Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланать (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑл кулать, пӗр аллине ман еннелле тӑсрӗ, тепринпе халат аркине вӗҫертме хӑтланать: вӑл темӗнле пӑтаран ҫакланнӑ.

Одну руку он, улыбаясь, протягивал мне, а другой старался отцепить полу халата: какой-то гвоздь задержал ее.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Вӑл пӗчӗк шывра аллипе пулӑ тытма хӑтланать, ҫул тӑваткалӗнчи пысӑк чул катрамне шакка-шакка тӗпчет, унтан чул сасси нумай вӑхӑт тамалмасӑр янӑранине итлесе ларать, стена ҫинче сарӑ хӗвел пайӑркисене курсан киленсе-киленсе кулать.

Она пыталась ловить руками рыбу в ручье, стукала по большому камню, что на перекрестке, слушая, как он, долго затихая, звенит, и смеялась, если видела на стене желтого зайчика.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Вӑл электричсетво ҫутине ҫутса сӳнтерме пикенчӗ, обой ҫинчи малтанах тӗллесе хунӑ пӑнча куҫӗпе лектерме хӑтланать; сӳнтеркӗч шаклатнине пӑхӑнса пӳлӗм пӗрре ҫиҫсе йӑлкӑшать, тепре ҫухалать.

Он стал закрывать и открывать электричество, стараясь попасть взглядом в заранее намеченную точку обоев; комната сверкала и пропадала, повинуясь щелканью выключателя.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫак ҫын пӗр хӗрпе ҫыхӑнура пулни сире ан тӗлӗнтертӗр; ӑна хӗр чӑн-чӑн юратупа юратать, — ҫак туйӑма искусство нумай ҫӗр ҫуллӑх хушши сасӑсемпе те сӑмахсемпе ӑнлантарма хӑтланать.

Да не покажется странным, что этот человек был в связи с девушкой, любившей его той самой совершенной любовью, которую вот уже множество столетий искусство пытается осилить звуками и словами.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Сӗтел ҫинче спиртовка, унта чейник сиксе вӗрет; ун умӗнче Варнава тӑрать, пичет пусса ҫыпӑҫтарнӑ пысӑках мар конверта пӑс палкамӗ ҫийӗн асӑрхануллӑн шуҫтарать, ҫыпӑҫтаркӑҫа апат ҫӗҫҫипе хӑйпӑтма хӑтланать.

Стоя перед столом, на котором, подогреваемый спиртовкой, бурлил, кипя, чайник, брат Варнава осторожно проводил по клубам пара небольшим запечатанным конвертом, время от времени пробуя поддеть заклейку столовым ножом.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Пӗшкӗнсе, — чутах шыва чикеленетчӗ, — Фуль тилӗре-тилӗре урипе ҫӗре тапкалать, канӑҫсӑрлантарнӑ пӗвен суккӑр вӗтӗ хумӗсенче мӗн те пулин асӑрхама хӑтланать.

Нагнувшись, едва не падая в воду сам, Фуль гневно гопал ногами, пытаясь рассмотреть что-либо в слепой ряби потревоженного пруда.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Е, тӗрӗслес тесе, юри ҫапла хӑтланать ши?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах, вӑрттӑн хуралта ларса, милиционерсем Мирун Петӗрне тытаҫҫӗ, анчах лешӗ милици уйрӑмне ӑсатнӑ чухне тарма хӑтланать те, ӑна вилмеллех персе лектереҫҫӗ…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуйӑс тӗллӗн-тӗллӗн урхамахран хӑвӑртрах кайнине пула ҫаврӑнса тухакан ҫил, кантӑкран вирхӗнсе кӗрсе, пирвай Улькан хытӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ хура ҫӳҫне арпаштарма хӑтланать, анчах темиҫе пӗрчӗ тӑпӑлтарса кӑларнисӗр пуҫне темех тӑваймасть те, хӗре питрен ачашшӑн ҫапкаласа алхасма тытӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуйхине эрехпе пусарма хӑтланать.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Алешка, Степан пекех хӑтланать; вӑл шӑллӗне те, чӗркуҫҫипе тӗртсе илсе, кашӑкне хурса нумайччен чӑмласа ҫиме вӗрентет.

Алешка делал все, как Степан, и учил брата, толкая его коленкой, класть ложку и долго жевать.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫын ҫинче Зиновьев Ленин евӗрлӗ пулма хӑтланать, хӑйне ун пек тытма тӑрӑшать: вӑл пӗтӗмпех Ленин шухӑшланӑ пек шухӑшлать, ун майлах ҫивӗч, пӗр иккӗленӳсӗр те хӑюллӑ, ҫынсемпе Ленин пекех туслӑ-юлташлӑ, тейӗн.

Он смутно думал о том, что Зиновьев на людях старается быть, как Ленин, показать людям, что он точно такой, как Ленин, что он думает, как Ленин, не менее Ленина бодр, уверен и дружелюбен.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Ытлашши хӑтланать, — канӑҫсӑррӑн мӑкӑртатрӗ вӑл.

— Увлекается, — пробормотал он беспокойно.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫӑварне карса ку-ка-ре-ку теме хӑтланать те, пырӗнчен ӑнланмалла мар сасӑ ҫеҫ тухать.

Он то и дело пытался крикнуть во всё горло «ку-ка-реку», но всякий раз у него вырывался такой странный звук.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Автанӗ ав, кӑшт ҫеҫ сас кӑларса хӑрӑлтатать тата урисене хускаткалать, Нӑрикӗ вара харлаттарсах ҫывӑрать, вӑхӑтран вӑхӑт куҫне уҫма хӑтланать, анчах уҫаймасть.

Петух чуть слышно кукарекал и слабо подёргивал лапами, а Свинушок просто спал и даже храпел, но время от времени пытался открыть глаза, правда без особого успеха.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫын ҫине тухсан Лина яланах ҫапла хӑтланать.

Как, впрочем, всегда, когда Лина бывала на людях.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина шӑнса хытнӑ пӳрнисене вӗре-вӗре ӑшӑтма хӑтланать, вӗсем хытӑ ыратнӑран макӑрса та илет.

Лина дула на застывшие, потрескавшиеся пальцы и плакала — очень уж было больно.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кушак вӑл кушак та мар, кашкӑр тесе ӗнентерме хӑтланать Эмиль йӑмӑкне.

Эмиль уверял сестрёнку, что кошка — это вовсе не кошка, а волк.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пилӗк-ултӑ яш каччӑ ӑна ҫавӑрса илсе тытса чарма хӑтланать, анчах та кӗсре вӗсенчен хӑвӑртах хӑтӑлать те лешсем хӑранипе каллех аяккалла сирӗлеҫҫӗ.

И хотя её старались удержать с полдюжины крепких ребят, она мгновенно освобождала ногу, а все в страхе разлетались в разные стороны.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗр-пӗр ниме тӑман, йӗрӗнчӗк, ултавҫӑ, хӑйӗн асӗ те, нимле чаплӑ ӑсӗ те ҫук, тӗрӗс шухӑшлама та пултараймасть пулсан та, час-часах хӑйне мӑнаҫлӑн тыткаласа государство ӗҫӗсене тӑвакан чи пысӑк ҫынсемпе танлашма хӑтланать.

Какой-нибудь ничтожный и презренный плут, не имея никаких заслуг, ни ума, ни здравого смысла, осмеливается подчас принимать важный вид и пытается равняться с величайшими людьми государства.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed