Шырав
Шырав ĕçĕ:
хӳттинче (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Этем ывӑлӗсем Санӑн ҫунату хӳттинче канлӗ пурӑнаҫҫӗ: 9. вӗсем Санӑн Ҫуртӑнти тулӑх апатпа тӑранаҫҫӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвӑн сим пылу юхакан ҫырмаран ӗҫтеретӗн, 10. мӗншӗн тесессӗн Санра — чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ; Санӑн ҫуттунта эпир ҫутӑ куратпӑр.
Пс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Санӑн ырӑлӑху иксӗлми, Эсӗ ӑна Хӑвӑнтан хӑракансем валли упратӑн, Эсӗ ӑна Хӑвна шанакансем валли этем ывӑлӗсем умӗнчех хатӗрленӗ: 21. Эсӗ вӗсене халӑхсен пӑлхавӗнчен Хӑвӑн сӑну хӳттинче пытарса усратӑн, вӗсене ҫынсенӗн хаяр чӗлхинчен хӳтӗлесе тӑратӑн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; 11. унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; 12. кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; 13. ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; 14. акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; 15. сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; 16. вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; 17. лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; 18. акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Асир тинӗс хӗрринче ларать, карапӗсем — ҫавӑнта, вӗсен хӳттинче вӑл пӗр шухӑшсӑр пурӑнать.Асир сидит на берегу моря и у пристаней своих живет спокойно.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль Турри евӗрли урӑх ҫук, Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартса, пӗлӗт ҫинче сана пулӑшмашкӑн тӳперен Вӑл ҫитрӗ; 27. [санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн; тӑшманусене Вӑл сан умӑнтан хӑваласа ярӗ те: «пӗтер вӗсене!» тейӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.