Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анне ятлаҫма пуҫларӗ те, атте ӑна хӗнеме тытӑнчӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫавӑнтах казаксем Котлов ҫине сиксе ларчӗҫ те хӗнеме тытӑнчӗҫ.На Котлова бросилась толпа казаков и тут же стала избивать его.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Чижик колбасине туртса илчӗ те колбасипех Марфута хӗнеме пуҫларӗ.
Вӗренсе тухакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Тӗксӗм ӳт-тирӗ ҫинче кӑвак йӑрӑмсем палӑрсан ҫеҫ ӑна хӗнеме чарӑнчӗҫ.Только когда синие рубцы появились на смуглой коже, кончилось истязание.
LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Саша хӑйсене фашист хӗнеме тытӑнасса кӗтсе тӑчӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Наташа унтан ҫакна курчӗ: Саша татах вӗҫерӗнсе тарасшӑн пулчӗ, полицайсем ӑна тӳрех хӗнеме пуҫларӗҫ, аллисене каялла пӑрса тытса, таҫталла ҫавӑтса кайрӗҫ.Она видела, как Саша рвался, как били его, потом, скрутив руки, повели.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ашшӗн кӑмӑлӗ самант хушшинче улшӑнать: чӗлхепе каланӑ ҫӗртенех чышкӑпа хӗнеме тытӑнать, чип-чипер кӑмӑллӑ ҫӗртенех урса каять.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Сана хӗнеме хатӗрленет…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Нарбонн вӗсене прикладсемпе хӗнеме хушнӑ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Хӗнеме пуҫланӑ.
Командир боецсемпе сывпуллашать // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ашшӗ ҫаплах хӗнеме чарӑнмарӗ.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Эсир мана мӗн чухлӗ хӗнес килет, ҫавӑн чухлӗ хӗнеме, вӗлерме пултаратӑр, анчах советсем пӗтмен-ха, советсем чӗрех.«Вы можете сколько угодно избивать меня, вы можете убить меня, но Советы не умерли — Советы живы.
Татьяна Соломаха // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Амаҫури анне хӗнеме чарчӗ, — витрине кӑкӑрӗ ҫумне хӗстерсе каларӗ Петя.Мачеха мама не дала, — прижимая к груди ведро, сообщил Петя.
26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Гриша, ӑна хӗнеме эпӗ сана нихҫан та ирӗк памастӑп…
26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Анчах тепри — манӑн ҫаратма та, хӗнеме те ирӗк пур, мӗншӗн тесен манӑн пӑшал пур, тесе тавӑрать…А другая отвечает — имею право грабить и мордовать, потому что у меня ружье есть…
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ыттисем — тивмерӗҫ, хута та кӗчӗҫ, хӗнеме юрамасть, теҫҫӗ…
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫакӑн пек пурте хӗнеме тапратсан — вара мӗн пулать-ха вӑл?
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл ҫапни янӑравсӑр ҫатлатрӗ, Михайло аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ, тайӑлса кайрӗ, анчах становой ӑна иккӗмӗш хут ҫапса ҫӗре ӳкерчӗ те, ун тавра сиккелесе, мӗкӗрсе, Рыбина кӑкринчен, аякӗсенчен, пуҫӗнчен урисемпе тапа-тапа хӗнеме тытӑнчӗ.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Мана хӗнеме ирӗк ҫук санӑн, ирсӗр йытӑ!
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗнеме памастпӑр!..
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.