Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫурӑмне ӑшӑтма чупса тухнӑ симӗс калта та, урипе чултан ҫакӑнса, ача ҫине куҫне хӗссе пӑхать, вӑл та ӑна: «Пӑхӑр-ха ку телейлӗ ача ҫине, вӑл «Фиалка» шывӗ ӗҫет!» — тесе каланӑ пек туйӑнать.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мускав пысӑк шывӑн пысӑк хули пулса, Атӑл парохочӗсем хӑйсен янравлӑ сассисене аслӑ столицӑн кӗрлевӗпе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн, хула патӗнчех тем анлӑш кӳлӗсем пулса ларнӑ, вӗсем хушшинче шур чултан тунӑ шлюзсен анфилади илемлӗн тӑсӑлнӑ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хапхаран палланӑ картишне курах кайрӑм, картишӗ таса, чултан тунӑ сарай пур, тахҫан эпӗ унта вутӑ вакланӑ — карчӑка пулӑшнӑ май.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй нимӗн чӗнмесӗр, ниҫталла пӑхмасӑр, чултан вартаса тунӑ пек, хусканмасӑр ларать.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑна Оренбурга хреснамӑшӗ патне ярӑпӑр: унта ҫарӗ те, тупӑсем те ҫителӗклӗ, крепость хӳми те чултан.Отправим ее в Оренбург к ее крестной матери: там и войска и пушек довольно, и стена каменная.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кӗтесри ҫурт ҫинче тӑракан чултан тунӑ хӗр кӗлетки ҫийӗнчи пӗлӗт кӑн-кӑвак та тӗпсӗр тарӑнӑн туйӑнать.Бездонно было небо, простиравшееся над каменной женщиной, стоящей на угловой башне крайнего дома.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чултан купаласа тунӑ кӗтесри вучахха ҫав тери хутса хӗртрӗ — чулӗсем шартлатса ҫурӑлма пуҫларӗҫ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ватӑ пӑши хырлӑхра чултан тунӑ кӗлетке пек хытса тӑчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Трубан сывлӑша ҫуракан сасси ҫак чултан тунӑ хулӑн стеналлӑ тата чул плитасем сарнӑ урайлӑ сарлака пӳлӗмре хӑлхана хуплас пекех янӑрарӗ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Батарейӑн огневой позицийӗ темӗн пысӑкӑш улмуҫҫи садӗнче, кӑвак чултан купаласа тунӑ питӗ вӑрӑм та тӗксӗм хӳме хыҫӗнче пулнӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Никӗсне чултан купалама тивет.
Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html
Юлашкинчен вӗсем ҫакӑн пек ҫӗре пырса тухнӑ: пӗр пӗчӗк юханшыв, чул сӑрт тӗми урлӑ юхса тӑрса, хӑйпе пӗрле известь ҫисе юхтара-юхтара кайса, нумай ҫӗр ҫул хушшинче васкамасӑр иртекен, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫутӑ тӑракан чултан кӑтра та шӑтӑклаллӑ Ниагара туса хунӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том пӗтӗм чултан ҫав шухӑша ырларӗ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Маларах каланӑ вак чултан хӑпартнӑ карта та, пураласа тунӑ пӳртсем те ҫавнах ҫирӗплетеҫҫӗ.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
20. Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; 21. ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ионафан Иерусалимра пурӑннӑ; ҫурт-йӗр тума, хулана ҫӗнетме тытӑннӑ, 11. ӗҫ ӗҫлекенсене вӑл Сион тӑвӗ тавралла та хӳме тытма, ҫирӗп пултӑр тесе ӑна тӑваткал чултан тума каланӑ — ҫапла тунӑ та.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл мана тулашӗнчи картише илсе тухрӗ, унта акӑ пӳлӗмсем, картиш тавра чултан ҫӳллӗ вырӑн туса ҫавӑрнӑ; ҫав ҫӳллӗ вырӑн ҫинче вӑтӑр пӳлӗм.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тимӗр ҫӗр айӗнчен тупӑнать; пӑхӑра чултан шӑратса кӑлараҫҫӗ.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патшана ларни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вӑл Ассири халӑхне тытса тӑрса аслӑ Ниневи хулинче патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Миди халӑхне тытса тӑрса Екбатан хулинче патшара ларакан Арфаксад вӑхӑтӗнче пулнӑ; 2. ҫак патша Екбатан тавра чутланӑ чултан хӳме тыттарса ҫавӑрттарнӑ, чулӗсен хулӑнӑшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ ултӑ чике пулнӑ; хӳми ҫӳллӗшне ҫитмӗл чике, сарлакӑшне аллӑ чике тутарттарнӑ, 3. хапхисен тӑррине ҫӗр чике ҫӳллӗш пашнесем ларттарнӑ, вӗсен никӗсӗ утмӑл чике сарлакӑш чухлӗ пулнӑ; 4. вӑл хӑйӗн вӑйлӑ ҫарӗ тата йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран ҫарӗ тухмалли хапхасем тутарнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ ҫитмӗл чике, сарлакӑшӗ хӗрӗх чике чухлӗ пулнӑ, — 5. ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра Навуходоносор патша Арфаксад патшана хирӗҫ Рагав ҫӗрӗнчи аслӑ айлӑма вӑрҫӑпа тухнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: эпир Иудея ҫӗрне аслӑ Туррӑн Ҫурчӗ патне кайса килтӗмӗр; Ҫурта шултӑра чултан купалаҫҫӗ, стенисене йывӑҫ та хывса хӑвараҫҫӗ; хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, ӑнса пырать ку ӗҫ вӗсен аллинче. 9. Эпир вӗсен аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтрӑмӑр: «ку Ҫурта тума, ӑна туса лартма кам ирӗк панӑ сире?» терӗмӗр.
1 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.