Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунне (тĕпĕ: чун) more information about the word form can be found here.
Ҫӗр ҫине килнӗ ҫак ырӑ хыпарпа пӗрле кашнин чунне иксӗлми тасалӑх, кашни киле ырӑлӑх та тӑнӑҫлӑх кӗрсе вырнаҫтӑр!

Help to translate

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Пукане евӗр чипер пике пӗрре курсанах каччӑн чунне тыткӑнланӑ.

Help to translate

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Юрать, ӗҫе юратни, ҫынпа калаҫса чунне уҫни ӑна хуйхӑ-суйхине пусарма пулӑшнӑ.

Help to translate

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Унта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова, Теччӗ муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Рамис Сафиуллов тата ыттисем чӑвашсемшӗн чунне пама хатӗр пулнӑ ентешӗмӗрӗн ӗҫ-хӗлне хакласа хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ, бюст умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Help to translate

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Ҫавна пӗлнипе, ҫав пӗлекен япалана тепӗр хут хам умрах курнипе эпӗ савӑнтӑм, Альбина маншӑн тӳрех ҫывӑх-ҫывӑх ҫын пек туйӑнчӗ; ҫут тӗнчене вӑл ятарласах ҫынсен чунне йӑпатма, хӑйӗн пуплевӗпе тавралӑха илем кӳме ҫуралнӑн туйӑнчӗ…

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл юрату салтак чунне уйрӑмах хытӑ хумхатрӗ пулас…

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Тӗрӗссипе вара, эпӗ ҫынсен чунне сӑнама вӗренессинчен ытларах хамӑн чуна сӑнама ҫеҫ вӗреннӗ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ пысӑк ӗмӗтсем ӗмӗтленнӗ, ҫынсем чунне уҫса паракан ӑстаҫӑ пуласшӑн пулнӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫапла вара, чунне парса ӗҫлеме хатӗр ҫынсем ырми-канми тӑрӑшнипе Чӑваш республикин культурӑллӑ пурнӑҫӗ тепӗр театрпа пуянланчӗ.

Help to translate

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Александр Алга — пирӗн вулакансем юратакан, хӑйӗн творчестви енӗпе пӗрмай ӳссе пыракан, халӑх интересӗсемшӗн чунне парса ӗҫлекен талантлӑ писатель.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хӗрӳллӗ тӑшмана вилесле курайман, Тӑван ҫӗршывшӑн чунне пама хатӗр, хамӑр ҫӗнтерессе хурҫӑ пек ҫирӗп ӗненнӗ, яланах малалла йыхӑрнӑ поэт.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ӗҫ тесен чунне пама хатӗр.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чунне парса ӗҫлет, ир пуҫласа каҫченех фермӑран татӑлмасть.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл Тарас чунне вӗчӗрхентерет, тарӑхтарать.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Пирӗн инкек ӑнсӑртран пулчӗ. Акӑ, патька-патша каллех вӑй пухать те Михельсон ҫарне ҫапса ҫӗмӗрет. Хӗвеле пӗлӗт айне тӑваймӑн!» — тенӗ шухӑшсем ун чунне лӑплантарчӗҫ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни хӑйӗн чунне мӗн ыраттарать, ҫавӑн пирки шухӑшлама тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шуйтана чунне сутнӑ вӑл!

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пулӑшӗ ҫав, Вӑл тӗрӗс ӗҫшӗн пуҫ хунӑ паттӑрсен чунне те, ҫӑлса, Шурӑ патшалӑха илсе каять тет.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир вара ирхи кӗлӗ вуласа ун чунне ҫылӑхран тасалма пулӑшӑпӑр та чиркӳ лартас ӗҫе пуҫлӑпӑр, уяв туса ирттерӗпӗр.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай вӑрман ҫинелле кӑштах пӑхса ларчӗ те сасартӑк унӑн чунне шиклӗх пусрӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed