Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урисемпе урайӗн яка чулӗ ҫине тӗреленсе, вӑл хыттӑн кӑшкӑрчӗ:
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Арман чулӗ айӗнче ҫӑнӑх юхнӑ пекех.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл тӗлӗрсе кайрӗ, вара каллех шурӑ хӑйӑр тӑкӑнма тытӑнчӗ, вӑл ҫулла юханшыв хӗрринче пулакан хӑйӑр пекех шап-шурӑ, тусан пек вӗҫекенскер пулчӗ, арман чулӗ айӗнчен шурӑ ҫӑнӑх тӑкӑнчӗ, пӗтӗм тӗнче шурӑ ҫӑнӑх пӗлӗчӗ ӑшне путрӗ, сывлама сывлӑш ҫитмерӗ, ҫӑвӑра шурӑ тусан тулса ларчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тусанлӑ ҫул тӑрӑх утмалла, епле пулсан та утмалла, васкамалла, пӗр минут та сая яма юраманнине вӑл пӗлсе тӑчӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пӑр ҫинче хулӑм юр выртнӑ, вӑл пӗр вырӑнта, арман чулӗ айӗнчен ҫӑнӑх юхса тӑнӑ пек, ҫинҫен шывалла юхса тӑнӑ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Фролов хӑрах алсишне таҫта ҫухатса хӑварнӑ та, пӑрланса ларнӑ юр халӗ унӑн аллине хӑйра чулӗ пекех сӑтӑрать.Фролов потерял одну из своих варежек, и обледеневший снег, будто наждаком, драл ему кожу.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Юлашки кунсенче Буяновӑн та, ватӑ Бортниковӑн та вӗсене питех те хавхалантарса янӑ ҫӗнӗ план сиксе тухрӗ: вӗсем турбина валне вӑрӑмлатса стена витӗр кӑларма, утв ҫине арман чулӗ лартса, стена тулашӗнче ҫӗнӗ арман тума шухӑшларӗҫ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Турбина валне вӑрӑмлатма, ӑна стена витӗр кӑларма, ун ҫумне арман чулӗ майлаштарса лартма шухӑшлаҫҫӗ.Задумали турбинный вал удлинить, вывести за стену и приспособить к нему мельничный постав.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн хура та арман чулӗ пек йывӑр, сарлака та лаптӑк, пысӑк пӳрнисем, сӗтел ҫинче мӗн те пулин ярса тытма япала шыранӑ, нимӗн те тупайманнипе кун йӗркине ҫырса хунӑ шурӑ хут таткине лӳчӗркеме пуҫланӑ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Практикӑлла задачӑна туса пӑхар: Качака уҫланкинчи пӗр гектар ҫӗре нейтрализацилеме известь чулӗ мӗн чухлӗ кирлине шутлар-ха.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Известь чулӗ пирӗн ҫырма леш енче пур, пирӗн ҫак эрнерех ҫав чула уя кӑларма тытӑнас пулать.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Вут чулӗ! — шухӑшларӗ Андрей ҫинчен Буянов.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн картишӗнче халӗ те йывӑҫ сухапуҫ, кивӗ сӳре — ӑна та йывӑҫран тунӑ, шӑлӗсем ҫеҫ тимӗр — курма пулать; картиш варринче картлӑ-картлӑ тем йывӑрӑш чул каток выртать, — пӗр тонна та туртать пуль, Глафира аппа епле илсе пынӑ-ши ӑна — уйрӑм хуҫалӑх вӑхӑтӗнче ун пек катокпа йӗтем ҫинче тулӑ е сӗлӗ ҫапнӑ; лери кӗтесре, лупас айӗнче, тукунсӑр урапасен виҫӗ кӳпчекне йӗркеллӗ таянтарса хунӑ, унтах шултра сӳре шӑлӗсем тултарнӑ ещӗк, лаша таканламалли тӑватӑ кӗтеслӗ пӑта тултарнӑ тепӗр ещӗк лараҫҫӗ, тутӑхнӑ урапа тевӗшӗсем тӑваттӑ выртаҫҫӗ; лупас айӗнче, йывӑҫ пӑтасем ҫинче икӗ хӑмӑт, йӗвенсем, йӗнерчӗк, урхалӑхсем, чӳлӗксем тата хырӑмлӑхсем — кусем вара темшӗн улттӑ — ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; пӗр кӗтесре тем пысӑкӑш арман чулӗ пур.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Сукмаксене акшар чулӗ сарнӑ та, вӗсем витӗр курӑк шӑтса тухнӑ, тӑррисем ҫеҫ кашт шуралнӑ вӗсен.
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫуртасем те, ҫивитти те, Сайлас тетен кӗпипе сирӗн кӗпӗре те, кашӑксемпе тирӗксем те, ҫӗҫӗсем, ҫатма, арман чулӗ, ҫӑнӑх вӑрлама лекрӗ, — пӗтӗмпе каласа та пӗтереймӗн!
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫав арман чулӗ унта мӗнле пырса выртнӑ-ха?
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чипер ӑс-пуҫлӑ ҫын тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мара мӗншӗн арман чулӗ ҫине чӗркелетӗр?Чтобы человек в здравом уме да стал царапать всякую чушь на жернове?
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗпине эпир ӑна тахҫанах кукӑль ӑшне чиксе парсаччӗ; урине йӗкехӳре ҫыртмассерен Джим, тӑрса, дневник ҫине пӗр-ик йӗрке ҫырса хурать, чернил нумай унӑн, перосем те тахҫанах хатӗр, ҫырса хӑвармалли сӑмахсене арман чулӗ ҫине чӗркелесе панӑ; кравать урине ҫурмалла татса пӑчкӑ кӗрпине ҫисе ятӑмӑр, ҫавӑнпа халӗ хырӑмсем чӑтма ҫук ыратаҫҫӗ пирӗн.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Ҫак йӗкехӳресемпе ҫӗленсене пула ниҫта выртса ҫывӑрма ҫук, — тет вӑл, — ҫитменнине, арман чулӗ те кравать ҫинчех; вырӑнӗ пулсан та ҫывӑрса каяймастӑн — мӗн кӑна тумаҫҫӗ пуль кунта; вӗҫӗм ҫапла, мӗншӗн тесен ку чӗрчунсем черетпе ҫывӑраҫҫӗ: ҫӗленсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра йӗкехӳресем «палуба» ҫинче; йӗкехӳресем ҫывӑрса кайсан, ҫӗленсем вахтӑра; вӗсенчен хӑшӗ те пулин кирек хӑҫан та ун аякӗ айӗнче, йӗркеллӗ вырнаҫса выртма памаҫҫӗ, теприсем ун тӑрӑх циркри пек сиккелеҫҫӗ; енчен вӑл урӑх вырӑн шырама тӑрсан, ӑна эрешменсем сырса илеҫҫӗ.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Том арман чулӗ ҫине леш хурлӑхлӑ сӑмахсене пӑтапа чӗркелесе парсан, Джима ӗҫе кӳлчӗ — каскӑч вырӑнне пӑта, мӑлатук вырӑнне тимӗр болт — вӗсене эпир ӑпӑр-тапӑр купинче тупнӑччӗ, — тыттарса, ӑна ҫурта ҫунса пӗтичченех арман чулне таккама хушрӗ; унччен ан ҫывӑр терӗ, выртас умӗн арман чулне тӳшек айне пытар та ун ҫине хӑпарса вырт терӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка эпир татах аслӑлатрӑмӑр, анчах пурпӗр унта арман чулӗ кӗреймест; Джим катмак илчӗ те ӑна татах сарчӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.