Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпере (тĕпĕ: тӳпе) more information about the word form can be found here.
Кашни ялӗ пӗрер вӑкӑр пусрӗ, пӗрер пысӑк хуран пӑтӑ пӗҫерчӗ, тӳпере ҫапах та пӗр ҫумӑр пӗлӗчӗ те курӑнмарӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗм тӳпере ирхи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ вылянӑ пек туйӑнатчӗ ҫав пӗчӗк Петя сӑнӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ, унӑн умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхир, тӳпере тӑри хӑйӗн юррине шӑрантарать.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳпере — унта-кунта — ҫӑлтӑрсем ҫунаҫҫӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня-кӗтӳҫ ҫепӗҫҫӗн юрланӑ чух ҫӳлте-ҫӳлте кӑвак тӳпере тӑри юрланӑ пек те илтӗнет Эльгеева.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӳпере шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пӗлӗт айӗнчен тухрӗ, ытти ҫӑлтӑрсем хушшинче вӑл уйрӑмах йӑлтӑртатса ҫуннӑн курӑнчӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шурӑ ҫын урисем патӗнче ҫаврӑнса выртнӑ чӑмакка хӑраса ӳкнӗ чӗрӗпе аса илтерет; хӗрарӑмӑн ӗсӗклевлӗ пӑшӑлтатӑвӗ тӗшмӗшле хӑравпа янӑрать; хӗр, ахӑртнех, Стара тӳпере кичемленсе ҫитнӗрен ҫӗр ҫине аннӑ мӗнле те пулин турӑ вырӑнне йышӑнать.

Комочек, свернувшийся у ног белого человека, напоминал испуганного ежа; всхлипывающий шепот женщины звучал суеверным страхом; возможно, что она принимала Стара за какого-нибудь бога, соскучившегося в небесах.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем тӗлкӗшеҫҫӗ те сӳнеҫҫӗ; шӑплӑх, гиенӑсен инҫетри кӑшкӑравӗпе чӗтрекенскер, ҫул ҫӳревҫӗ кӑмӑлне пӗлес килеслӗхпе, кӑмӑлсӑрлӑхӑн хутӑш туйӑмӗпе тултарчӗ, вӑрттӑн, сайра тӗл пулакан чун кӗске ҫурма сум-хисеп евитлерӗ тейӗн.

Разгораясь, вспыхивали на небосклоне звезды; тишина, подчеркнутая отдаленным криком гиен, наполнила путешественника смешанным чувством любопытства и неудовлетворенности, как будто редкая таинственная душа обмолвилась коротким полупризнанием.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Тӳпере ишетчӗ шурӑ уйӑх, Ҫӑлтӑрсем вылятчӗҫ куҫ хӗссе.

Help to translate

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Тӗттӗм-ха, анчах кӑвакаракан тӳпере ҫӳлте ҫыр ӗмӗлкисем уҫӑмлӑн ӗренкеленнӗ.

Было еще темно, но вверху ясно обозначались на свежем небе силуэты обрыва.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ ҫав тери телейлӗччӗ, кунашкал тӳпере пирӗштисем кӑна савӑнаяҫҫӗ; унтан… пӗтӗмпех ҫухатрӑм.

Я был счастлив так, как могут быть счастливы только ангелы на небесах, и потерял все.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тӳпере Африкӑн капмар уйӑхӗ ҫакӑнса тӑрать; ун ҫути айӗнче курӑк шап-шурӑ пек, инҫех мар вӑрманта, хура мӗлкесен хушшинче, ҫулҫӑ хысакӗсем кӗмӗл каплам евӗр туйӑнаҫҫӗ.

Огромная африканская луна висела в небе; трава белела под ее светом и в недалеком лесу выступы листвы нависли среди черных теней серебряными громадами.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Е тӳпере, ку тӗрӗсрех ахӑр.

— Или на небесах, что вернее.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тӳпере, ҫӗрлехи ҫуткӑҫсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем пӗрӗхсе чӑпарлатнӑскерте, курӑнми йывӑҫсем кӗпӗрленнӗ; вӗсен ҫӑра ҫеҫкелӗхӗ пуҫа ҫепӗҫ, анчах вӑйлӑ шӑршипе — ҫӑра та пылак, хумхантаруллӑ та ирӗклӗ, нӳрлӗ те хӗрарӑмӑн ыйхӑ тӗлӗшпе ҫурма уҫӑ ҫӑварӗ пек черчен шӑршӑпа — ҫавӑрать-минретет; сывлӑшри мӗльюн-мӗльюн сӗртӗнӳпе ыталать те хавха сарать тата, шӑплӑх евӗрлех, ҫунатсӑр та ҫӑп-ҫӑмӑл, чикӗсӗр-чараксӑр хуҫалла, туйӑнми вӑйӑмсемпе ӳсет-ҫӗкленет.

В нем, обрызганные созвездиями ночных светил, толпились невидимые деревья; густой цвет их кружил голову тонким, но сильным запахом, щедрым и сладким, волнующим и привольным, влажным и трогательным, как полураскрытые сонные уста женщины; обнимал и тревожил миллионами воздушных прикосновений и так же, как тишина, рос бесконечно властными, неосязательными усилиями, бескрылый и легкий.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ярӑнать вӑл ҫӳллӗ тӳпере, Аякри сӑрта вӑл сӑн кӳрет, Кирлӗ — тарӑн тинӗсе анать, Хӑй вӑл чышкӑ пысӑкӑш кӑна — Ӗмӗрех пурнать чӗре!

Help to translate

Ӗмӗрех пурнать чӗре // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 23 с.

Курсам: ҫӳлте, хальлӗхе тӗлӗрекен тӳпере, пӗтӗмпех чӳхенет те чӗтрет тата сывлать; унта мӗлкесем ҫутӑпа ыталашаҫҫӗ; ас ту, Франсуа, ирхи сехете ҫывӑрса ан юл!

Смотри, как вверху, в сонном еще зените, все зыблется и дрожит и дышит; там тени обнимаются со светом; смотри, Франсуа, не проспи ранний час!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Ӑна туртса ярсан ассӑн сывласа илчӗ; унӑн куҫӗсем тӳпере ӗмӗтлӗн ҫӳрерӗҫ.

Закурив ее и вздохнув, причем его глаза мечтательно бродили по небу.

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Пӗлӗтсӗр тӳпере ӗмӗрхи Хӗвел — ҫулӑмлӑ шурӑ тимӗр — ҫутатать.

В безоблачном небе стояло пламенным белым железом вечное Солнце.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Аян сиксе вӗрет; тӳпере хӗвел вӗрет; вӗресе тата саланса шыв шӑмпӑртатать.

Аян кипел; солнце кипело в небе; вскипая и расходясь, плескалась вода.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

«Фитиль» ӗлки ҫыранӑн тӗксӗм пӑрӑмӗнче ҫухалчӗпе пӗрех; рейӑсемпе стеньгсен пӗр пайӗ тӗлӗрекен тӳпере хуралсах пырать; аялтан сӗм тӗттӗмлӗх ҫӗкленет.

Силуэт «Фитиля» почти исчезал в темной полосе берега, часть рей и стеньг чернела на засыпающем небе; внизу громоздился мрак.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed