Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр кунне вара, хӳресӗр ҫерҫи каллех вӗҫсе пырса чӳрече умӗнче пӗчӗк куҫӗсене чӑрсӑррӑн ҫутӑлтарса, пуҫне ҫавӑркаласа, ҫуйӑхса ҫапӑҫнине курсан, танкист темиҫе уйӑх хыҫҫӑн пӗрремӗш хут кулса ячӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— А эсӗ кам вара? — терӗ Шабашкинӗ, чӑрсӑррӑн пӑхса.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
1. Ӗнтӗ ҫапла хушса ҫырнӑ ҫыру ҫитнӗ вырӑнта пур ҫӗрте те суя тӗнлӗ ҫынсем халӑхпалан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, вӗсен чунӗнче тахҫанах тымар янӑ курайманлӑх чӑрсӑррӑн тапса тухнӑн вӗсем хавассӑн кӑшкӑрашнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн килӳ-ҫуртунта вӑл хӑйне сан пекех хуҫалла тыткалать, санӑн кил-йышупа чӑрсӑррӑн калаҫать; 12. эсӗ мӑшкӑл курас пулсассӑн, вӑл сана хирӗҫ пулать, санӑн куҫу умӗнчен ҫухалать.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Куҫӗпе чӑрсӑррӑн пӑхакан — Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх, чӗлхине чарма пӗлменни вара — ӑссӑр-тӑнсӑр.][Мерзость пред Господом дерзко поднимающий глаза, и неразумны невоздержанные языком.]
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав шӑршлӑ султан пусмӑрӗнче пурӑнас килмест пирӗн урӑхран! — чӑрсӑррӑн каласа хучӗ те Гинка, ашшӗ вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмӗпе ун еннелле сулса янине асӑрхасан, юрать-ха, аяккинелле пӑрӑнса тӑма ӗлкӗрчӗ.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Стефчов вӑхӑтлӑха тытӑнса тӑчӗ, вӑл Радӑна аллинчен тытса чӑмӑртарӗ, ӑна хӗрелнӗ пит ҫӑмартинчен чӑрсӑррӑн чуп туса илчӗ.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.