаймарӗ Тукай.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Куратни, мӗнле ҫӑмӑл ӗҫ паратӑп эп сана, Тукай мӑрса! — мухтанмасӑр чӑтаймарӗ ҫӗнӗ «стратилат».

Help to translate

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай чӑтаймарӗ, Эрнепи шыв ӑсса килнине курма ҫӗр пӳрт умне тухрӗ.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та хӑй пӗр япалана ыйтмасӑр чӑтаймарӗ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак халь те вӑл ҫакна тумасӑр чӑтаймарӗ.

Help to translate

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сире укҫи ҫийӗнчех кирлӗ пулӗ-ха? — сӑмах хушмасӑр чӑтаймарӗ Укҫук.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ те ҫав териех ӳсӗр пулнӑ-и, алманчӑ? — ыйтмасӑр чӑтаймарӗ вӑл.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла, воевода, вӑрҫӑ вӑрҫма тивет-и-ха? — кӑмӑла пусакан шӑплӑха чӑтаймарӗ Сахиб-Гирей.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара аслашшӗ пӗр ҫыхӑ йӗкӗр мӑйӑра алла илсе пӑхмасӑр та чӑтаймарӗ.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хусан ҫыннисем Шах Алие хӑйсем ыйтрӗҫ, — пӳлмесӗр чӑтаймарӗ Василий Иванович кӑшкӑрса калаҫакан Аппака.

Help to translate

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи пӗшкӗнсе ӑна аллипе тытса пӑхмасӑр та чӑтаймарӗ.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ мӑрса, Урасмет ясак леҫме кайма хӑйне хушнӑшӑн савӑнса ывӑҫ тупанӗсене сӑтӑркаламасӑр та чӑтаймарӗ.

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пинеҫ инке вӗсене темиҫе хутчен туха-туха пӑхрӗ, юлашкинчен вара чӑтаймарӗ, Пикпав старике вырӑссене пӳрте илсе кӗме хушрӗ.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн чунӗ тулашнине паян вӑл адъютантне те пӗлтермесӗр чӑтаймарӗ:

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Асли чӑтаймарӗ каламасӑр:

Help to translate

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки асли каланӑ пек турӗ, чӑтаймарӗ, кукамӑшне ҫурӑмӗнчен ыталаса хӑй ҫумне ҫупӑрларӗ: «Каҫар эс мана, кукамай, час-час килсе ҫӳрейменшӗн, каҫар», — сасси чӗтренсе тухрӗ ун, пыр тӗпне килсе капланнӑ чӑмаккана аран-аран антарса ячӗ.

Help to translate

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки чӑтаймарӗ, кукамӑшӗ тин ҫеҫ пӗҫерсе кӑларнӑ сап-сарӑ питлӗ хӑпарту ҫине куҫне илейми пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Давенант тути тӗлне канфет тытрӗ те ыйтмасӑр чӑтаймарӗ:

Давенант подержал конфетку у губ и спросил:

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Кӑтартсамӑр, шуйттан кӑшласшӗ! — чӑтаймарӗ Сигби.

Сигби сказал: — Покажите же, черт возьми!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed