Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвармалла (тĕпĕ: хӑвар) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа та, вӑл ҫуркунне ытла ир сивве ан тухтӑр тесе хӗлле юр тытса хӑвармалла.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗншӗн хӑвармалла мар? — терӗ Олангаев.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ферма ҫурчӗсем патне курма кӑна, ӗҫ мӗнле пынине пӗлме кӑна каять, ҫапах та ал-линче пуртӑ (тен, мӗн те пулин юсаса хӑвармалла пу-лать).

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытти колхозниксемшӗн вӑл тӗлӗнтермӗш курӑк ҫеҫ, анчах Липашӑн тата виҫӗ колхозри кок-сагыз бригадисенчи ҫынсемшӗн ҫак илемсӗр курӑк ҫӗрӗн-кунӗн шухӑшлаттаракан япала: тепӗр эрнерен вӗсен ун вӑрлӑхне темиҫе гектар акса хӑвармалла, ҫу каҫиччен ӑна лавӗпе туса илмелле.

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑрӑх кунсем тӑраҫҫӗ, калчана ҫӑлса хӑвармалла — Кудрявцева ҫук, вӑл тырӑ вырма тухас умӗн ҫеҫ таврӑнчӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Отрасле цифрӑласси ҫине тимлӗн пӑхнине те палӑртса хӑвармалла, интеллектлӑ транспорт системисем пассажирсем турттарас ӗҫе меллӗ, юрӑхлӑ тата хӑрушлӑхсӑр майпа тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ.

Серьезное внимание уделяется цифровизации отрасли, интеллектуальные системы позволяют осуществлять пассажирские перевозки удобно, доступно и безопасно.

Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/30/ole ... nika-avtom

Ҫитӗнекен ӑрӑва парса хӑвармалла, тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентсе пымалла», — тенӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Палӑртса хӑвармалла, ял тӑрӑхӗ Павел Семенов пуҫлӑх ертсе пынипе асӑннӑ конкурсра виҫҫӗмӗш ҫул ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫет.

Help to translate

Хӑнасем паха опытпа паллашнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%85a%d0 ... 88%d0%bda/

Князь шучӗпе, Ту енчи ҫӗр-шывра ҫар тытма иртерех-ха, яланхи ҫар отрячӗсене унта ҫитес ҫулхи вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӑвармалла.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Палӑртса хӑвармалла, ҫӳлерех асӑннӑ пулӑшусене тивӗҫекенсене хушма пӗлӳ илме вӗренме те яраҫҫӗ.

Help to translate

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Палӑртса хӑвармалла, виҫӗмкун предприятинче пӗлтерӗшлӗ мероприяти пулнӑ.

Help to translate

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Палӑртса хӑвармалла, «Дмитриев А.Н.» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче тӗштырӑ вӑрлӑхӗ те, ҫӗрулми вӑрлӑхӗ те хӑйсен, ют ҫӗртен туянса тӑкакланмаҫҫӗ.

Help to translate

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Ҫакна та асӑнса хӑвармалла, пурӑнмалли кил-ҫурта газа харпӑрлӑх хуҫин шучӗпе кӗртӗҫ.

Help to translate

Газ кӗртме пулӑшаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/gaz-kertme-pulashacce.html

Ку чухне ҫакна палӑртса хӑвармалла, пӗлӳ пахалӑхӗ ҫине кӗнеке пуррипе ҫуккинчен мар, вӗрентекен хӑйӗн предметнее мӗнле хакланинчен килет.

Help to translate

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Ку чухне тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла, яллӑ территорисем пӗчӗк тата вӑтам агропромышленноҫ бизнесӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлемесӗр аталанаймӗҫ.

Help to translate

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

Пирӗн «чӗмсӗр» рубежсем ҫинчен кашнин пӗлмелле, хамӑр мӗн пӗлнине ҫитӗнекен ӑрӑва каласа парса хӑвармалла.

Help to translate

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Палӑртса хӑвармалла, мероприяти санитарипе эпидемиологи мерисене ҫирӗп пӑхӑнса йӗркеленипе иртрӗ.

Help to translate

Ҫӗнелнӗ клуб хӑнасене йышӑнчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d0%bd%d ... bd%d1%87e/

Ҫакна тума вырӑнти пуҫару программи витӗмлӗ пулӑшу кӳнине палӑртса хӑвармалла.

Help to translate

Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/

Кунта Федоровсемпе Семеновсен тӳпине палӑртса хӑвармалла.

Help to translate

Чӑваш туйӗ кӗрленӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%87a%d0 ... b5%d0%bde/

Ку эрнере ӗҫсене кая хӑвармалла мар.

На этой неделе Рыбам не стоит откладывать дела на потом.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed