Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварма (тĕпĕ: хӑвар) more information about the word form can be found here.
Пӑкачав вара юрӑхсӑра тухнӑ тупӑсене пӑрахса хӑварма хушрӗ.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлет кӗтесӗ хӑйне ҫак ҫын ытамӗнчен упраса-сыхласа хӑварма пултараяс пек, ун ҫумне тӗршӗнчӗ.

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ хайхи юр пек шурӑ ут тимӗр-кӑвака кая хӑварма тытӑнчӗ, хытӑрах та хытӑрах чупать вӑл…

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Атей ҫава йӑтса хӑй улӑхне хӳтӗлеме тухиччен ӗҫе килӗшӳпе вӗҫлеме, ырӑ сӑмахпах аслашшӗ, ашшӗсенчен юлнӑ ҫӗре хӳтӗлесе хӑварма май пулмӗ-и, тенӗччӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вилес умӗн вӑл хӑйӗн чӑн ятне ҫеҫ каласа хӑварма ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этемлӗх лайӑх пӗлет: чи йывӑр, чи трагедилле саманасенче те нацие упраса хӑварма пулӑшакан чи чаплӑ, никам ҫӗнейми пурлӑхсенчен пӗри вӑл тӑван халӑхне чунтан-чӗререн юратакан писатель ҫырнӑ хайлавсем пулнӑ.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Мӗн калас тенине вӑл чун хавалӗпе аран-аран каласа хӑварма ӗлкӗрчӗ…

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кирек тем пулсан та, ӑна ҫухатса хӑварма тӑрӑшмалла… тилӗ пек, — терӗ Паҫук.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫурхисене акса хӑварма чӑрмавсем пулмӗҫ.

Help to translate

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Ҫурхисене акса хӑварма вӑрлӑх республикӑра ҫителӗклӗ хатӗрленӗ.

Help to translate

Олег Николаев ҫӗр ӗҫченӗсене кашни гектар ҫӗр лаптӑкӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/27/oleg ... er-laptkpe

Вӗсем инкеке лекнисене яланах ҫӑлса хӑварма пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Ыйту кун йӗркинче ҫивӗч тӑнине кура, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствине регионти муниципаллӑ тата хула округӗсенче, ҫула ҫитменнисене валли, енчен те вӗсем наркӑмӑшпа хӑйсен сывлӑхне аптратнӑ пулсан, реабилитаци тухмалли ятарлӑ харпӑр хӑй программине пӑхса тухса йышӑнса хӑварма чӗнсе каланӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Ҫынсем кам мӗн чухлӗ пама пултарнӑ, ҫавӑн чухлӗ панӑ - пурне те каласа хӑварма май ҫук.

Help to translate

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Кӑмака умӗнчи тимӗр ҫинче хӑвӑрт вут илме пултаракан япаласем хӑварма юрамасть.

Help to translate

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Аппа халь мулӑма хӑварма хушрӗ.

Help to translate

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мана кил-те хӑварма ҫын ҫуккипе Марине аппа хӑйпе шкула ҫӳретет.

Help to translate

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халӑх сӗнӗвӗсене кулленех асӑрхавра тытмалла, вӗсене тӗпе хурса кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Шыҫмак вулӑллӑ тӗпри ҫӗмӗрт (кервенни, лӑпсӑркки) ватӑлса хӑра пуҫласан, атте ӑна вутта касрӗ, анчах йывӑҫ хӑй хыҫҫӑн чылаях ҫӑра, тӗреклӗ хунав ярса хӑварма ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ӗненместӗн пулсан, хам паспорта та хӑварма пултаратӑп сана.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пурис хӑйпе мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗ — таҫти шалти, тӗпри тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн (тӗрӗссипе Пурисӑн пӗрремӗш, усалли парӑнтарайман сӗмӗ!) ӑна, ҫӑтӑрт тан тапнӑн, «ҫакӑ хӑрушӑ вӑрманта ҫынна ҫын ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать», тесе асӑрхаттарнӑн ниҫталла та мар, «качтаки» хыҫҫӑн ҫеҫ тапаҫланма ҫине тӑрсах, хытӑрласах ӑса кӗртрӗ, васкатрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed