Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлха the word is in our database.
хӑлха (тĕпĕ: хӑлха) more information about the word form can be found here.
Вӑл кӗсйинчен вӑчӑра, икӗ ҫӗрӗ, сулӑ тата хӑлха ҫакки кӑларнӑ.

Help to translate

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

Ним сӑмахсӑр вӑл мана Хӑлха чикки тыттарать.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

— Тепри пулсан ҫавӑнта мана ухмахланнӑшӑн хӑлха чикки тыттарса ярӗччӗ, эсӗ вӑйлӑ йӗкӗт, тивмерӗн мана.

— Другой бы на твоем месте такого мне тумака задвинул, а ты пальцем не тронул.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пирӗн те хӑлха шӑтӑк-ҫке.

— Так и у нас уши не заткнуты.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тавтапуҫ, пачӑшкӑ, эп кунтах тӑрам, хӑлха ҫивӗч ман, итлетӗп эп.

— Спасибо, батюшка, я тут постою. Слух у меня вострый, услышу и отсюда.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Хӑлха хупланса ларчӗ, — тесе Ухтиван типсе кайнӑ тутисене чӗлхине йӗпетет, ҫынсене пахса ҫаврӑнать.

— Не слышу я, уши заложило, — Ухтиван облизнул пересохшие губы, оглядел сидящих.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уйрӑммӑн кӑкӑр мар, хӑлха та мар, пӗтӗм кӗлетки, пӗтӗм аш-чикки ыратнӑ.

Не отдельно грудь или ухо, болело всё тело.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сулахай хӑлха лап хупланса ларать, хул тӑрӑх юн птӑртатса тумлать, юхать.

Удар — и левое ухо перестало слышать какие бы то ни было звуки, по плечу побежала горячая струйка крови.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ман кӑмӑл сан виллӳ тӑсӑлса тухсан ҫырлахать», — тет те Ивук патаккипе ҫине-ҫинех Ухтивана пуҫӗнчен, хӑлха чиккинчен ҫапать.

— Удоволится, когда увижу тебя подохшим, понял?! — кричит Ивук и с остервенением бьет Ухтивана тяжелой палкой по голове, по вискам.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑнса хытнӑ чухнехи пек, ӑш чӗтрет, хӑлха янӑрать.

Его начинает бить дрожь, будто ему холодно; в ушах звенит колокол.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шурӑ ҫӳҫ пайӑркисем унӑн ҫамки ҫине усӑнса аннӑ, хӑлха тӑррисем тӑм илнӗ пек шурса кайнӑ.

Седые взмокшие пряди его опустились на лоб, кончики ушей побелели, словно их схватил мороз.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӳн! тӳн! тӳн! янӑрать хӑлха анинчех пӗр вӗҫӗмсӗр.

Тук! тук! тук! звенит в ушах не переставая.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лаши ури сасси Ярилене пӗрре шутсӑр ҫывӑхра пек, таҫта хӑлха анинче илтӗннӗ пек туйӑнать, унтан илтӗнми пулса инҫете кайса ҫухалать.

Топот копыт слышится то очень близко, вот тут, под ногами, то очень далеко, становится еле слышным и исчезает вовсе.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗрре хӑлха чиккинчен парсан».

Как двину по уху…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эсир унта, Александр атте, пирӗн куҫ, пирӗн хӑлха пулатӑр.

— Вы там, отец Александр, будете нашими глазами и ушами.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен сасси, хӑлха анинчех авӑтнӑ пек, кӗтмен ҫӗртен те хыттӑн янӑраса каять.

Они пугают людей неожиданными криками.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурттипе хӑлха чиккинчен парсан…»

А ну как даст топором по загривку?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шерепеленсе усӑнса тӑракан ылтӑн хӑлха ҫаккисем хуллен чӑнкӑртатса сас параҫҫӗ, куҫӗсене нӳрӗ карса илет.

Едва слышно позвякивают в ее ушах золотые кисточки-серьги; глаза подергиваются от волнения влагой.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Илтен-тӑран сар каччӑ Вӑрманалла уттарчӗ, Хӑлха илтнӗ сӑмаха Хӑй ӑшӗнче пытарчӗ.

Help to translate

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӗн илтрӗ сисӗмлӗ хӑлха?

Help to translate

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed